Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене нумайӑшне хӗрарӑмсем ӑсатаҫҫӗ, кашни мӗн те пулин йӑтнӑ, куҫӗсем вӗсен, ҫывӑрмасӑр ирттернипе, тен йӗнипе те пуль, — хӗрелнӗ.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан пире рюкзаксем ҫакнӑ, чемодансем йӑтнӑ арҫынсем тӗл пула пуҫларӗҫ.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вилнӗ ҫыннӑн тӑванӗсем тупӑкпа пӗрле тухнине, алӑк патӗнче ют ҫынсем тӑнине, тупӑка йӑтнӑ чух вӗсем хуҫа пулнине тахҫанах асӑрханӑ-ха эпӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл чечек тӗмӗ лартнӑ пысӑк чӳлмек йӑтнӑ, ӑна сцена варрине лартать.У него в руках большая ваша с садовым цветком, он ставит вазу посередине сцены.
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Кӗвенте йӑтнӑ Евкень аппа кӗрет.
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Анфис аппа тухса каять, ӑна хирӗҫ кӗвенте йӑтнӑ Евкень аппа кӗрет.Тетя Анфиса уходит, ей навстречу заходит Евгения с коромыслом.
Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Вӑл кӑвакрах тӗслӗ темиҫе тӗк йӑтнӑ.
Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив
Унпа ҫумлӑн пӗчӗк лаптак чӑматан йӑтнӑ хӗр пырса ларчӗ.
Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.
Поттерпа Джо индеец наҫилккапа кантра тата икӗ кӗреҫе йӑтнӑ.
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Шыва та алӑпах йӑтнӑ, — иртнине хальхипе танлаштарма май ҫукки палӑрать Таисия Константиновна каланинчен.
«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Хакимкассин тухӑҫ енчи вӗҫӗнче пурӑнакан Анна Андреевна Фадеева — Яковлева патне сумккӑ йӑтнӑ, хулалла, ҫӳхе ҫул тумӗ тӑхӑннӑ арҫын пырса кӗчӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Курск хулинче иртнӗ ӑмӑртура шӑм-шак чирӗпе аптракан каччӑ 65 килограмлисен йышӗнче малтанхи тупӑшура 140 килограмлӑ штангӑна йӑтнӑ, тепринче 144-лине ҫӗклеме пултарнӑ.
Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Кутамкка ҫакнӑ, чӑматан йӑтнӑ ачасем проходной енне йышлӑнрах утма тытӑнчӗҫ.
Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Хӗрӳ ҫапӑҫура патрон, шыв, апат йӑтнӑ.
Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартассишӗн хӑйсен кун-ҫулне шеллемесӗр кӗрешнӗ салтаксен пысӑклатнӑ сӑнӳкерчӗкӗсене йӑтнӑ ҫывӑх ҫыннисем мӑнаҫлӑн акци колоннипе утса иртни, пулас салтаксем - ҫамрӑк армеецсем, кадет класӗнче вӗренекенсем парада хутшӑнни, Николай Петрова асӑнса йӗркелекен ҫӑмӑл атлетсен Елчӗк урамӗнчи чупӑвӗ, концерт программине хатӗрлеме районти культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем анчах мар, пултарулӑх ушкӑнӗсем те хастар хутшӑнни уяв ят-сумне тата ӳстернӗн туйӑнчӗ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Район центрӗнчи тӗп тӳреме ялавсемпе тӗрлӗ тӗслӗ хӑмпӑсем, транспарантсем йӑтнӑ ӗҫ коллективӗсем пухӑннӑ.
Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
47. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах акӑ Иуда — вуниккӗшӗнчен пӗри — тата унпа пӗрле аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем янӑ, хӗҫсемпе шалчасем йӑтнӑ пысӑк ушкӑн пырса ҫитнӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Израилӗн мӗнпур аслӑ ҫынни килнӗ; священниксем саккун арчине йӑтнӑ та 4. Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине те, пуху чатӑрне те, чатӑрти мӗнпур таса япалана та йӑтса кайнӑ; вӗсене священниксемпе левитсем ҫӗклесе пынӑ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саулпа Ионафан пирки Изреельрен хыпар ҫитнӗ чухне вӑл пиллӗкре пулнӑ, ача пӑхакан хӗрарӑм ӑна йӑтнӑ та тарма пуҫланӑ.
2 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Хӑйсем ӗҫре тӑнӑ чухне тата ҫӗклемсем йӑтмалла чухне Гирсон килӗ-йышӗ тумалли ӗҫсем акӑ ҫаксем: 25. вӗсен кӗлӗ чатӑрӗн ҫивиттине, пуху чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, ӑна ҫиелтен витмелли кӑвак сӑран ҫивиттине тата пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнти чаршава йӑтса ҫӳремелле 26. тата картиш каррисене, кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ йӗри-тавра тытнӑ картишне кӗмелли вырӑнти чаршава тата вӗсен вӗренӗсене, вӗсен пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне йӑтса ҫӳремелле; тата вӗсен таврашӗнче мӗн тумаллине пурне те вӗсем ӗҫлесе тӑмалла; 27. кирек мӗнле ҫӗклем йӑтнӑ чухне те, кирек мӗнле ӗҫ тунӑ чухне те Гирсон ывӑлӗсен хӑйсем ӗҫлес ӗҫе Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хушнипе туса пымалла, хӑйсем йӑтса ҫӳрекен мӗнпур япалине пӑхса усрама та вӗсенех хушӑр; 28. Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмалли ӗҫсем ҫаксем ӗнтӗ; Ифамар — Ааронӑн ывӑлӗ, священник — тӗрӗслесе тӑнипе Гирсон ывӑлӗсен аллине ҫак япаласене пӑхса усрама памалла.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.