Поиск
Шырав ĕçĕ:
[Чылай вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн Египет патши вилнӗ.]
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Египет ҫыннисен куҫӗ умӗнче ҫак халӑха ырӑлӑх парӑп; кайнӑ чухне эсир пушӑ алӑпа тухса каймӑр: 22. кашни хӗрарӑм хӑйӗн кӳршӗ арӑмӗнчен тата унӑн килӗнче пурӑнакан арӑмран кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем, тумтир ыйтса илӗ, вӗсемпе эсир хӑвӑрӑн ывӑлӑрсене те, хӗрӗрсене те капӑрлантарӑр, ҫапла Египет ҫыннисен пурлӑхне пухса тухса кайӑр, тенӗ.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Анчах Эпӗ пӗлетӗп: Египет патши [фараон], хӑйне хӑватлӑ алӑпа хистемесессӗн, сире кайма ирӗк памӗ; 20. вара Хамӑн аллӑма тӑсӑп та Египета, унӑн ҫӗрӗнче Хамӑн пӗтӗм хӑватӑма кӑтартса, ҫӗмӗрсе тӑкӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл сире кӑларса ярӗ.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсем санӑн сӑмахна итлӗҫ, вара эсӗ тата Израилӗн аслӑ ҫыннисем Египет патши [фараон] патне кайӑр та ӑна калӑр: пире Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, чӗнчӗ; ҫавӑнпа хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра парне кӳмешкӗн эсӗ пире пушхире виҫӗ кун каймалӑх ҫула яр, тейӗр.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Татах каланӑ: Египет пусмӑрӗнчен Эпӗ сире ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, [гергесейсен,] евейсен тата иевусейсен ҫӗрне, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, илсе тухӑп.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. [Турӑ] ӑна каланӑ: Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, акӑ сана Эпӗ янине пӗлтерекен паллӑ: эсӗ [Манӑн] халӑхӑма Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, эсир ҫак ту ҫинче Турӑшӑн тумалли ӗҫе тӑвӑр, тенӗ.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Моисей Турра каланӑ: фараон [Египет патши] патне кайса Израиль ывӑлӗсене Египетран илсе тухмашкӑн кам вара эпӗ? тенӗ.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эппин, кай: Эпӗ сана фараон [Египет патши] патне яратӑп; Манӑн халӑхӑма, Израиль ывӑлӗсене, Египетран илсе тух, тенӗ.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Акӑ Израиль ывӑлӗсем макӑрни Ман патӑма ҫитрӗ ӗнтӗ, Эпӗ Египет ҫыннисем вӗсене пусмӑрлакан пусмӑра куратӑп.9. И вот, уже вопль сынов Израилевых дошел до Меня, и Я вижу угнетение, каким угнетают их Египтяне.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: Эпӗ Хамӑн халӑхӑм Египетра асапланнине куртӑм, пӑхавҫӑсем ӑна мӗнле макӑртнине илтрӗм; Эпӗ унӑн хӗн-хурне пӗлетӗп, 8. ӑна Египет ҫыннисен аллинчен хӑтармашкӑн, ӑна ҫав ҫӗртен илсе тухса, сӗтпе пыл юхса выртакан паха та анлӑ ҫӗре — ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, [гергесейсен,] евейсен тата иевусейсен ҫӗрне — [илсе кӗмешкӗн] каятӑп.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Чылай вӑхӑт иртсессӗн Египет патши вилнӗ.
Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсем каланӑ: темӗнле Египет ҫынни пире кӗтӳҫӗсенчен хӳтӗлерӗ, ҫитменнине тата пире шыв ӑсса пачӗ, [пирӗн] сурӑхсене шӑварчӗ, тенӗ.
Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Лешӗ каланӑ: сана кам пирӗн пуҫлӑх, пирӗн тӳре туса лартрӗ? [ӗнер] Египет ҫыннине вӗлернӗ пек, мана та вӗлерме шухӑшламастӑн пулӗ-ҫке? тенӗ.
Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл унталла-кунталла пӑхкаласа илнӗ те, никам та ҫуккине кура, Египет ҫыннине вӗлерсе хӑйӑр ӑшне пытарнӑ.12. Посмотрев туда и сюда и видя, что нет никого, он убил Египтянина и скрыл его в песке.
Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Чылай вӑхӑт иртсессӗн, Моисей ӳссе ҫитӗнсессӗн, ҫапла пулнӑ: вӑл хӑйӗн тӑванӗсем [Израиль ывӑлӗсем] патне тухнӑ та вӗсем йывӑр ӗҫ ӗҫленине курнӑ; вӑл хӑйӗн пӗр тӑванне [Израиль ывӑлне], пӗр еврее, Египет ҫынни хӗненине курнӑ.
Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпи карчӑксем фараона каланӑ: еврей арӑмӗсем Египет арӑмӗсем пек мар; вӗсем сывлӑхлӑ, вӗсем хӑйсем патне эпи карчӑк пырса ҫитичченех ҫуратаҫҫӗ, тенӗ.
Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Египет патши эпи карчӑксене чӗнтерсе илнӗ те вӗсене каланӑ: эсир мӗншӗн ҫапла тӑватӑр, ачасене чӗрӗ хӑваратӑр? тенӗ.
Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах эпи карчӑксем Турӑран хӑранӑ, вӗсем Египет патши хушнӑ пек туман, ачасене чӗрӗ хӑварнӑ.
Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Египет патши еврей арӑмӗсен эпи карчӑкӗсене — вӗсенчен пӗри Шифра, тепӗри Фуа ятлӑ пулнӑ — ҫапла хушнӑ, 16. [вӗсене] ҫапла каланӑ: эсир еврей арӑмӗсене ача ҫураттарнӑ чухне астусах тӑрӑр: ывӑл ҫуралас пулсассӑн — ӑна вӗлерӗр, хӗр пулсассӑн — пурӑнтӑр, тенӗ.
Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑнпа та Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗрхенмесӗр пусахласа ӗҫлеттернӗ, 14. Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗрхенмесӗр, йывӑр ӗҫ ӗҫлеттерсе — тӑм ӗҫӗ тутарса, кирпӗч ҫаптарса, хирти тӗрлӗ ӗҫе ӗҫлеттерсе, кирек мӗнле ӗҫ тутарнӑ чухне те пӗр хӗрхенмесӗр, пусахласа ӗҫлеттерсе — вӗсен пурӑнӑҫне чӑтмалла мар туса ҫитернӗ.
Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.