Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗре (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пит кулӑшла ҫаврӑнкалать, пурне те курасшӑн, пур ҫӗре те ҫитет.

Он так забавно кувыркался, все желал видеть и везде лез.

Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.

— Ну, малашне ӑслӑ пулӑн: кӗрес ҫук ҫӗре кӗрсе ан кай.

 — Ну, вперед наука: не забирайся куда не следует.

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Дозорнӑйран ҫак ӗҫ — уставщик патне, уставщикрен — пӗве ӑсти патне, пӗве ӑстинчен надзиратель патне куҫнӑ; надзиратель кунӑн кӗрӗшсе ӗҫлекенсен ӗҫне ҫырса пыраканпа калаҫса пӑхнӑ, юлашкинчен, Прошка ӑшӑ ҫӗре, машина корпусне лекнӗ, кунта унпа пӗрле тепӗр икӗ ача ӗҫленӗ, вӗсем шурӑ пиртен ҫӗленӗ кипке тӑхӑнса янӑ, хӑйсем ворваньпе, машина ҫӑвӗпе вараланса пӗтнӗ.

От дозорного дело перешло к уставщику, от уставщика к плотинному, от плотинного к надзирателю; надзиратель посоветовался с записчиком поденных работ, и в конце концов Прошка очутился в теплом машинном корпусе с двумя другими мальчиками, одетыми в белые холщовые блузы, замазанные ворванью и машинным салом.

VII // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Прошка, Лукич хыҫҫӑн пӑхса, хӑй ашшӗне аса илет; ашшӗ ӑна руда хӗртнӗ ҫӗре ямӑн пулӗччӗ, кунта ӗҫлеме йывӑр, хӗлле пушшех хӗн…

Прошка, провожая Лукича глазами, думал о своем отце, который не пустил бы его на пожог, где работа была такая тяжелая, особенно по зимам…

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Руда хӗртнӗ ҫӗре пырса, вӑл вут умӗнче чӗлӗм туртса ярать, ачасемпе шӳтлесе илет, унтан хӑйӗн «карчӑкӗ» патне каять.

Он приходил на пожог, выкуривал трубочку около огонька, шутил с ребятишками и уходил к своей «старухе».

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Пурте ним шарламасӑр ӗҫе тытӑннӑ, руда хӗртекен вырӑнта вара мӑлатукпа чула ҫапни кӑна илтӗнсе тӑнӑ, темле тӗлӗнмелле вӗҫен кайӑксем тимӗр сӑмсипе ҫӗре такканӑ майлах…

Все обыкновенно принимались за работу молча, и в пожоге было слышно только тюканье молотков по камню, точно землю клевала железными носами стая каких-то мудреных птиц…

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Руда хӗртекен ҫӗре пухӑнса, ачасем ирхи апата лараҫҫӗ, вӗсем килте ҫиме ӗлкӗреймеҫҫӗ.

Собравшись в пожоге, мальчики начинали завтракать, потому что дома обыкновенно не успевали проглотить куска.

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Шӑллӗне руда хӗртнӗ ҫӗре хӑварса, Федорка вутӑ типӗтекен кӑмака патне васканӑ, кунта кунӑн кӗрӗшсе ӗҫлекен хӗрсем чана ушкӑнӗ пек ҫуйӑхнӑ.

Оставив братишку в пожоге, Федорка торопливо уходила к дровосушным печам, где крикливо гудела целая толпа поденщиц-дровосушек, точно стая галок.

II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Ӳпкелешнӗ вӑл, ҫине-ҫинех вилнӗ упӑшкине тапратнӑ, ҫӗре кӗни пилӗк ҫул та иртнӗ ӗнтӗ ун.

Она Постоянно на что-нибудь жаловалась и все говорила про покойного мужа, который умер лет пять тому назад.

I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Шӑллӗ вӑраннӑ ҫӗре аппӑшӗ ялан тумланма ӗлкӗрет, хӑҫан ҫывӑрать ку Федорка, — шалт тӗлӗнет Прошка.

Прошка всегда видел сестру одетой и удивлялся, — когда это Федорка спит!

I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Анчах эпир вокзала кӗмерӗмӗр, автомобиль тӑракан ҫӗре кайрӑмӑр.

А только мы в вокзал не пошли. Мы пошли, где стоял автомобиль.

Эпир Харькова вӗҫсе ҫитни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Унтан, пӗр пӳрт тӑракан ҫӗре ҫитрӗмӗр.

И приехали, где стоит дом.

Самолет вокзалӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Малтан эпир трамвайпа кайрӑмӑр, унтан автобус чарӑнакан ҫӗре ҫитрӗмӗр.

Мы ехали на трамвае и приехали, где стоит автобус.

Асанне макӑрни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпир асанне пурӑнакан ҫӗре ҫитрӗмӗр.

Мы приехали, где бабушка живёт.

Аттерен телеграмма килчӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Кайран эпир купӑста ӳснӗ ҫӗре темӗн чухлӗ шыв йӑтрӑмӑр.

А потом мы очень-очень много воды носили, где капуста.

Эпӗ пахча сапни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анчах ҫав-ҫавах ҫӗре ӳкермерӗм.

А всё-таки не уронил.

Эпир челюскинла выляни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпир ача садне каялла таврӑннӑ ҫӗре, турилккесем хатӗрлесе те хунӑччӗ ӗнтӗ.

А когда мы в детский сад вернулись, там уже тарелки стояли.

Гриц епле кӑмӑллӑ ача // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Сурӑх ӑҫта та пулин тарма тытӑнсан, йытӑсем ӑна хуса ҫитеҫҫӗ те, каялла ытти сурӑхсем ҫӳрекен ҫӗре хӑваласа килеҫҫӗ.

Если овца начнёт убегать, собаки её догонят и назад пригонят, где все.

Эпӗ Мускав ҫинчен каласа пани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Акӑ ӗнтӗ йӗри-тавра курӑк пуснӑ ҫӗре ҫитрӗмӗр.

И мы пришли, где одна трава только растёт.

Шӑрчӑк ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Гриц ун ҫине чӑпӑрккине чӑркарӗ те, унтан пӗррех туртрӗ — дзыгӑ урайне ӳкрӗ те ҫаврӑнма пуҫларӗ, хӑй тӑрать, ҫӗре ӳкмест.

Гриц на него кнут намотал, потом как дёрнет! — дзыга упала на пол и стала крутиться и стояла, не падала.

Мӗнле иккен вӑл дзыгӑ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней