Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

старик сăмах пирĕн базăра пур.
старик (тĕпĕ: старик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӳрши, ватӑ-ватӑ юман пек вушар старик, аллипе сулса, мӗкӗрсе илчӗ:

Сосед его, каршеватый, вроде дуба-перестарка, старик, гудел, отмахиваясь рукой:

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Хӑта хӑйӗн старик ӗҫӗпе каясшӑн, эсӗ пур…

— Он по своей стариковской надобности, а она…

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн ҫыхланатӑн старик ҫумне, ухмах пуҫ! — хӑтӑрса илчӗ Пантелей Прокофьевич Ильиничнӑна, крыльца умӗнче хирӗҫ пулса.

— Привязалась к старику, дуреха! — накинулся Пантелей Прокофьевич, встречая Ильиничну у крыльца.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Старик ҫаплах пӗкӗрӗлсе, тыткӑч тӗлӗнчен яп-яка якалса ҫитнӗ туйипеле ҫӗре шӑйӑрттарса, темиҫе ҫӗртен сапласа пӗтернӗ тӗссӗр кӑвак мундирӗпе киленсе, тӑпрас ҫинче ларнӑ; ҫамрӑккӑн та сатуррӑн кулса пӑхнӑ унӑн тӑратса тӑракан тӑвӑр ҫухавийӗ ҫинчи савӑнӑҫлӑ хӗрлӗ петлицӑсем.

А старик, все так же сгорбившись, царапая землю вытертым у ручки костылем, сидел на завалинке в сереньком, заштопанном во многих местах мундире, и молодо и задорно смеялись красные веселые петлицы на тугом стоячем воротнике.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака старик шӑнӑрланса пӗркеленсе пӗтнӗ ҫинҫе мӑйне кивӗ мундирӗн тӑратса тӑракан ҫухавийӗнчен кӑларас тенӗ пек пӑркаланӑ, кӑвакарнӑ сухалӗ-мӑйӑхӗсене хускаткаланӑ.

Дед Гришака крутил тонкой, в морщинах и сухожильях шеей, словно выпрастывал ее из стоячего воротника поношенного мундира; шевелил зеленой сединой усов.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пӗчӗккӗ чухнех латсӑр-нӗрсӗр пулнӑ та, ватлӑхра тата ытларах ухмахланма пуҫларӗ ман старик.

— Сроду безобразник, а под старость дюжей свихнулся.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Скачкӑра юланутпа маттур чупнишӗн пӗрремӗш приз илнӗ чухнех уйӑрса илчӗ ӑна старик станицӑри йӗкӗтсен ушкӑнӗнчен; анчах та ырӑ мар сӑмахпа вараланнӑ тата пуян мар качча хӗр памашкӑн питех кӳренчӗклӗ пек туйӑннӑ ӑна.

Старик выделил его из толпы станичных парней еще тогда, когда на скачках Гришка за джигитовку снял первый приз; но казалось обидным отдать дочь за жениха небогатого и опороченного дурной славой.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мелехов старик нимӗн чӗнмесӗр итлесе ларать, тӗлӗннипе ӑнтан кайса, ҫапла шухӑшлать:

Слушал старик Мелехов и думал, восхищаясь:

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Старик, ҫул ҫинче пуҫтарнӑ хӑюллӑхне ҫухатасран хӑраса хыпаланнӑ пирки, ҫӳллӗ картлашкаран такӑнса ӳксе, уксах урине ыраттарчӗ те, питне пӗркелентерсе, ҫуса тасатнӑ хӑмасем тӑрӑх шуххӑн таплаттарса утса кайрӗ.

Старик спешил, боясь утратить припасенную дорогой смелость, он споткнулся о высокий порожек, зашиб хромую ногу и, морщась от боли, буйно затопотал по вымытым сходцам.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах старик шӑртланмаллипех шӑртланса ӳкнӗ: пӗррех ҫиҫсе ячӗ арӑмне, ҫӗвӗ машини ларакан сӗтеле тӗксе ӳпӗнтерчӗ, унтан, тӗрмешсе тӑрансан, картишне вӑркӑнса тухрӗ.

Но старик разошелся не на шутку: поднес раз жене, опрокинул столик со швейной машиной и, навоевавшись, вылетел на баз.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Старик, алкине йӑлтӑртаттаркаласа, кӗреҫепе алтса тунӑ паллине шырама утрӗ.

Старик, посверкивая серьгой, пошел искать отметину — вырубленный у края глаголь.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ман айӑпӑм мар, хӗрарӑмсен айӑпӗ, — тет старик куларах, чӗн пушӑпа вӑкӑрӗсене васкатса.

— Не моя вина, бабья! — усмехался старик и торопил быков плетенным из сырца кнутом.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӗрле унӑн ашшӗ, аллӑ ҫулхи старик, хӗрӗн аллисене тӑлӑпа ҫыхса лартнӑ та пусмӑрласа намӑс ӗҫ тунӑ.

Ночью отец ее, пятидесятилетний старик, связал ей треногой руки и изнасиловал.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Е-е, ҫӗтсе кайрӑн-им? — купа патне пырса, тепӗр хут ыйтрӗ старик.

Ай заблудилась? — подходя, переспросил старик.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чипер ҫаврӑнса кил, — терӗ старик, сӑхсӑхса илсе.

Час добрый, — проговорил старик, крестясь.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юнашар ушкӑнта пӗр кӑвакарнӑ ватӑ старик, кӑкӑрӗ ҫине хӗрессемпе медальсем ҫакса тултарнӑскер, аллисемпе сулкаласа калаҫать.

В кругу рядом махал руками седенький, с крестами и медалями, завесившими грудь, старичок.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Купцасене кайса сут! — ҫемҫелчӗ старик, — табаклӑх укҫа тупӑн.

— Понеси купцам продай, — помягчел старик, — на табак разживешься.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Асту, йӗкӗт, — хыттӑн та хаяррӑн малалла пуплеме тытӑнчӗ старик, — эпӗ санпала кун пек кӑна мар калаҫӑп.

— Ты гляди, парень, — уже жестко и зло продолжал старик, — я с тобой не так загутарю.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ашшӗ пичӗ ҫине пӑхрӗ те вӑл темӗн каласшӑн иккенне курчӗ, анчах старик нимӗн чӗнмесӗр сӑрт айӗнчи хуторсен килкартийӗсем ҫине пӑхкаласа пырать.

По лицу отца Григорий видел, что хочет тот что-то сказать, но старик молча поглядывал на разметанные под горой дворы хутора.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Старик пулла ӑскӑчӑпа ӑсса илме тӑнӑччӗ, анчах сазан, юлашки вӑйне пухса, каллех шыв тӗпнелле вӑркӑнчӗ.

Старик сунулся было с черпалом, но сазан, напрягая последние силы, вновь ушел в глубину.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней