Поиск
Шырав ĕçĕ:
Захарӑн хура чукунтан шӑратса хытарнӑ пек ҫирӗп сухалӗ пӑхма ҫук сӑнсӑррӑн тӑрмаланса пӗтнӗ, куҫӗсем выҫӑ тунсӑхпа ҫӑткӑнланса пӑхаҫҫӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн хӗсӗк куҫӗсем, куҫ хӳрисенче эрешмен карти пек ҫинҫе те шутласа кӑлармалла мар йышлӑ пӗркеленчӗксемпе пӗрӗнсе, куҫхӗррипе пайӑркаланчӗҫ.Узкие глаза его сморщились, излучив от углов несчетное множество паутинно тонких морщин.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн йӑм-хура хӑнчӑр куҫӗсем ҫавӑнтах савӑнӑҫлӑн ҫуталса илчӗҫ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Лагутинӑн карттус айӗнчен типтерлӗ тураса якатнӑ ҫӳҫ пайӑрки тухса кайнӑ, кӳпшек пит ҫӑмартисем ҫинче тикӗс мар шӑтса ӳснӗ сӳсленчӗк сухал тӑрмаланать, тарӑн путса кӗнӗ ӑслӑ куҫӗсем куҫ харшисен ҫаврашка пӗкечисем айӗнчен чеен хӗсӗнсе пӑхаҫҫӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн пит ҫӑмартисем ҫаплах ҫилӗллӗн туртӑнкаласа илчӗҫ, макӑрса тӑртаннӑ куҫӗсем юнӑхнӑ пек хӗрелсе шывланнӑ.У него еще дрожали щеки и кровянисто слезились припухшие заплаканные глаза.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах пур пӗрех Фоминӑн мӑчлатса пӑхакан шывланнӑ куҫӗсем тата вӑл шӑппӑн ҫех: «чӑтӑм пӗтрӗ, тӑванӑм…» тенӗ сӑмахсем, пуҫа касса кӗртсе лартнӑ пекех, асран тухмарӗҫ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Фомин куҫӗсем Петрона шартах сиктерчӗҫ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Атаманец-дезертир, куркари шыва ӗҫсе ярса, хӑй ҫине чӑл-чӑл пӑхса тӑракан салтаксен пичӗсем тӑрӑх ӗшенчӗк куҫӗсемпе йӗрлесе тухрӗ, пӗчӗк ачанни пек йӑваш куҫӗсем ун сасартӑк хаяррӑн йӑлтӑртатса илчӗҫ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн ывтӑнса пӑхакан ҫаврака куҫӗсем хӗсӗннӗ; сухарие васкамасӑр чӑмласа ҫӑтнӑ хушӑра хӑй, куҫ харшийӗсене сиклентерсе, пӗрре ҫӗрелле, тепре аяккалла пӑхса илет.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Меркуловӑн тӗксӗм сарӑрах ҫутӑпа хӗмленсе йӑлкӑшакан хӑмӑр куҫӗсем хаваслӑн мӑчлатма тытӑнчӗҫ; вӑл ҫавӑнтах ура ҫине сиксе тӑчӗ те атӑ сӑмсине купӑс ҫеммипе килӗшӳллӗн тӑпӑртаттарса илчӗ, унтан урипе хыттӑн тапса, ҫӑмӑллӑн та меллӗн, кӗлеткине пружина пек ухӑнтарса, кукленсе ташлама пуҫларӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑйӗн те ҫав унӑн ҫак тискер кайӑкӑннипе пӗрешкелли сахал мар: утнӑ чух тукмак пек йӑванса утать, симӗс те кӗҫ-вӗҫ сиксе тухас пек пысӑк куҫӗсем ялан куҫ айӗн пӑхаҫҫӗ; пуҫне те пулин кашкӑр майлах лӳперрӗн пӑркалать: контузи пулнӑ мӑйне хускатмасть, ӑҫта та пулин пӑхмалла пулсан, пӗтӗм кӗлеткипе ҫаврӑнса пӑхать.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Куҫӗсем ҫеҫ унӑн ҫав-ҫавах юлнӑ — ӗлӗкхи пекех канӑҫсӑррӑн хускалса пӑхаҫҫӗ; ҫавна ытараймасть те иккен ватӑ амӑшӗ, ывӑлне куҫ хывнӑ хушӑрах пӗрре кулса, тепре макӑрса илет, пӗркеленсе сарӑхнӑ аллипе ӑна кӗске кастарнӑ ҫӳҫӗнчен, шурӑ та хӗсӗк ҫамкинчен ҫупӑрласа ачашлать.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ырханланса кайнӑ сӑн-питӗнче шӑлӗсем ҫеҫ сӗт пек шуррӑн йӑлтӑртатрӗҫ, начарланнипе виҫесӗр пысӑк пек туйӑнакан куҫӗсем ашшӑн та тӗссӗррӗн ҫуталса пӑхрӗҫ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн тахҫантанпа хырӑнман пирки хуралса шӑртланнӑ, шалалла путса кӗнӗ пичӗпе усӑк сӑмсине сарӑрах кӑвак тӗс ҫапнӑ, пасарнӑ куҫ харшийӗсем айӗнчи куҫӗсем антрацит ванчӑкӗ пек тӗксӗммӗн ҫуталса пӑхаҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах ҫав вӑхӑтра та вӑл тек нихҫан та хӑй ӗлӗкхи пек янӑравлӑн ахӑлтатса кулма пултараяс ҫуккине, хӑйӗн куҫӗсем шалалла путса кӗнине, пит шӑммисем шӗвӗрӗлсе тухнине сиссе тӑчӗ; пӗчӗк ачана тытса чуп тунӑ чух унӑн таса куҫӗсенчен тӳррӗн те уҫҫӑн пӑхма хӑйне ытла та йывӑр килессе те туйрӗ вӑл; улача хӑю тулли хӗрессемпе хӑйне чин тӗлӗшӗнчен ӳстерсе пыни мӗн хака ларнине те аван пӗлчӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Путса кӗнӗ шӑтӑксенчен Степанӑн куҫӗсем курайманлӑх хӗмӗпе ялкӑшса ҫуталаҫҫӗ.Из запавших глазниц нестерпимо блестел остро отточенный взгляд Степана.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Нихҫан та манас ҫук Григорий Степанӑн куҫӗсем ҫак самантра епле ялкӑшса ҫуталнине.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Иван Алексеевич анчахрах кӑна юлташлӑ пулнӑ ҫыннӑн ухмахла чалӑштарса пӑрахнӑ куҫӗсем ҫине, сухӑр сӗрнӗ пек ҫӑтӑ выртакан ҫӳҫлӗ, ӑвӑсран касса ҫыпӑҫтарса хунӑ пек хӑлхаллӑ пуҫӗ ҫине шиклӗн сехӗрленсе пӑхрӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Лиховидов урисене ӳсӗр ҫын пек ҫапкалантарса пырать, сӳнӗк куҫӗсем ҫӗрелле тирӗннӗ, аллисемпе хӑлаҫланать: хӑраххипе — сывлӑшра темӗн тытма, тепӗр аллипе пичӗ ҫинчи куҫа курӑнман эрешмен картине шӑлса пӑрахма хӑтланать, тейӗн.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн куҫӗсем Валет куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ те, нимӗҫ ҫыннин сӑн-пичӗ ҫавӑнтах хаваслӑ кулӑпа чӗтренсе ҫуталчӗ.Глаза его встретились с глазами Валета, и взгляд немца вдруг дрогнул радостной улыбкой.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.