Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑшкӑраҫҫӗ (тĕпĕ: кӑшкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Илтетӗн-и, ҫурисем нӑрик кӑшкӑраҫҫӗ?

Слышишь, как поросятки скавчат?

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ура! — кӑшкӑраҫҫӗ салтаксем.

— Ура! — закричали солдаты.

«Асап тӳсме ирӗк парсамӑр...» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Апшеронецсем уйрӑмах палӑрсан: — Вара вӑл Смелый капитан роти-ҫке! — кӑшкӑраҫҫӗ салтаксем.

Отличатся апшеронцы: — Так это же рота капитана Смелого! — кричат солдаты.

Смелый капитанӑн роти // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Алла! — кӑшкӑраҫҫӗ турккӑсем.

Алла! — кричат турки.

Суворов Кинбурнра тӑни // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ӑна алӑ тытса, кашни хӑй сӗтелӗ патне сӗтӗрет, официанткӑна тепӗр курка сӑра лартса пама кӑшкӑраҫҫӗ.

Пожимали ему руки, каждый тянул к своему столу, крикнув официантке, чтобы та захватила лишнюю кружку пива.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӗрарӑмсем татах темӗн кӑшкӑраҫҫӗ, аллисемпе сулаҫҫӗ, анчах кимӗ ҫумне ҫапӑнакан шыв вӗсен сассисене хуплать…

Бабы еще что-то кричат, машут руками, но вода, плескаясь о борта лодки, заглушает их голоса…

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Емелька ку! — кӑшкӑраҫҫӗ салтаксем, хӑйсем магнит патне туртӑннӑ евӗр, паттӑр юланутҫӑ патнелле туртӑнаҫҫӗ.

Это Емелька! — кричат царские солдаты и, словно к магниту, лезут к отважному всаднику.

«Халӑх юн тумламӗ» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Ан шикленӗр, ан хӑрӑр! — кӑшкӑраҫҫӗ офицерсем.

— Не трусь, не трусь! — кричат офицеры.

«Штурмлама! Аркатма!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Ӗҫлӗпӗр, аттемӗр, ӗҫлӗпӗр! — кӑшкӑраҫҫӗ рабочисем.

— Потруждаемся, батюшка, потруждаемся! — кричали рабочие.

Вӑй ҫумне вӑй // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Эй, эй, сасӑ пар! — кӑшкӑраҫҫӗ ачасем шӑтӑкран.

— Эй, эй, отзовись! — кричат ребята в дыру.

Патьен // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Утаман, каснӑ-лартнӑ утаман, — кӑшкӑраҫҫӗ пур енчен те пугачевецсем.

— Атаман, как есть атаман! — кричат со всех сторон пугачевцы.

Урала // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Лекрӗ, лекрӗ! — кӑшкӑраҫҫӗ мужиксем.

— Попал, попал! — взвыли мужики.

Ҫӗлӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Ҫӗлӗкӳ хӑвӑнтах юлтӑр, хӑвӑнтах! — пӗр-пӗрне пӳлсех кӑшкӑраҫҫӗ хресченсем.

— Твоя шапка, твоя! — кричат вперебой крестьяне.

Ҫӗлӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Салам казака! — кӑшкӑраҫҫӗ Пугачев ҫыннисем.

— Привет казаку! — кричат пугачевцы.

Ҫӗнӗ ҫӗрте // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Тыт ҫава, атту шалкӑм ҫапать, шӑнӑр хутлатса лартать!.. — кӑшкӑраҫҫӗ шур кӗпеллӗ ретсенчен казаксем.

— Бери косу, а то паралик захлестнет!.. — кричали из белорубашных шеренг казаков.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Имени картишӗнче ҫав-ҫавах куҫӗсем тавралла хӗрлӗ-хӗрлӗ кӑшӑллӑ куҫлӑхсем пек ҫаврашкаллӑ пӑшӑлти хура кӑвакалсем ҫӳреҫҫӗ, шӑрҫа пек вӗтӗ ҫумӑр тумламӗсем евӗр вак-тӗвек чӑх-чӗпсем кӗшӗлтетеҫҫӗ, вите тӑрринче тӗкленсе ҫитнӗ павлинсем кушак пек меуклатса кӑшкӑраҫҫӗ.

По двору так же ковыляли черные утки-шептуны с красными очкастыми ободками вокруг глаз, бисерным дождем рассыпались цесарки, на крыше конюшни утробным кошачьим голосом мяукали крикливо оперенные павлины.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кашни ташлаканнех кӑшкӑраҫҫӗ:

Всем кричали:

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫамрӑкӗсем кӑшкӑраҫҫӗ, ватти — ташша илтерет.

При громком крике гуляк, старик танцевал.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кашни кӗтесрех ҫыхӑну тытакан салтаксем канаҫҫӗ, сухари кӑшлаҫҫӗ, телефонистсем, яланлӑхах манса каясран хӑранӑ пек, ҫине тӑрсах ҫеҫкесен ячӗсене кӑшкӑраҫҫӗ:

Во всех углах отдыхали и грызли сухари связные, а телефонисты настойчиво твердили названия цветов, словно почему-то боялись забыть их навсегда:

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пурте васкаҫҫӗ, пӑлханаҫҫӗ, пӗрне-пӗри кӑшкӑраҫҫӗ, унталла-кунталла чупаҫҫӗ.

Все спешили, волновались, кричали друг на друга, бегали туда-сюда.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней