Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑхатӑн (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн эсӗ ман ҫине тинкерсе пӑхатӑн?

Чего ты смотришь на меня так?

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Мӗн эсӗ… пӑшалпа тӗлленӗ пекех пӑхатӑн? — именчӗ Чернявкин.

— Ты чего так… будто на прицел? — возмутился Чернявкин.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ун умӗнче ҫӗрлехи ҫап-ҫутӑпа капӑрланнӑ Мускав выртать: ӑҫта пӑхатӑн — пур ҫӗрте те ҫутӑсем площадь урлӑ шӑпланма ӗлкӗрнӗ анлӑ урамсенелле тарса пытанаҫҫӗ.

Перед ним лежала украшенная ночным светом Москва — везде огни прячутся через площадь по широким улицам, что уже успели затихнуть.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫунат айӗнче те, инҫетре те, — ӑҫта пӑхатӑн ҫавӑнта, — ирхи хӗвелӗн хӗрӳллӗ хӗлхемӗнче пур ҫӗрте те тем сарлакӑш ҫӗр выртать; вӑл тӗмесемпе, ҫырмасемпе мӑкӑлтанса пӗтнӗ, ҫав тери илемлӗ тӗспе витӗннӗ, — ун пеккине Ирина хӑйӗн пурнӑҫӗнче те курман…

А за крылом — и вниз и вдаль, куда ни посмотри, — простор и простор лежал в жарких лучах утреннего солнца; а земля, изломанная буграми и ложбинами, вся была одета в такие тончайшие цвета, каких Ирина в жизни еще не видела…

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӗр ӗҫе вӗҫне ҫитермен, тепӗр ӗҫе тытӑнма пӑхатӑн, — старик ассӑн сывларӗ, ҫамкине алтупанӗпе сӑтӑрчӗ.

Одно дело не завершено, за другое уже пытаешься взяться, — старик вздохнул, и потер лоб ладонью.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ӑҫта пӑхатӑн — ҫеҫенхирте юпасем пӗччен те, икшерӗн те курӑнаҫҫӗ; изоляторсем ҫутӑ хӑлха ункисем пек йӑлтӑртатаҫҫӗ; хӗвел ҫинче алюмини пралукӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ, вӗсем станицӑсемпе хуторсен урамӗсенче, ҫуртсемпе сарайсем умӗсенче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Куда ни взгляни — столбы и столбы шагают степью, и парами, и в одиночку; шнурками белеют серьги-изоляторы; горят на солнце алюминиевые провода, и тянутся они по улицам станиц и хуторов, мимо домов и сараев.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ӑҫталла пӑхатӑн — пур ҫӗрте те анлӑ Кубань тӳремлӗхӗ сарӑлса выртать, татӑк-татӑк пӗлӗтсем, питех те аялтан чупнипе хӑшпӗр ҫӗрте вӗсен нӳрлӗ татӑкӗсем тӗксӗмрех сарӑ хӑмӑла тиве-тиве иртеҫҫӗ.

Лежит, куда только ни взгляни, обширная кубанская равнина, и плывут над ней рваные тучи так низко, что кое-где влажные клочья цепляются о блекло-серую стерню.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унта кӑвак тӗслӗ шурӑ тӳпеллӗ сӑрт ҫӗкленсе тӑрать — ҫакӑ вӑл тахҫан авалтанпах ҫӗкленсе тӑракан сӑртах, ун тавра пур еннелле те пӑтранчӑк шыв тӗслӗ тулӑ пучахӗсем кашласа лараҫҫӗ; пӑхатӑн та — умра сӑрт мар, тинӗс ҫинчи утрав курӑннӑн туйӑнать.

Там подымался курган, серый, с белесой макушкой, — тот самый курган, который стоит здесь с незапамятных времен, а вокруг него вдаль и вширь разлились колосья пшеницы под цвет мутной воды; смотришь — и кажется, что не курган маячит перед глазами, а островок на море.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ӑҫталла пӑхатӑн — йӗри-тавра курӑксем чечекленеҫҫӗ, сип-симӗссӗн ешереҫҫӗ, ун ҫине савӑнмасӑр пӑхма та ҫук.

— Куда ни глянь — травы в цвету, зелень такая, что без радости и смотреть на нее невозможно.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ну, эсӗ мӗн ун пек пӑхатӑн? — ыйтрӗ Виктор.

— Ну, чего ты так смотришь? — говорил Виктор.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Мӗншӗн ман ҫине апла пӑхатӑн?

— Ну, чего так смотришь?

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӑхатӑн та — куҫ алчӑраса каять!

Смотришь — в глазах пестрит!

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах пӗр ҫиппине тытса туртатӑн та — ҫӑмха пушшех арканса каять, теприне туртса пӑхатӑн, вара сасартӑк уҫҫӑнах курӑнса каять: ку ҫӑмхана нихҫан та йӗркелесе ҫӑмхалаймӑн.

Но потянешь за одну нитку — моток запутывается еще больше, потянешь за другую — и вдруг становится ясно, что его уже не распутать никогда.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӗр-пӗр сӳтӗлсе арпашӑннӑ ҫип ҫӑмхи ҫине пӑхатӑн та — малтан ӑна ним мар йӗркелесе ҫӑмхалассӑн туйӑнать.

Взглянешь на иной спутанный моток ниток — и на первый взгляд покажется: распутать его — пустое дело.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫавӑнта ӑна, аҫа ҫапнӑ пек, ҫапса пусарса лартмаллаччӗ, ҫиҫӗм пек витӗр ҫунтарса илмеллеччӗ, эсӗ пур, каҫарӑр та, ҫав ҫур литр кӗленчипе шӑтӑкра тӗккеленсе тӑратӑн, — танкӑн хӑш аякне ҫунтарас-ши? тесе, тӗллесе пӑхатӑн.

Там бы ему вдарить как громом, поджечь бы как молнией, а ты, извини меня, с этой пол-литровой бутылкой торчишь в окопе, — прицеливаешься, какую бы сторону танка поджечь?

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Мӗн апла пӑхатӑн?

Что смотришь так?

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Мӗн ман ҫине капла пӑхатӑн?

— Что ты на меня так смотришь?

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Мӗн пӑхатӑн?

Что смотришь?

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Халӗ те эсӗ васкатӑн пулас: пӗрмай кантӑк витӗр пӑхатӑн.

Ты и сейчас, смотрю, торопишься: все в окно поглядываешь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Ну, мӗн эсӗ ман ҫине шӑтарасла пӑхатӑн?

— Ну что ты на меня так уставилась?

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней