Поиск
Шырав ĕçĕ:
Борщевсӑр пуҫне чухӑнсенчен тата икӗ ҫын пулчӗҫ: пӗри — ҫӳллӗ те куҫхаршисӗр казак Атаманчуков Василий, яланах чӗнмесӗр ҫӳрекенскер, чӑх ҫӑмарти пек яп-яка пуҫлӑ, ҫӳҫ-сухалне нимӗн хӑварми хырса янӑскер; тепри — Хопров Никита, гварди батарейинче пулнӑ артиллерист; вӑл ҫар службинче Подтелковпа пӗрле пулнӑ, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче службӑран яланах пӑрӑнса ҫӳренӗ, ҫапах та 1919 ҫулта ӑнсӑртран калмӑк Аштымов полковникӗн карательнӑй отрядне службӑна лекнӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл хӑй ача чухнехине, ҫуралнӑ ялне, амӑшне — хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ, ӑшӑ чакӑр куҫлӑ самӑр хӗрарӑма, хӗрлӗ сухаллӑ, хаяр сӑн-питлӗ ҫӳлӗ ашшӗне аса илме ӗлкӗрчӗ; хӑй каччӑ пулнине тата вӑрӑм ҫивӗтлӗ, самӑр та кӑпӑш ӳтлӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ, хура куҫлӑ арӑмне, Анфисӑна, унтан каллех хӑйне — хӳхӗм гварди салтакӗ пулнине аса илчӗ; унтан, пайтах вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн, ӗҫпе пӗкӗрӗлнӗ, кӑвакарнӑ ашшӗне, ҫӗр ҫумнелле пусӑрӑннӑ, пӗркеленчӗк питлӗ амӑшне курчӗ; ҫапла вӑл хӑй салтакран таврӑнсан ял-йышпа епле курнӑҫнине те аса илчӗ: ашшӗ пӗтӗм ял умӗнче хӑйӗн Кӗркурийӗпе, мӑйӑхлӑ, сывлӑхлӑ, маттур та хӳхӗм салтакпа, епле мухтанатчӗ…
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Унӑн ҫамрӑк пичӗ ҫинче гварди мӑйӑхне курма темӗнле аплах мар пек: сӑмах май, вӑл хӑй те ӑна хырса пӑрахасшӑн.Странно только видеть на его лице гвардейские усы; впрочем, он обещает их вскоре сбрить.
30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах Игорь чӑн-чӑн пионер сӑмахне, гварди сӑмахне, юлашкинчен СССР сӑмахне пачӗ.Но Игорь давал честное пионерское, честное гвардейское и, наконец, честное слово СССР.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫулӗпе сакӑрвуннӑ урлӑ каҫнӑ пулсан та ӑна халӗ те вӑйпитти ҫын темелле: тем пысӑкӑш старик, пӗвӗ сахалтан мар икӗ метр, вӑл халӗ те, гварди кӗрнеклӗхне ҫухатмасӑр, темӗнле хӑйне уйрӑм илемлӗхпе кавалерийски картуз тӑхӑнать, авалхилле ҫӗлетнӗ ҫӳлӗ кунчаллӑ атӑпа ҫӳрет.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Гварди офицерӗ мана, тӗп элекҫӗпе хире-хирӗҫ тӑратса, ыйтса пӗлме пулчӗ.Гвардейский офицер потребовал, чтоб меня поставили на очную ставку с главным доносителем.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ, гварди офицерӗн сӑмаххипе пите хытӑ кӳренсе, хӗрсе кайсах хам айӑпа сирме тытӑнтӑм.Я был глубоко оскорблен словами гвардейского офицера и с жаром начал свое оправдание.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Хут хурса тултарнӑ сӗтел хушшинче икӗ ҫын лараҫҫӗ: хаяр та сивӗ сӑн-питлӗ ватӑрах генерал тата ҫамрӑкскер пӗр ҫирӗм сакӑр ҫулхи, хитре сӑн сӑпатлӑ, ҫӑмӑл шӑмшаклӑ гварди капитанӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӑл — шура гварди ҫынни.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Гварди офицерӗ ятне пӑсакан ӗҫсемшӗн пулӗ ӗнтӗ, паллах? — тесе, ҫине тӑрсах пакӑлтата пуҫларӗ хайхискер.«Чаятельно, за неприличные гвардии офицеру поступки», — продолжал неутомимый вопрошатель.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Анне хырӑмӗнчех тенӗ пек эпӗ гварди сержантӗнче хисепленнин мӗн уссийӗ пулчӗ-ха!— К чему послужило мне то, что еще в утробе матери я был уже гвардии сержантом!
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ гварди офицерӗ пулатӑп, ман шутӑмпа, этемшӗн унтан лайӑххи ним те ҫук пек.Я воображал себя офицером гвардии, что, по мнению моему, было верхом благополучия человеческого.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Хамӑрӑн ҫывӑх хурӑнташ, гварди майорӗ Б. князь кӑмӑлне пула, мана ҫуралачченех Семеновски полка сержанта ҫырнӑ пулнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пултӑр ыранах вӑл гварди капитанӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Гварди сержанчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Гварди майорӗ Алексей Маресьевпа.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӑна гварди майорӗ, Совет Союзӗн Геройӗ Федотов ертсе пымалла пулнӑ, полкра вӑл, командир хыҫҫӑн, чи опытлӑ лётчик шутланнӑ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Гимнастёрка, портупей, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, гварди значокӗпе отличник-сапёр значокӗ те — ҫаксем пурте ӑна килӗшнӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кунта ҫӗнӗрен килнӗ ҫынсем эскадрилья командирӗпе гварди капитанӗ Чесловпа, салхурах сӑнлӑ, калаҫма питех юратман, анчах ырӑ кӑмӑллӑ пек курӑнакан ҫынпа паллашрӗҫ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Приказ парса, вӗсене гварди капитанӗ Чеслов эскадрильине ямалла туччӑр.Скажите, чтобы оформили их приказом в эскадрилью гвардии капитана Чеслова.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950