Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шутӗнче (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хастар, вӗренӳре те малтисен шутӗнче.

Усердная, и в учебе среди первых.

Пӑнчӑллӑ ҫыру (асаилӳ) // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

90-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче ҫак сӑлтавсем ҫивӗччисен шутӗнче тӑма чарӑнсан саккунпа ҫирӗплетнӗ мӑшӑрланусен шучӗ асӑрхамаллах чакса ларать.

В 90-х годах, когда эти причины ушли из разряда острых, бракосочетания на основе действующего законодательство существенно уменьшились.

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

90-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче ҫак сӑлтавсем ҫивӗччисен шутӗнче тӑма чарӑнсан саккунпа ҫирӗплетнӗ мӑшӑрланусен шучӗ асӑрхамаллах чакса ларать.

Когда в начале 90-х годов эти причины вышли из разряда острых, бракосочетания на основе действующего законодательство существенно уменьшились.

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Уйрӑмах Женя Дунаев, Дима Петрянкин, Игорь Ермолаев, Дима Алимасов, Саша Люнгин тата ыттисем те яланах малтисен шутӗнче, медальсем ҫӗнсе илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Вӗсен шутӗнче Ярмулайӗнче ҫуралнӑ‚ халӗ Ӗпхӳ район администрацинче вӑй хуракан Валерий Сидоров (вӑл чылай ҫул хушши Пушкӑртстанри чӑвашсен Канашне ертсе пычӗ)‚ Марина Прохорова поэтесса‚ Рудольф Илькелри ҫыравҫӑ тата «Урал сасси» хаҫатӑн ҫывӑх тусӗ Зоя Колесникова пулчӗҫ.

В их числе уроженец Ермолкино, ныне работающий в администрации Уфимского района Валерий Сидоров (он долгое время был руководителем Канаша чавашей Башкортостана), поэтесса Марина Прохорова, писатель Рудольф Илькелри и близкий друг газеты "Урал сасси" Зоя Колесникова.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Сумлӑ хӑнасен шутӗнче ПР Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайӗн председателӗн ҫумӗ Юмабике Ильясова, ПР Пуҫлӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекен Вадим Антонов, ПР Культура министерствин тӗп специалисчӗ Артур Каримов, ПР Чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ Виталий Викторов тата ыт. те. пулчӗҫ.

В числе почетных гостей были: заместитель председателя Государственного Собрания - Курултая РБ Юмабике Ильясова, работник администрации Главы РБ Вадим Антонов, главный специалист министерства культуры РБ Артур Каримов, председатель Чувашской национальной и культурной автономии Виталий Викторов и многие другие.

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Ҫивӗч ыйтусен шутӗнче вӑл тӗп фондсем кивелнине, кадрсене упраса хӑварассине, ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртессине, производство хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессине тата ыттине асӑннӑ.

Помоги переводом

Волгоградри “Химпром” пире кирлӗ-и? // К.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вӗсен шутӗнче Пелепей районӗн Вӗрентӳ управленийӗн специалисчӗ С.Х.Гареева‚ Пелепейри чӑваш гимнази директорӗн ҫумӗ, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен В.К.Алексеева тата вырӑнти шкул директорӗ А.Ф.Никитина пулчӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Сумлӑ хӑнасен шутӗнче районти «Игенче» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ф.Ф.Амирханов‚ районти вӗрентӳ уйрӑмӗн методисчӗ В.В.Давлетова‚ «Базы» СПК ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Г.С.Тимофеев пулчӗҫ.

Помоги переводом

«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Вӑл куҫарнисен шутӗнче «Евгений Онегин» сӑвӑлла роман, «Полтава» поэма, «Моцартпа Сальери» трагеди, чылай юмахпа сӑвӑсем…

В числе его переводов роман в стихах "Евгений Онегин", поэма "Полтава", трагедия "Моцарт и Сальери", много сказок и стихов...

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Сӑввисемсӗр пуҫне пысӑк калӑпӑшлӑ произведенисене куҫаракансен шутӗнче В.Алакер («Пик дами»), Митта Ваҫлейӗ («Борис Годунов», «Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ»).

Кроме стихов в числе переводчиков крупных произведений В.Алагер ("Пиковая дама"), Митта Василий ("Борис Годунов", "Песень о вещем Олеге").

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Ҫаплах сӑмах хушакансен шутӗнче Пелепейри ЧНКАн ертӳҫи В.М.Яковлев‚ Ӗпхӳ хулинчи усламҫӑ Л.И.Гареева пулчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пасар уҫӑлчӗ // Татьяна НИКИТИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Кашнин ӗҫӗ лайӑххисен шутӗнче пулнине палӑрт-ма питӗ кӑмӑллӑ.

Помоги переводом

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Унӑн мӑнукӗ Коля та лайӑх ӗҫлекенсен шутӗнче.

Помоги переводом

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Санар» агрофирма ӑна пӗрремӗшсен шутӗнче алла илнӗ.

Помоги переводом

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Медицина учрежденийӗ больница ҫумне ҫирӗплетнӗ кашни ҫыншӑн укҫа илет, пулӑшу ӗҫӗсен шутӗнче диагностикӑпа сиплевӗн стандарчӗсемпе пӑхнӑ мӗнпур ӗҫ пулмалла.

Помоги переводом

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Наградӑсен шутӗнче «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать.

Помоги переводом

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Унӑн кӑтартӑвӗсемпе Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫуллен тухӑҫлисен шутӗнче.

Помоги переводом

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Пӗлтӗр Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ене бизнеса тытса пымалли чи лайӑх регионсен шутӗнче асӑнчӗ.

В прошлом году на Петербургском международном экономическом форуме Президент страны Владимир Путин назвал Чувашию в числе лучших регионов для ведения бизнеса.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ачасен вӗренӳ туризмӗн программине Чӑваш Ен чи малтан хутшӑннӑ регионсен шутӗнче.

Чувашия одним из первых регионов России стала участником программы детского образовательного туризма.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней