Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӗннӗ (тĕпĕ: сӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрреччен, Казя Табельчук Николая каҫхине нимӗҫ ҫынни Шульц патне кайма сӗннӗ.

Однажды Казя Табельчук предложил Николаю пойти вечером к немцу Шульцу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Пӑр ванса шыва кайма пултарасран сыхланас шутпа стариксем пурне те кимӗ ҫывӑхӗнче пулма сӗннӗ.

Опасаясь, что волнением может взломать лед, старики велели всем держаться около лодок.

Орочсен ялӗнче // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 121–124 с.

Апат-ҫимӗҫ сӗннӗ чухне хӑна хуравличчен алӑ тӳртӗшӗпе сӗтел ҫине кӑшт таянма та юрать.

Предлагая пищу, можно слегка опереться тыльной стороной руки о стол.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

16 ӗмӗрти йӗрке пуххисенче апатланнӑ, кашӑка сӗтел ҫитти хӗррипе шӑлса хуҫана тавӑрса пама сӗннӗ.

Еще в XVI веке в предписаниях по этикету рекомендовалось использованную ложку вытереть о скатерть перед тем, как ее возвратить.

Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ сӗннӗ кофене ура ҫинче е ларса ӗҫеҫҫӗ.

Кофе, предложенный хозяйкой, пьют стоя или сидя.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Автобус, троллейбус ҫинчен часах анмалла пулсан, сӗннӗ вырӑна лармасан та юрать.

От предложенного места можно отказаться, если нужно сходить на следующей остановке.

Такси, трамвай, автобус, поезд ҫинче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӗннӗ вырӑна ларнӑ чухне, вырӑн паракана тав тумалла.

Садясь на предложенное место, нужно обязательно поблагодарить за проявленное внимание.

Такси, трамвай, автобус, поезд ҫинче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫын сӑмахне итлессӗм ҫук та-ха, ҫапах сӗнес ӗмӗтӗм пур, ыр кӑмӑлпа ҫӳрекен ӑслӑ та чипер ҫынна пӗрер тулли черкке сӗннӗ пулӑттӑм.

Да я не больно слушаю людскую молву-то, а все ж хочу вам предложить по чарочке.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эсир хӑватсӑр сигаретсем туртатӑр, сире хӑватли сӗнеҫҫӗ пулсан, сӗннӗ сигарета илмесен те юрать, анчах сӑлтавне ӑнлантарса парас пулать.

Только в исключительных случаях можно отказаться, например, если вам предлагают крепкие сигареты, а вы привыкли к более слабым, в этом случае благодарят и объясняют причину.

Туртман ҫынсем е ачасем пур пӳлӗмре туртма юрамасть // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Министр яваплисене ыйтӑва тишкерме сӗннӗ.

Министр предложила рассмотреть этот вопрос курирующим отделам.

Министра Культура ҫурчӗ туса пама ыйтнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/26816.html

Шура мӗншӗн ҫапла тӑвасшӑн пулнине пӗлмерӗмӗр, анчах вӑл сӗннӗ пек тума килӗшрӗмӗр.

Право, не знаю, почему это ему пришло в голову, но так и порешили.

Татьяна Соломаха // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Шерккей ҫавӑнтах Кантюк сӗннӗ укҫана ярса илчӗ, алли пӗр самантра чӗтреве ӳкрӗ.

Шерккей схватил тяжелый кисет с деньгами, руки его дрожали.

XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑрах алӑлли хӑйӗн тути ҫине тухнӑ кӑпӑка шӑлса илчӗ, хӑйне сӗннӗ шыва пӗр чарӑнмасӑр ӗҫсе ячӗ те, майор ҫине ӑнран тухса кайнӑ ҫын пек пӑхма тытӑнчӗ.

Однорукий вытер пену, выступившую у него на губах, выпил залпом предложенную воду и безумными глазами посмотрел на майора.

21. Пилӗк сехет // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Хӑрах алӑлли хӑйне сӗннӗ пукан ҫине ирӗксӗрленсе ларчӗ.

Однорукий неохотно сел на предложенный ему стул.

21. Пилӗк сехет // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Тухтар, йӑл-йӑл кулкаласа, сӗннӗ япаласене йышӑнчӗ, тав турӗ.

Тухтар, усмехаясь, принял свою «долю», поблагодарил.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ак ҫак пӗчӗкрех чӗллӳне илем те… — сӗннӗ ҫӑкӑртан пӗр чӗлӗ илчӗ патвар ҫын.

Мне маленько, червячка заморить, — и он отломил небольшой кусочек хлеба.

II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Бармалеевски урамне ҫитсен, Васька тусне сулахаялла пӑрӑнма сӗннӗ, хӑй малалла, Лев Толстой площачӗ патнелле, кайнӑ.

Дойдя до Бармалеевой улицы, Васька посоветовал приятелю свернуть налево, а сам отправился дальше, к площади Льва Толстого.

14. Чӗрӗллех пытарнӑскер // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Пӗр енчен тепӗр енне ҫавӑрӑнса выртнӑ чухне чӗн касса кӗнӗ хулпуҫҫисем ыратман пулсан, эпӗ юлташсене пурне те яланах ҫапла хытӑ ҫывӑрма сӗннӗ пулӑттӑмччӗ.

Если бы не ныло натертое плечо при перевертывании с бока на бок, то всем моим друзьям я пожелал бы всегда так крепко и глубоко спать, как я спал тогда.

Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Пӗр вунӑ минутран ҫилленчӗк сӑнли вӑрмантан пӗчченех тухнӑ та, хӑйӗн чемоданне ҫӗклесе, хӗрсене малалла кайма сӗннӗ.

Минут через десять хмурый вышел из леса один и, взяв свой чемодан, предложил девушкам двинуться дальше.

1. Вӑрттӑн вӗлерни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Хаҫатсенче вӑл Атӑл таврашӗнчи ҫӗршыва кӑнтӑртан вӗрекен вӗри ҫилсенчен хӳтӗлемелли вӑрман йӑрӑмӗсем лартма сӗннӗ; Атӑла тарӑнлатасси ҫинчен шухӑшланӑ.

В газетах он предлагал построить лесополосы для защиты Поволжья от горячих ветров, дующих с юга; задумывался об углублении Волги.

Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней