Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

утса (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑмӑл ҫинче кураксем енчен енне тайкаланса утса ҫӳреҫҫӗ.

По стерне враскачку ходили грачи.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий куҫне хупрӗ, чӗлпӗре хучӗ те, шухӑша путнӑскер, утне ҫула пӑхмасӑр утса пыма май пачӗ.

Григорий закрывал глаза, бросал поводья и, погруженный в воспоминания, предоставлял коню идти бездорожно.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Атте Наталья валли тупӑк тунӑ», — шутларӗ те вӑл васкасах крыльца еннелле утса кайрӗ.

«Гроб Наталье отец делал», — решил он и торопливо зашагал к крыльцу.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Григорий ывӑлне чӗркуҫҫи ҫинчен антарса ура ҫине тӑчӗ, хыпаланса ҫенӗк патнелле утса кайрӗ.

— Григорий ссадил с колен сынишку, встал, поспешно направился в сенцы.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫав вӑхӑтра сӗтел патне, хӑяккӑнтарах утса, Мишатка хӑюсӑррӑн пырса тӑчӗ.

В это время к столу несмело, бочком подошел Мишатка.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий, чӗри ҫаплах хыттӑн тӑпӑлтатса тапнине итлесе, мӑйӗпен лаши патне утса пычӗ, йӗнерне хыпрӗ, унтан хӑйне хӑй пусӑрӑнтарса, Дуняшка еннелле ейӗлсе пӑхрӗ:

Неторопливо, все еще прислушиваясь к тому, что делалось у него в груди, Григорий подошел к коню, снял седло, пересилив себя, улыбнулся Дуняшке:

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кравать патӗнчен вӑл темшӗн чӗрне вӗҫҫӗн, аллисене кашта ҫинче утса пынӑ пек саркаласа пӑрӑнса кайрӗ.

От кровати пошел он, почему-то ступая на цыпочках, балансируя руками…

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Наталья аран-аран ура ҫине тӑчӗ, тайкаланса утса кравать патне пычӗ.

Наталья с усилием встала, неверными шагами подошла к кровати.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл, чӗрне вӗҫҫӗн утса, Натальйӑна пысӑк курницӑна ҫавӑтса кӗчӗ; Дуняшкӑна вӑратса тепӗр пӳлӗме ячӗ, Дарьйӑна чӗнсе илчӗ, лампа ҫутрӗ.

Ступая на цыпочках, она провела Наталью в большую горницу; разбудила и выслала Дуняшку, позвала Дарью, зажгла лампу.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ильиничнӑпа Наталья, пылчӑкпа епрелнӗ йӑплака ҫул тӑрӑх ҫара урисемпе асӑрханса утса, юбка аркисене ҫӗклесе, хуторалла анчӗҫ.

Ильинична и Наталья спускались к хутору, осторожно ступая босыми ногами по грязной, скользкой дороге, высоко подобрав юбки.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тӑрӑхланине сисмесӗр, Наталья Аксинья патне утса пычӗ, ҫаннинчен туртрӗ.

Не замечая насмешки, Наталья подошла к Аксинье, тронула ее за рукав:

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Аксинья ирӗклӗн калаҫрӗ, анчах питне юн тапса хӑпарнине туйса, сӗтел патне утса пычӗ те, хӑна еннелле тӳртӗн тӑрса, чип-чипер ҫунакан лампӑнах чылайччен майланҫи пулса аппаланчӗ.

— Аксинья говорила свободно, но, почувствовав, как кровь бросилась ей в лицо, проворно подошла к столу и, стоя спиной к гостье, долго поправляла и без того хорошо горевший огонь в лампе.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗҫне яланхилле хӑнӑхупа хӑй ҫумне хӗстерсе тытса, ҫенӗке вӑл ним пулман пек ҫирӗппӗн утса тухрӗ, анчах ҫӳллӗ крыльцаран анма пуҫланӑ чух сасартӑк хӑй утнӑ сасса илтми пулчӗ те ҫав самантрах чӗри штыкпа тирнӗ пек ҫивӗччӗн ыратса килнине туйрӗ.

В сени он вышел, уверенно и твердо шагая, привычно придерживая шашку, но когда начал сходить с высокого крыльца — вдруг перестал слышать звук собственных шагов и тотчас почувствовал, как острая боль штыком вошла в его сердце.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗр хӗрлӗармеецӗ, Григорий командир пулнине тавҫӑрса илсе, ун умне утса пычӗ, аллине йӗнер йӑранине сӗртӗнчӗ:

Один красноармеец, распознав в Григории командира, подошел вплотную, коснулся рукой стремени:

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дарья ҫапӑран ҫыхнӑ ҫатан алӑк патне утса кайрӗ, унтан каялла таврӑнса, ҫапла каларӗ:

Дарья дошла до плетеных хворостяных дверец, потом вернулась, деловито сказала:

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дарья, чирикӗсене хывса, утса ывӑннӑ урисене ҫурӗ те, куҫне хӗвелтен ал тупанӗпе картласа, ҫыран хӗрринчи вӗри вак чул ҫинчен чылайччен чарлансем салхуллӑн ҫухӑрнӑ тата хумсем пӗр майлӑн ҫатӑлтатнӑ сасӑсене тӑнласа ларчӗ.

Дарья сняла с натруженных ног чирики, вымыла ноги и долго сидела на берегу, на раскаленной гальке, прикрыв глаза от солнца ладонью, вслушиваясь в тоскливые крики чаек, в равномерные всплески волн.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дарья, илтмӗше персе, хыпалансах выльӑх карти еннелле утса кайрӗ, Пристань патӗнче чарӑнса тӑчӗ — куҫне хӗстерсе, Донӑн тӑварсӑр нӳрӗ сывлӑшпа сывлакан симӗсрех анлӑшне йӗрлесе пӑхрӗ, майӗпен хутор пахчисем еннелле сӗнкӗлтетрӗ.

Дарья сделала вид, будто не расслышала, и торопливо направилась к скотиньему базу, возле пристани остановилась, прищурившись, оглядела зеленоватый, дышащий пресной влагой простор Дона, медленно пошла к огородам.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дарья хунямӑшӗ курасран, кухня алӑкне тайса хучӗ те юбка аркине хӑвӑрт пӗҫ хушшинелле пуҫтарса чикрӗ, ӑна хыҫалтан аллипе ярса тытса, ҫара ура хырӑмӗсене йӑлт-ялт ҫутӑлтарса, курница тӑрӑх таплаттарса утса кайрӗ, унтан, Дуняшка умӗнче чарӑнса тӑрса, хулӑн сасӑпа команда пачӗ:

Дарья притворила дверь в кухню, чтобы не видела свекровь, быстрым движением просунула между ног подол юбки и, захватив его сзади рукой, сверкая оголенными лоснящимися икрами, промаршировала по горнице, стала около Дуняшки, басом скомандовала:

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Офицерсем, ав, пурте фронтра, апла пулсан тата камӑн-ха халь стариксене маршпа утса ҫӳреме, вӑрҫӑ енӗпе кирлӗ ытти пур тӗрлӗ ӗҫсене тума вӗрентмелле?

Офицеры-то все на фронте, а кто будет стариков обучать маршировке и всему такому прочему, что по военному делу полагается?

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан чан сасси чӑнкӑлтатма пуҫласан, виҫҫӗшӗ те ура ҫине тӑчӗҫ, ҫӗлӗкӗсене хывса сӑхсӑхрӗҫ те чиркӳ картишнелле сумлӑн утса кӗрсе кайрӗҫ.

А как только звонарь ударил в колокол — все трое встали, сняли шапки, перекрестились и чинно пошли в ограду.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней