Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ пире тӗппипех пӗтермелле ҫилленмӗн-ши, ӗнтӗ йӑлкӑм та сыхланса юлмӗ-ши?
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ мана тимӗр сӑнчӑрпа сӑнчӑрларӗҫ — авӑнсах антӑм, пуҫӑма та ҫӗклейместӗп, сывлӑш та ҫавӑраймастӑп, мӗншӗн тесессӗн Сана ҫиллентертӗм [и], Сан умӑнта усал турӑм: Сан ирӗкне вырӑна хумарӑм, Эсӗ хушнине уямарӑм, йӗрӗх лартса тултартӑм, ҫапла халӑха илӗртсе улталарӑм [к].
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, сӑваплисенӗн Турри, сӑваплисенчен — Авраамран, Исаакран, Иаковран, Хӑвӑн умӑнта ҫылӑха кӗменнисенчен — ӳкӗнӗҫ ыйтман Эсӗ, манран, ҫылӑхлӑ ҫынран, ӳкӗнӗҫ ыйтатӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫылӑхӑмсем тинӗс хӑйӑрӗнчен те нумайрах [ж].
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах ырӑлӑху та вӗҫӗмсӗр Санӑн, ӑна пӗлсе те ҫитейместӗн: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ ырӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, этем усаллӑхӗшӗн пӑшӑрханатӑн [д].
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗнтӗ Езекия вӗсемшӗн кӗлтуса ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ ырӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Азария священник тата Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑракан сакӑрвунӑ священник, хӑюллӑ ҫынсем, ун хыҫҫӑн кайнӑ та 18. Озия патшана сивлесе каланӑ: Озия, Ҫӳлхуҫа умӗнче тӗтӗресси санӑн ӗҫ мар; ку вӑл — священниксен, Аарон ывӑлӗсен, ӗҫӗ, вӗсене ҫавна тума халалланӑ; сӑваплӑ вырӑнтан тух — эсӗ саккуна пӑсрӑн, ҫакӑншӑн сана Ҫӳлхуҫа Турӑ умӗнче чыс пулас ҫук, тенӗ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Килӗнтех ларсамччӗ эсӗ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эсӗ: «эпӗ идумейсене ҫапса салатрӑм» тетӗн.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа Амасияна ҫилленсе ҫитнӗ, Вӑл ун патне Хӑйӗн пророкне янӑ, лешӗ каланӑ патшана: хӑйсен халӑхне сан аллунтан хӑтарайман ҫав халӑхсен туррисене мӗн-ма пуҫҫапатӑн эсӗ? тенӗ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ пӗчченех кай, ӗҫ ту, вӑрҫӑра паттӑр ҫапӑҫ.8. Но иди ты один, делай дело, мужественно подвизайся на войне.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара патша вӗсен пуҫлӑхне, Иодая, чӗнсе илнӗ те каланӑ ӑна: эсӗ мӗншӗн левитсенчен Иудейӑпа Иерусалим памалли хырҫӑна ыйтмастӑн? Ҫав хырҫӑна Ҫӳлхуҫа чури Моисейпе Израиль халӑхӗ кӗлӗ чатӑрӗ валли пуҫтаратчӗҫ, тенӗ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫавӑн чухне Елиезер — Марешӑри Додава ывӑлӗ — Иосафата малашне мӗн пулассине пӗлтерсе каланӑ: эсӗ Охозияпа явӑҫса кайрӑн, Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн санӑн ӗҫне аркатать, тенӗ.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӑх ӗнтӗ ҫак ҫӗр ҫине килсе тӗпленчӗ, кунта вӗсем Санӑн ятупа Турӑ Ҫурчӗ лартрӗҫ те ҫапла каларӗҫ: 9. пирӗн тӗле тӗрлӗ инкек — хаяр хӗҫ, усал чир, выҫлӑх — килсессӗн, эпир ҫак Ҫурт умне, Санӑн умна тухса тӑрӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ Ҫуртра — Санӑн яту; хамӑр аптӑраса ҫитсессӗн, Сана чӗнӗпӗр, Эсӗ пире илтӗн те ҫӑлса хӑварӑн.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Туррӑмӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑннисене Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен хӑваласа яраканӗ, ҫӗре Авраам вӑрлӑхне, Хӑвӑн тусун ӑрӑвне, ӗмӗрлӗхе параканӗ Эсӗ мар-и вара?
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ мӗнпур халӑхсен патшалӑхӗсене тытса тӑратӑн, Санӑн аллунта — вӑй та хӑват, Сана никам та хирӗҫ тӑраймасть!
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӳпере Турӑ Эсӗ мар-и-ха?
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫапах та санра ыррине те тупнӑ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ [Иудея] ҫӗрӗнчи йӗрӗхсене аркатса тухрӑн, чӗрӳне Турӑ енне ҫавӑртӑн.
2 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Израиль патши Иосафата каланӑ: эпӗ тумтир улӑштарса тӑхӑнӑп та ҫапӑҫӑва кӗрӗп, эсӗ вара хӑвӑн патша тумтирне тӑхӑн, тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Михей каланӑ: эхер те эсӗ вӑрҫӑран таврӑнаятӑн пулсассӑн, ман урлӑ Турӑ мар калаҫнӑ вара, тенӗ.27. И сказал Михей: если ты возвратишься в мире, то не Господь говорил чрез меня.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Михей каланӑ: эсӗ ҫакна пытанас тесе пӳлӗмрен пӳлӗме чупкаласа ҫӳренӗ кунхине курӑн акӑ, тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.