Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пустуй сăмах пирĕн базăра пур.
пустуй (тĕпĕ: пустуй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрӗ, ҫитет пустуй сӑмах вакласа, атя пахча юписене юсатпӑр, хӑшне тӗреклетмелле ҫеҫ унта, хӑшне ылмаштарма та тивет.

Всё, хватит тебе нести чушь, пойдём менять заборные столбы, некоторые только подправить надо, а некоторые – поменять на новые.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Пӗр пустуй вӑхӑт ирттерсе лармалла ҫакӑнта… — хӑй кӑмӑлсӑрланнине пытармарӗ хӗр.

И приходится без толку проводить тут время... — не стала скрывать своего разочарования девушка.

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Анчах ирӗксӗрех ӗнтӗ хамах калатӑп: ҫакӑнпа танлаштарсан, манӑн сюрприз нимӗне те тӑмасть, пустуй япала пек ҫеҫ туйӑнать, — терӗ.

Должен сознаться, что по сравнению с этим мой сюрприз — сущие пустяки.

34-мӗш сыпӑк. Ылтӑн юхамӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пустуй вӑл, нимех те мар.

— Да будет тебе, вот еще пустяки.

34-мӗш сыпӑк. Ылтӑн юхамӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫакӑнта арҫын ачасем, ухмахсем пекех, пустуй выртакан тимӗр таврашне пуҫтарас ӗҫре хӑйсен пӗтӗм вӑхӑтне ирттерме, унта хӑйсен пӗтӗм вӑйне хума хатӗр.

В нашем городе все мальчишки готовы собирать, не жалея сил, железный лом.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл таврӑнсан, Бекки ӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ ҫавӑн пек пустуй япаласемпе ман ҫума ан ҫыпҫӑн-ха, мӗншӗн тесен эпӗ ывӑннӑ, эпӗ хам часах вилессине пӗлсе тӑратӑп, ҫавӑншӑн эпӗ хӗпӗртетӗп», — тенӗ.

А она попросила, чтобы он не мучил ее такими пустяками, потому что у нее нет больше сил и она скоро умрет, и даже хочет умереть.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӗрарӑма хирӗҫ тавӑрас тесен, ӑна вӗлерсе хӑтланма та кирлӗ мар, — вӑл пустуй!

Когда хотят отомстить женщине, ее не убивают — это ни к чему!

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пустуй!

Пустяки!

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каллех пустуй ӗҫлетпӗр, — терӗ.

Опять не там роем.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Э, вӑл пустуй.

— Вот уж это ни к чему.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пустуй!

— Да ну тебя.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах ҫук ҫав, вӑл пурте пустуй.

Да поверить-то невозможно.

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Хамах сапса янӑ хӑймашӑн ӑна пустуй хӗртнӗ пирки пит кулянатӑп», — терӗ…

Что она жалеет теперь, что отстегала его за сливки, когда сама же их выплеснула…

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Курӑпӑр-ха, ҫавӑн йышши тӗлӗксем пустуй тесе лӑпӑртатӗ-ши вӑл ҫакӑн хыҫҫӑн?

Пусть говорит, что хочет, насчет предрассудков, теперь ей не отвертеться.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юлашкинчен вӗсене кукӑль е улма пӗҫертсе тухни те пустуй япала пек ҫеҫ туйӑна пуҫларӗ.

В конце концов, сам собой напрашивался вот какой вывод, и его никак нельзя было обойти: взять потихоньку что-нибудь сладкое — значит, стянуть.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Ирхине ирех тӑмалла мар, ҫав пур пустуй япаласене те тумалла мар…

— И утром не надо вставать рано, и в школу ходить не надо, и умываться тоже, да и мало ли у них там всякой чепухи.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫаптарнӑ вӑхӑтра хӑйӗн чунне тата йывӑртарах хуйхӑ пуснӑ, ҫакӑн пек пустуй япаласене пӗртте сисмен ҫын еверлӗ курӑнчӗ.

Он вытерпел порку с достойным видом человека, удрученного серьезным горем и совершенно нечувствительного к пустякам.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл ахаль ӗҫсенче, пустуй япаласенче ҫеҫ, пуринчен ытла хӗрачасемпе тупа тумӑ чухне лайӑх, мӗншӗн тесен вӗсем юлашкинчен ҫапах улталаса хураҫҫӗ, пӑртак ҫилленсенех лӑпӑртатса кӑтартаҫҫӗ.

Это хорошо для каких-нибудь пустяков, особенно с девчонками: они вечно ябедничают и непременно все выболтают, если попадутся.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Темӗнле каласан та, пурнӑҫ ӑна пустуй тапаланни те хурлӑх курни пек анчах туйӑнчӗ, ҫавӑнпа вӑл хальтерех ҫеҫ вилсе кайнӑ Джимми Годжеса кӗвӗҫрӗ.

Ему казалось, что жизнь — это в лучшем случае неизбывное горе, и он даже позавидовал Джимми Ходжесу, который недавно умер.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Ахаль, пустуй япала — сӑвӑс ҫеҫ.

— Ничего особенного, клещ.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней