Поиск
Шырав ĕçĕ:
Казаксем виҫерен иртмесӗр сухал айӗн вӑрттӑн кулкаланӑ, хӗрарӑмсем пӗр-пӗринпе шавлӑн кӑшкӑрашса пакӑлтатнӑ, питне ҫуман ачасем Прокофий хыҫҫӑн витлесе чупса пынӑ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Иван Федорович хӑйӗн тенкелӗ ҫинче йӗпсем ҫинче ларнӑ пекех ларчӗ, пӗрре хӗрелчӗ, тепре пуҫне усрӗ; анчах хӗр кӑна пачах асӑрхаман пек туйӑнчӗ, нимӗн те пулман пек диван ҫинче ларса стенасемпе чӳречесене, е пукан-тенкелсем айӗн лӗпӗстетсе чупакан кушак ҫине тинкерсе пӑхрӗ.
V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫакӑн пек минутсенче вара унӑн тӗксӗм те имшеркке сӑнӗ ҫинче питҫӑмарти шӑммисем тата тачка тутисем уйрӑммӑнах палӑраҫҫӗ, ҫӑра куҫхаршисем айӗн куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Мотострелковӑй батальон та хӑй салтакӗсене сахал мар ҫухатрӗ, кайран тӑшман пулемечӗн пулисем айӗн хӑйсен унчченхи позицине чакрӗ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вара Травкин, Аниканов ҫине ҫамка айӗн пӑхса, ҫапла ыйтнӑ:
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Корней хӑйӗн пӗрмай тапранкалакан хура куҫхаршийӗсем айӗн пӗрре кил хуҫийӗ ҫине, тепре Укахви ҫине пӑхкаласа ним чӗнмесӗр ларчӗ.
III // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Ҫавӑн чухне эпӗ унӑн ӗнси ҫине, ик еннелле те туранӑ хура ҫӳҫӗ айӗн уйрӑмах шуррӑн курӑнакан мӑйӗ ҫине епле тӗлӗнмелле туйӑмпа пӑхса юлнине халь те астӑватӑп.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ерофей Кузьмич пӗр вӑхӑта шарламарӗ, шухӑша кайнӑ Лозневой ҫине куҫ айӗн пӑхса ларчӗ.С минуту Ерофей Кузьмич молчал, искоса, испытующе поглядывая на погруженного в раздумье Лозневого.
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Лутака хресчен ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ чух, ҫӑмламас куҫхарши айӗн партизансене хаваслӑн куҫ хӗссе илчӗ.Надевая шапчонку, кудлатый весело подмигнул партизанам черным глазом под лохматой бровью.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Старик куҫ айӗн пӑхса илчӗ.
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Псаучешене Понкратов кирлӗ, — пуҫларӗ Анзор, — куҫӗсене шлепке айӗн йӑлтӑртаттарса.— Псаучеше нужен Панкратов, — начал Анзор, блестя глазами из-под шляпы.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пуҫне вӑл шурӑ кӗҫҫе шлепке тӑхӑннӑ, унӑн усӑнса аннӑ хӗррисем айӗн куҫӗсем темле кӑваккӑн йӑлтӑртатса пӑхаҫҫӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Халӗ акӑ хамӑн хальчченхи йӑнӑша тӳрлететӗп, — Игнат Савельевич, усси айӗн йӑл кулса, кил хуҫи хӗрарӑмне сывлӑх сунчӗ.А зараз вот исправлю свою прежнюю оплошность, — Игнат Савельевич поздоровался с хозяйкой.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ку тӗлте Хворостянкин, сухал айӗн кулса, шӑппӑн ҫӗкленчӗ те тачанка патне кайрӗ.Тут Хворостянкин, усмехаясь в усы, тихонько приподнялся и пошел к тачанке.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Питне чӗркелесе пӗтернӗ, кӑвак мӑйӑхӗсем — юнлӑ, пысӑк куҫхаршийӗсем айӗн пӑхакан куҫӗсенче виҫесӗр тунсӑх, аран ҫеҫ шӑнарса тӑракан ҫилӗ хӗлхемӗ йӑлкӑшать.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лозневой курсах тӑчӗ: Марийкӑн кӑшт ҫеҫ усӑннӑ пек курӑнакан куҫхӑрпӑкӗсем айӗн пӑхнӑ чух, пуҫне пӑрмассерен, хура куҫшӑрҫийӗсем ҫиҫсе те йӑлкӑшса илеҫҫӗ.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Капитан ун ҫине ҫав тери тинкерсе, хӗвелпе тӗссӗрленнӗ куҫхарши айӗн ҫилӗллӗ, янкӑр кӑвак куҫӗсемпе пӑхрӗ.Капитан смотрел на него гневно сводя под опущенными бровями жарко засиневшие глаза.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫамрӑк разведчиксен командирне ҫӗклесе урра йӑтма шут тытнӑччӗ те, анчах ҫӗр айӗн лутра чул маччине ҫапӑнтарасран хӑрарӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Денщик шучӗпе улпутсем ӗҫке ярӑннӑ, вӑл вӗсем ҫине ҫамка айӗн, те хапсӑнса, те йӗрӗнсе, пӑхса илчӗ те, сӑрӑ хутпа чӗркенӗ пыл татӑкне тата премӗксене пӗр пытармасӑр пит меллӗн тыттарчӗ, унтан кашни мӗн хак тӑнине тата мӗн чухлӗ тавӑрса панине каласа пама тӑнӑччӗ, кӑна, Белецкий ӑна хуса та ячӗ.
XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Слива, халь-халь пӗтерсе тӑкаслӑн, куҫне хӗссе лартрӗ те Ромашова айккинчен, ҫӳлтен аялалла, кӑвакарма пуҫланӑ кӗске мӑйӑх айӗн аялти тутине мӑкӑртса хурса, пуҫ тӳпинчен ура тупанне ҫити пӑхса, виҫсе илчӗ.
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.