Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сирпӗнсе (тĕпĕ: сирпӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ чӳречин те кантӑкӗсем сирпӗнсе тухса, стенаран штукатурка хӑйпӑнса аннӑ хыҫҫӑн тин Андрий виҫӗ чӳречене хирӗҫ кӗрешме хӑйӗн алли ҫитес ҫуккине салхулӑн туйса илчӗ!

Только когда из обоих нераскрытых окон вылетели стекла и со стен посыпалась штукатурка, Андрий с тоской понял, что с тремя окнами ему не справиться.

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Акӑ лешӗ пурттине сулса ячӗ те, вут муклашкин ҫурри айӑккалла сирпӗнсе те кайрӗ.

Вот он замахнулся, ударил, и далеко в сторону отлетела половина чурбана.

Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Шыв ҫӳлелле тӗлӗрнӗ евӗр хӑпарать-мӗн, унӑн юхӑмӗ пӗрре вӑйланса, тепре вӑйсӑррӑн шӑнкӑртатса сирпӗнсе тӑнӑ.

Вода сочилась кверху, будто сонная, и, то поднимаясь, то падая совсем низко, струйка звенела и плескалась.

XXI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Тепӗр чухне тата тинӗс хытӑ силленӗрен пӑрахут сӑмси ҫинче пӗлӗт пек шыв сирпӗнсе тӑнӑ чух, вӑл каллех пӗчӗк карап кӑшт хӑяккӑн тайӑлса, кайӑк пек хӑвӑрт малалла ывтӑннине пӑхса тӑнӑ.

А в другой раз в сильную качку, когда на носу их парохода стояла целая туча брызгов, он опять смотрел, как такой же кораблик, весь наклонившись набок, летел, как птица.

III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Вӑл лекнӗ пилеш кайӑкӗсем хыҫӗнчен вӗре-вӗре, уласа чупса ҫӳрерӗ, путӑксем, тӗмесем, кӑкланӑ тункатасем урлӑ сиккелерӗ, чупса пырса шывалла сирпӗнсе кӗрсе шыв лаккарӗ, кайран силленчӗ, йынӑшрӗ, — унтан хӗрлӗ чӗлхине тем вӑрӑмӑш кӑларса, каллех малалла ыткӑнчӗ.

С бешеным лаем мчался он за попадавшимися ему дроздами, перепрыгивал рытвины, пни, корчаги, бросался с размаху в воду и торопливо лакал ее, отряхался, взвизгивал и снова летел стрелою, закинув красный язык на самое плечо.

XV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Енчен эпӗ болт пуҫӗ сирпӗнсе кайрӗ тенӗ пулсан та, чиперех ӗненетчӗҫ.

Если б я сказал, что взорвалась головка болта, то и это сошло бы.

Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ӗнтӗ Берлин юнашар, эпир пур, каялла таврӑнса, вӑрман тӑрӑх сирпӗнсе ҫӳретпӗр, фрицсене тытатпӑр.

Уже Берлин рядом, а мы опять возвращались, прочесывали леса, вылавливали фрицев.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Саша тӳрех окопа сирпӗнсе анчӗ.

Саша скатывается в окоп.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Малтан ҫурт карт! сиксе чӗтресе илчӗ, унтан ҫатӑртатса, кӗмсӗртетсе сирпӗнсе кайрӗ те, юлашкийӗ, сылтӑм еннелле чалӑшса, ҫӗре ишӗлсе анчӗ.

Она поначалу вся вздрогнула в дыму разрыва, а потом затрещала, заскрипела досками и бревнами и рухнула правым своим боком.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сасӑ илтӗннӗ окоп патне ҫитсе, унӑн брустверӗ урлӑ сирпӗнсе каҫсан, эпӗ тӳрех хампа пӗрле Ленинградски шоссепе килнӗ ватӑ плановик урисем патне йӑванса антӑм.

Перевалившись через бруствер окопа, откуда меня звали, я скатился к ногам того самого старого плановика, с которым утром шел по Ленинградскому шоссе.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сасартӑк вӑл сирпӗнсе кайрӗ.

И вдруг он грохнулся.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл яка тӑмлӑ тӑвайккинчен сирпӗнсе ҫеҫ анать, аттисем хӑйӗн, шӳсе кайнӑскерсем, лӑчӑрт та лачӑрт туса ҫеҫ пыраҫҫӗ.

Он катился вниз по глинистому скату, сапоги его хлюпали и чавкали.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сирпӗнсе тухакан лава Маунганаму сӑртӗнчен юхса анма пуҫларӗ.

Потоки лавы бороздили теперь склон Маунганаму.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Удупа еннелле ҫав териех хыпаланса чупсан та вӗсен пичӗсене вӗреме кӗрес пек вӗри шыв тумламӗсем сирпӗнсе пӗҫертрӗҫ.

Несмотря на всю поспешность, с какой они бежали к удупе, их ошпарили брызги воды, нагретой почти до температуры кипения.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Рулевой, вӑйлӑн пырса тӗртнипе штурвал патӗнчен сирпӗнсе кайнӑскер, хӑй ҫине мӗншӗн сасартӑк килсе тапӑннине ӑнланса та юлаймарӗ.

Рулевой, отброшенный сильным толчком штурвала, даже не понял, чем вызвано это внезапное нападение.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах та вӑл, штурвал патне сирпӗнсе пырса, суднона труках ҫиле хирӗҫ ҫавӑрчӗ, ҫав вӑхӑтра Вильсон лотне пӑрахрӗ те, брига ҫиле хирӗҫ тытас тесе, марселе туртса карчӗ.

Но он кинулся к штурвалу и повернул судно круто к ветру, в то время как Вильсон, бросив лот, устремился к марселю и вытянул его, чтобы привести бриг к ветру.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кунӗ-кунӗпе, час-часах ҫӗрсене те вӑл палуба ҫинче ирттерсе ярать, ҫумӑр лӳшкесе тӑни те, хӑйне пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитиччен сирпӗнсе йӗпетекен тӑварлӑ шыв та ӑна нимӗн те мар.

Целые дни, а часто и целые ночи он проводил на палубе, не обращая внимания на проливной дождь, не замечая солёных брызг, обдававших его с головы до ног.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫпала ҫурт умне пылчӑкпа сирпӗнсе пӗтнӗ автомобиль пырса чарӑнать.

Вечером у дома остановился забрызганный грязью автомобиль.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хӑйне сасартӑк садран ҫул ҫине сирпӗнсе тухнӑ ҫынсем сырса илсен, вӑл вӗсен гимнастеркисем ҫинчи КИМ паллисене курать те именсе пек йӑл кулса ярать.

И, когда его внезапно окружили высыпавшие из садов на дорогу люди, он, увидав на гимнастерках значки КИМ, смущенно улыбнулся.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хытӑ ҫапнипе спекулянт такамсен пуҫӗсем ҫине аялалла сирпӗнсе анчӗ.

Ударил с такой силой, что спекулянт свалился в проход на чьи-то головы.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней