Поиск
Шырав ĕçĕ:
41. Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхса пилленӗ те халӑха валеҫсе памашкӑн ҫӑкӑрсене вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ; икӗ пуллине те Вӑл пурин валли те валеҫнӗ.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иисус каланӑ ӑна: пур тӗлӗшпе те сӑваплӑ пулассу килет пулсан, кай та пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар; вара санӑн пурлӑху тӳпере пулӗ; унтан кил те Ман хыҫҫӑн пыр, тенӗ.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вара ҫав ҫичӗ ҫӑкӑрпа пулла илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ, вӗренекенӗсем ӗнтӗ халӑха валеҫсе панӑ.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Унтан Вӑл халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ: вара пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхса тав тунӑ та, пиллесе, ҫӑкӑрсене хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ, вӗренекенӗсем вара халӑха валеҫсе панӑ.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Сире тухӑҫлӑ ҫӗр валеҫсе патӑм; ханаансене, ферезейсене, филистимсене сирӗн умӑртан хӑваласа ятӑм.21. Разделил вам земли тучные; Хананеев, Ферезеев и Филистимлян изгнал от лица вашего.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав кун сирӗн ҫинчен ытарӑш каласа парӗҫ, хура куҫҫулӗпе йӗрсе ҫапла калӗҫ: «эпир пӗтӗмпех ҫука тӑрса юлтӑмӑр! халӑхӑмӑн еткерлӗх ҫӗрне урӑххисене пачӗҫ; ман аллӑма мӗнле таврӑнӗ вӑл! ӗнтӗ пирӗн хирсене ют халӑх ҫыннисене валеҫсе панӑ» тейӗҫ.
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вӗсем вырӑнне вӑл керемсен туррине — хӑйӗн ашшӗсем пӗлмен турра — чыс тӑвӗ, ӑна вӑл ылтӑнпа та кӗмӗлпе, хаклӑ чулсемпе, хаклӑ парнесемпе чысласа тӑрӗ, 39. ют турӑпала вӑл ҫирӗп керемсене аркатӗ, хӑйне парӑннисенӗн ятне-чапне ӳстерӗ, нумайӑшне вӗсенӗн аллине парӗ, вӗсене ҫӗр парнелесе валеҫсе парӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫак ҫӗр — эсир шӑпа ярса Израиль йӑхӗсене валеҫсе памалли ҫӗр, ҫакӑ вӗсен пайӗсем, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл салатса пӗтернӗ, кӗлмӗҫсене валеҫсе панӑ; унӑн тӳрӗлӗхӗ ӗмӗртен ӗмӗре пырать; унӑн мӑйраки мухтавпа ҫӗкленӗ.9. Он расточил, роздал нищим; правда его пребывает во веки; рог его вознесется во славе.
Пс 111 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пасха путекне, йӗрке хушнӑ пек, вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫернӗ, парнесене пӑхӑр савӑтсемпе хурансенче ырӑ шӑршӑллӑ курӑксем ярса пӗҫернӗ те пӗтӗм халӑха валеҫсе панӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсен ӗнтӗ хӑйсен тӑванӗсене пай валеҫсе парса тӑмаллаччӗ.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Йӗрке хушнӑ пек, Пасха путекне вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫернӗ; сӑваплӑ парнесене хурансенче, чӳлмексенче, урӑх йышши савӑт-сапара пӗҫернӗ те васкасах халӑха валеҫсе панӑ, 14. ҫакӑн хыҫҫӑн вара хӑйсем валли тата священниксем валли хатӗрленӗ, мӗншӗн тесессӗн священниксем, Аарон ывӑлӗсем, мӗн тӗттӗм пуличченех пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе парне ҫӑвӗ кӳнӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ левитсем хӑйсем валли те, священниксем — Аарон ывӑлӗсем — валли те хатӗрленӗ пулнӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Корене вара Еден тата Миниамин, Иешуа тата Шемаия, Амария тата Шехания пулӑшса тӑнӑ, вӗсем священниксен хулисенче пурӑннӑ, хӑйсен тӑванӗсене — ваттине те, вӗттине те — хӑйсен пайне тӗрӗс валеҫсе пама пулӑшнӑ, 16. вӗсемсӗр пуҫне пӗтӗм арҫынна виҫӗ ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, кулленех Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗлтума ҫӳрекенсене, вӗсем мӗн ӗҫре тата хӑш вырӑнта ӗҫленине кура, 17. шута илсе тухнӑ священниксене вӗсен кил-йышӗсем тӑрӑх, левитсене ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, вӗсен ӗҫне кура тата хӑш уйрӑмра ӗҫленине кура, 18. вӗсен пӗчӗк ачисене, вӗсен арӑмӗсене, вӗсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене, — ӗнтӗ шута илнӗ пӗтӗм йыша, — тивӗҫекен пая тӗрӗс валеҫсе пама тӑрӑшнӑ, мӗншӗн тесессӗн левитсем хӑйсене Турра чунтан парӑнса ӗҫлесе тӑма халалланӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Коре — Имна ывӑлӗ, левит, тухӑҫ енчи алӑк хуралҫи — Турра панӑ ыр кӑмӑл парнисемшӗн яваплӑ пулнӑ, вӑл Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнесене тата Ҫӳлхуҫана халалланӑ япаласене валеҫсе тӑнӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иодай священник ҫӗрпӳсене Давид сӑннисемпе хулканӗсене, Турӑ Ҫуртӗнче упраннисене, валеҫсе панӑ; хулканӗсем пӗчӗкки те, пысӑкки те пулнӑ; 10. кашнийӗ аллине кӑрал тытнӑ халӑха вӑл Турӑ Ҫурчӗн сылтӑм енчен пуҫласа Турӑ Ҫурчӗн сулахай енне ҫити, парне вырӑнӗпе Ҫурт умне тата патша тавра та тӑратса тухнӑ.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Давид пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳрсе пӗтерсессӗн, Давид халӑха Ҫӳлхуҫа ячӗпе пилленӗ, 3. израильсене пурне те — арҫыннисене те, хӗрарӑмӗсене те — пӗрер ҫӑкӑр, пӗрер татӑк аш тата пӗрер иҫӗм кукӑлӗ валеҫсе панӑ.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иодай священник ӗнтӗ ҫӗрпӳсене Давид сӑннисемпе хулканӗсене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче упраннисене, валеҫсе панӑ.10. И раздал священник сотникам копья и щиты царя Давида, которые были в доме Господнем.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Тарҫи валеҫсе панӑ: Ҫӳлхуҫа каланӑ пекех, ҫынсем ҫисе те тӑраннӑ, ытлашши те юлнӑ.44. Он подал им, и они насытились, и еще осталось, по слову Господню.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Тарҫи ӑна каланӑ: ҫӗр ҫынна мӗнле валеҫсе памалла ҫакна? тенӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Елисей кайнӑ та икӗ вӑкӑрне пуснӑ, унтан ака пуҫне ҫунтарса аш ӑшаланӑ та ӑна ҫынсене валеҫсе панӑ, лешӗсем ҫинӗ ӗнтӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.