Поиск
Шырав ĕçĕ:
29. Хурлӑхлӑ хӳхлев юррине манса, вӗсем Израиле Ҫӑлакана, Хӑват кӑтартакан Турра мухтаса, ашшӗсенӗн юррине юрлама пуҫланӑ, вара пӗтӗм хуйхӑ-суйхӑпа куҫҫуле сирсе ярса, тӑнӑҫлӑ савӑнӑҫа палӑртса, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑрса юрланӑ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсем хыҫӗнчен кӑралӗсене пуҫтарса пӗтерсессӗн, тӑшмансен ҫар тумне хывса илсессӗн, хӑйсене ҫав кун ҫӑлса хӑварнӑ, вӗсем валли Хӑйӗн ырӑлӑхне кӑтартма пуҫланӑ Ҫӳлхуҫана чунтан тав туса, мухтаса вӗсем шӑматкуна уявланӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Лешӗ вара, патша умне тӑрсан ӑна тивӗҫсӗр мухтаса, Иасон укҫи ҫумне тата виҫҫӗр талант кӗмӗл хушса, священниксен пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Вара вӗсем Симона килӗшӳ тумашкӑн тархасланӑ, Симон килӗшнӗ, анчах вӗсене унтан хӑваласа кӑларнӑ та ирсӗрлентернӗ кереме тасатнӑ, 51. вара ҫӗр ҫитмӗл пӗрремӗш ҫулхи иккӗмӗш уйӑхӑн ҫирӗм виҫҫӗмӗш кунӗнче Симон кереме Турра мухтаса, пальма турачӗсем тытса, кӗслепе цитра каласа, кимвал ҫапса, псаломсемпе юрӑсем юрласа пырса кӗнӗ, мӗншӗн тесессӗн Израилӗн питех те вӑйлӑ тӑшманне салатса тӑкнӑ вӗсем.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Иудӑпа унӑн тӑванӗсем вара пӗтӗм Израиль умӗнче, вӗсен ятне илтнӗ халӑхсем умӗнче чапа тухнӑ, — 64. вӗсене мухтаса ырӑ сунма нумайӑшӗ ятарласа пухӑна-пухӑна пынӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫакӑ ҫара Хӑвӑн халӑху — Израиль — аллине парсамччӗ, вӗсен ҫуран ҫарӗ те, утлӑ ҫарӗ те намӑс куртӑр; 32. вӗсене хӑратса пӑрах, вӗсенӗн чӑрсӑр вӑйне аркат; ҫапӑҫура путланса аптӑраса ӳкчӗр вӗсем; 33. вӗсене Хӑвна юратакансен хӗҫӗпе пӗтер, Санӑн ятна пӗлекенсем пурте Сана мухтаса юрлаччӑр, тенӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Каялла таврӑннӑ чухне вӗсем Ҫӳлти Турра мухтаса та тав туса юрласа пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл — ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл нумай патшана пӑшӑрхантарнӑ, Иакова вара хӑйӗн ӗҫӗсемпе савӑнтарнӑ, унӑн ятне ӗмӗрех мухтаса асӑнӗҫ; 8. Иудея хулисем тӑрӑх ҫӳресе, унта йӗркесӗр ҫынсене пӗтернӗ, Израиль ҫинчен Турӑ ҫиллине сирсе янӑ, 9. ячӗ пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ чаплӑ ҫын пулса тӑнӑ, пӗтес патне ҫитнӗ ҫынсене хӑй патне пуҫтарнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ вара Сана мухтаса парне кӳрӗп, сӑмах панине тӑвӑп: ҫӑлӑнӑҫ — Ҫӳлхуҫара.10. а я гласом хвалы принесу Тебе жертву; что обещал, исполню: у Господа спасение!
Иона 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вара тӑраниччен ҫийӗр, тутӑ пулӑр, хӑвӑра тӗлӗнмелле хӑват кӑтартнӑ Ҫӳлхуҫа Туррӑр ятне мухтаса тӑрӑр, текех Манӑн халӑхӑм ӗмӗрне те намӑса юлмӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Вара, Хӑйне ӗненекенсене ҫӑлакан Турра мухтаса, ҫавӑнта пухӑннӑ пӗтӗм халӑх хыттӑн кӑшкӑрса янӑ, 61. ҫав икӗ пуҫлӑха хирӗҫ ҫӗкленнӗ, мӗншӗн тесессӗн Даниил вӗсене хӑйсем каланӑ сӑмахӗсемпех тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ, вӗсем суя кӳнтеленине кӑтартса панӑ; 62. вӗсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннине мӗн суннӑ — вӗсене хӑйсене те ҫаплах тунӑ, Моисей саккунӗпе килӗшӳллӗн, вӗсене вӗлернӗ; ӗнтӗ ҫав кунхине айӑпсӑр юна ҫӑлса хӑварнӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
74. Ҫӳлхуҫана ҫӗр те мухтаса юрлатӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑтӑр.74. Да благословит земля Господа, да поет и превозносит Его во веки.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Эсӗ тӳпере те мухтавлӑ, Сана ӗмӗр-ӗмӗрех мухтаса, аслӑласа тӑраҫҫӗ.56. Благословен Ты на тверди небесной, и прехвальный и превозносимый во веки.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Эсӗ Хӑв патшалӑхун аслӑ пуканӗ ҫинче мухтавлӑ ларатӑн, Сана ӗмӗр-ӗмӗрех мухтаса, аслӑласа тӑраҫҫӗ.55. Благословен Ты на престоле славы царства Твоего, и прехвальный и превозносимый во веки.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Эсӗ тӗпсӗр вырӑнсене куратӑн, Херувимсем ҫинче ларса ҫӳретӗн, Сана ӗмӗр-ӗмӗрех мухтаса, аслӑласа тӑраҫҫӗ.54. Благословен Ты, видящий бездны, восседающий на Херувимах, и прехвальный и превозносимый во веки.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ мухтавлӑхун Ҫуртӗнче мухтавлӑ, унта Сана ӗмӗр-ӗмӗрех мухтаса, аслӑласа тӑраҫҫӗ.53. Благословен Ты в храме святой славы Твоей, и прехвальный и преславный во веки.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. «Эй Ҫӳлхуҫа, аттемӗрсенӗн Турри, Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ, ӗмӗр аслӑ, Санӑн яту чаплӑ та сӑваплӑ, ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех аслӑласа, мухтаса тӑраҫҫӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[ 24 Вӗсем вут-ҫулӑм ӑшӗнче Турра мухтаса, Ҫӳлхуҫана аслӑласа утса ҫӳренӗ.24. [И ходили посреди пламени, воспевая Бога и благословляя Господа.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пысӑк ҫылӑха кӗчӗ Иерусалим, ҫавӑнпа йӗрӗнмелле пулса тӑчӗ; унччен ӑна мухтаса аслӑланисем пурте ун ҫине йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ: вӗсем унӑн ҫарамасне курчӗҫ; хӑй те вӑл ассӑн сывлать, пуҫне каялла пӑрать.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ҫак хулана халдейсен аллине, Вавилон патши Навуходоносор аллине паратӑп, вӑл ӑна ярса илӗ, 29. хулана хупӑрласа тӑракан халдейсем килсе кӗрӗҫ те хулапа унӑн ҫурчӗсене вутпа ҫунтарса ярӗҫ, ҫав ҫуртсен тӑрринче Ваала мухтаса тӗтӗретчӗҫ, ют турӑсене эрех кӳретчӗҫ, ҫапла Мана ҫиллентеретчӗҫ.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.