Поиск
Шырав ĕçĕ:
Семен Яковлевич аслӑ ывӑлӗпе — 11 ҫулти Кольӑпа — лаша урапипе выльӑх масарне кайрӗҫ.
Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Ывӑлӗпе кинӗ пулӑшаҫҫӗ ӑна, сывлӑхӗпе те кӑсӑкланаҫҫӗ.
Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21
Тӑван килӗнче темиҫе кун пулнӑ — ялта йӑмӑкӗ Галина ывӑлӗпе пурӑнать, унтан пысӑк йышпа «Чувашия» санаторие сипленме ҫитнӗ.
Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Чӑнкӑ Мирун ултӑ ҫулти ывӑлӗпе хула тӑрӑх ярӑнса ҫӳрет.
Мӗн вӑл филиал? // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Аслӑ ывӑлӗпе кинӗ инҫетри хулара пурӑнатчӗҫ.
Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Александр Петрович ывӑлӗпе Михаилпа Кулибин ҫулӗ ҫине тӑнӑ — виҫӗ уйӑхра хӑйсемех лайӑх ӗҫлекен трактор пуҫтарнӑ.
«Хресчен пулма чунпа пиҫсе ҫитмелле» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Амӑшӗ, 88 ҫулхи Иустиния Леонидовна, ывӑлӗпе пӗтӗм чунтан хӗпӗртет.Мать, 88 летняя Иустиния Леонидовна, всей душой гордится сыном.
Ӗҫчен пулнипе хисеплӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21
Михаил Павлович ывӑлӗпе хӗрне мӗн пӗчӗкренех юрлаттарнӑ.
Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Михаил Федоров юрӑҫпа мӑшӑрӗ Надежда та, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ пулин те, ывӑлӗпе хӗрне «чӑвашла» ҫитӗнтернӗ.
Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев та мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа тата ывӑлӗпе Иванпа хӑйсен суйлав участокне — Шупашкарти Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменне — савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа килчӗ.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Султания Минегалиевна амӑшӗ ывӑлӗпе тата алӑри ачипе тӑлӑха тӑрса юлнӑ.
73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06
Ҫакна курса ҫитӗннӗ ачисем - Алексей ывӑлӗпе Татьяна тата Марина хӗрӗсем амӑшӗпе ашшӗн сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫне тивӗҫлипе хаклаҫҫӗ, вӗсенчен тӗслӗх илеҫҫӗ.
Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
«Чура арӑмпа унӑн ывӑлне хӑваласа яр, чура ывӑлӗ ирӗклӗ арӑмӑн ывӑлӗпе пӗрле еткер илес ҫук» тенӗ.Изгони рабу и сына ее, ибо сын рабы не будет наследником вместе с сыном свободной.
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сире Хӑйӗн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа, Ҫӳлхуҫамӑрпа, пӗрле пулма чӗнсе илнӗ Турӑ шанчӑклӑ.9. Верен Бог, Которым вы призваны в общение Сына Его Иисуса Христа, Господа нашего.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир — Чӑннипе, Унӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрле.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Турӑ Ывӑлӗпе пӗрлӗхлӗ ҫыннӑн чӗрӗлӗх пур, Турӑ Ывӑлӗпе пӗрлӗхсӗр ҫыннӑн чӗрӗлӗх ҫук.12. Имеющий Сына (Божия) имеет жизнь; не имеющий Сына Божия не имеет жизни.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпир сире чӑн малтанах пулнӑ, чӗрӗлӗх паракан Сӑмах ҫинчен ҫыратпӑр — эпир Ӑна хамӑр илтнӗ, хамӑр куҫпа курнӑ, хамӑр тӗсенӗ, аллӑмӑрпа сӗртӗннӗ: 2. чӗрӗлӗх килчӗ, эпир ӑна куртӑмӑр, ун ҫинчен пӗлтеретпӗр, ҫав ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ ҫинчен — Ашшӗнче пулнӑ, халӗ пирӗн патӑмӑра килнӗ пурӑнӑҫ ҫинчен — сире каласа паратпӑр, 3. сире хамӑрпа пӗрлештересшӗн эпир хамӑр курни-илтни ҫинчен каласа паратпӑр; пирӗнпе пӗрлешни Аттемӗрпе, Унӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлешни пулать.
1 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑн чухне Ун патне Зеведей ывӑлӗсенӗн амӑшӗ хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе пынӑ та чӗркуҫленсе ларсах Унран темӗскер ыйтнӑ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫав хушӑра, халӑха мӗн кирлипе тивӗҫтерес тӗллевпе ҫӗршыври хуласем тӑрӑх ҫӳренӗ май, Симон хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе — Маттафийӑпа тата Иудӑпа — Иерихон хулине ҫитнӗ, ку вӑл ҫӗр ҫитмӗл ҫиччӗмӗш ҫулӑн вунпӗрмӗш уйӑхӗнче, сават уйӑхӗнче, пулнӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӗсен пӗрин те вилнӗ ҫын патне пыма юрамасть, апла вӗсем таса мар пулаҫҫӗ; ашшӗпе амӑшӗшӗн ҫеҫ, ывӑлӗпе хӗрӗшӗн ҫеҫ, пиччӗшӗпе шӑллӗшӗн ҫеҫ, качча кайман аппӑшӗпе йӑмӑкӗшӗн ҫеҫ вӗсен таса мар пулма юрать.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.