Поиск
Шырав ĕçĕ:
23. Ҫапла тасатнӑ хыҫҫӑн вӑкӑр кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӑру, сурӑх кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр сурӑх таки илсе кил; 24. вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче парне кӳр; священниксем вӗсем ҫине тӑвар сапӗҫ, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, ҫакна Ҫӳлхуҫана парне кӳме ҫӗклесе хурӗҫ.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тепӗр кунне ҫылӑхшӑн кӳрекен парне валли качака кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӗр качака таки илсе кил, парне вырӑнне пӑрупа тасатнӑ пек тасатчӑр.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл мана каларӗ: малашне мӗн пулассине чӗме пӗлтер, пулассине пӗлтер, этем ывӑлӗ, кала чӗме: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй чӗм, тӑватӑ ҫил енчен кил те, ҫак вӗлерсе тӑкнӑ ҫынсен виллисене пурӑнӑҫ вӗрсе кӗрт те — вӗсем чӗрӗлсе тӑрӗҫ, те.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, малашне мӗн пулассине пӗлтер, аллуна аллупа ҫуп: хӗҫ икӗ хут, виҫӗ хут нумайрах пулӗ, хӗҫ пӗтес халӑх ҫине, аслине пӗтерме кайӗ, вӑл кашни кил ӑшчиккине кӗрӗ.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӗҫ — кил тулашӗнче, килте вара — мур чирӗ те выҫлӑх.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй хӗрӗм, Египет хӗрӗ, Галаада кай та сиплӗ им-ҫам илсе кил; кӑлӑхах сывалас тесе тӑрӑшатӑн, санӑн тӳрленесси пулмӗ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иеремия пирки вара Вавилон патши Навуходоносор сыхлавҫӑсен пуҫлӑхне Навузардана ҫакӑн пек тума хушнӑ: 12. ӑна илсе кил те тӑрӑш уншӑн, нимӗн япӑххи те ан ту, хӑй сана мӗн каланине туса тӑр, тенӗ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑн хыҫҫӑн пуҫлӑхсем Иегудие — Хусия ывӑлӗ Селемия ывӑлӗн Нафанийӑн ывӑлне — Варух патне: «ху халӑх илтмелле вуласа панӑ чӗркеме кунта илсе кил» тесе калама янӑ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудея патшинче Иосия ывӑлӗ Иоаким ларнӑ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна пулнӑ сӑмах ҫакӑ: 2. Рехав ывӑлӗсем патне кайса калаҫ, вӗсене Турӑ Ҫуртӗнчи пӗр пӳлӗме илсе кил те эрех пар.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫамӑр тӳпинче тухакан хӗвел епле илемлӗ, 21. кил ӑшчиккине тирпейлесе тӑракан арӑм та ҫавӑн пекех илемлӗ; 22. таса шантал ҫинче ҫурта епле ҫуталса ларать, вӑйпитти арӑмӑн сӑнӗ-пичӗ те ҫапла илемлӗн курӑнать; 23. унӑн тӑн-тӑн тупанлӑ хитре урисем — кӗмӗл никӗс ҫине лартнӑ ылтӑн юпасем.
Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Кил-ҫуртна ют ҫынна кӗрт-ха эсӗ — вӑл кил ӑшчиккине пӑтратса-хӗвӗштерсе пӗтерет, тӑван кил-йышна хӑвӑнтан ютшӑнтарать.34. Посели в доме твоем чужого, и он расстроит тебя смутами и сделает тебя чужим для твоих.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй, ҫил, ҫӗклен ҫурҫӗртен, вӗҫсе кил кӑнтӑртан, варкӑштар пахчама, — унӑн ырӑ шӑрши пур енне сарӑлайтӑр!16. Поднимись ветер с севера и принесись с юга, повей на сад мой, - и польются ароматы его!
Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Патша умӗнче ан курнӑҫлан, аслӑ пуҫлӑх вырӑнне те ан тӑр: 7. куҫу курнӑ чаплӑ ҫын умӗнче сана кӗҫӗне ан хӑварччӑр, ун вырӑнне хӑвна: «кунта кил, ҫӳлерех хӑпар» тени аванрах.
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Малтан кил тулашӗнчи ӗҫӳсене, хирти ӗҫӳсене вӗҫле, кайран пӳрт ӑшчиккине тирпейле.27. Соверши дела твои вне дома, окончи их на поле твоем, и потом устрояй и дом твой.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӑслӑ арӑм кил тытса тӑрать, ухмаххи ӑна хӑй аллипех салатать.1. Мудрая жена устроит дом свой, а глупая разрушит его своими руками.
Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Памалли пур чухне тусна: «халӗ каях, тепре кил, ыран парӑп» тесе ан кала.28. Не говори другу твоему: «пойди и приди опять, и завтра я дам», когда ты имеешь при себе.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ — санӑн тӑвану! ан хӑра, вилместӗн эсӗ: эпир патшалӑха пӗрле тытса тӑратпӑр; кил кунта, тенӗ.]Я - брат твой; ободрись, не умрешь, ибо наше владычество общее; подойди.]
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл хӑйӗн мӗн пуррине тытса тӑракан Вагой хайрана каланӑ: кай та ху патӑнти еврей хӗрарӑмне пирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫиме илсе кил; 12. пире ҫавӑн пек арӑма пӗччен, унпа калаҫмасӑр, хӑварма намӑс; хӑйне чӗнмесен вӑл кулӗ пирӗнтен, тенӗ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ашшӗ каланӑ: эппин, ӑна ман патӑма чӗнсе кил, эпӗ унӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫинчен ыйтса пӗлем, санпа юлташа пыма шанчӑклӑ ҫын-и вӑл, ҫавна та пӗлем, тенӗ.Отец сказал: пригласи его ко мне; я узнаю, из какого он колена и надежный ли спутник тебе.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Апат-ҫимӗҫ нумаййине курсан, эпӗ ывӑлӑма каларӑм: кай та хамӑр тӑвансенчен пӗр-пӗр мӗскӗне, Ҫӳлхуҫана манман ҫынна, тупса кил, эпӗ унччен кӗтӗп сана, терӗм.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.