Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

анаҫҫӗ (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Халӗ те, ун чухнехи пекех, манашкал мӑйӑх та лайӑххӑн шӑтма ӗлкӗреймен ҫамрӑксем шахтӑсене анаҫҫӗ ӗнтӗ, кӗрешеҫҫӗ, ҫӗнтереҫҫӗ, тен, ҫӗр айӗнчи романтика маншӑн мар тесе каялла та чакаҫҫӗ.

«А ведь и сейчас такие же, как и я когда-то, безусые юнцы спускаются в шахту, борются, побеждают, может быть, отступают, убеждаясь, что подземная романтика не для них…

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вагонеткӑран тем пысӑкӑш порода кумккисем тӑкӑнаҫҫӗ, аялалла куса-куса анаҫҫӗ те террикон таврашне пухӑннӑ кӳлленчӗке шампӑртатса кӗрсе ӳкеҫҫӗ.

Из вагонетки высыпаются крупные куски породы, катятся вниз и плюхаются в лужу, разлившуюся у основания террикона.

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Рябчиков ҫаврӑнса пӑхрӗ те чунӗ тӑвӑннипе тата ҫилӗ килнипе хӗҫ ҫаккине туртса татрӗ: сӑртсем ҫинчен хӗрлӗармеецсен сапаланчӑк речӗсем чупа-чупа анаҫҫӗ.

Рябчиков оглянулся, в отчаянии и ярости скомкал, оторвал темляк на шашке: с гор текли цепи красноармейцев.

XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шыв ҫав сӑрӑсене тап-таса ҫуса ярать, вӗсем, шӑранса, ҫуллӑ хура юхан шыв тӗпне юхса анаҫҫӗ, унта ялкӑшса ҫунса, ҫурӑла-ҫурӑла каяҫҫӗ, лак пек йӑлтӑртатакан темӗн чухлӗ машинӑсем ҫав вӗҫӗ-хӗррисӗр улшӑнса тӑракан сӑнсем, тӗссем урлӑ шуса пыраҫҫӗ.

Вода начисто смывала их, они плавились, стекали на дно маслянисто-черной реки и вот уже горели там, полыхали, взрывались целыми каскадами, и поток лаково блестевших машин двигался через их калейдоскопическую пестроту.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫил лавсем ҫинчен ӳкнӗ утӑ пӗрчисене вӗҫтерсе ҫавӑрттарать, ут кӑкармалли вӑрӑм кашта патӗнче ватӑ ула курак сумлӑн уткаласа ҫӳрет, ун патӗнче ҫерҫисем хӗвӗшсе сиккелеҫҫӗ, пӗрре сывлӑша вӗҫсе хӑпараҫҫӗ, тепре тислӗкпе ҫемҫетнӗ ҫӗр ҫине сӑрӑ чул пек персе анаҫҫӗ.

Ветер гнал и крутил оброненные с возов клочки сена, у длинной коновязи важно прогуливалась старая ворона, около нее суетливо прыгали воробьи, то взмывая в воздух, то падая серыми комками на унавоженную землю.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сакӑр юланут хутор патнелле асӑрханса анаҫҫӗ.

Восемь всадников сторожко съезжали к хутору.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пыл хурчӗсем унтан илнӗ ҫӑвӑрсен пӗчӗкҫӗ кӳлеписене шӑтӑк хӗрринелле туртса тухаҫҫӗ, янӑравсӑррӑн сӗрлесе, вӗсемпе пӗрле ҫӗр ҫине вӗҫсе анаҫҫӗ.

Пчелы беспрестанно вытаскивали на лазок трупики детвы, слетали с ними, глухо жужжа.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утаҫҫӗ, шӑва-шӑва ӳкеҫҫӗ, шӑтӑксене пере-пере анаҫҫӗ.

Идут, скользят, срываются в пропасти.

Альп тӑвӗсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ҫаннисене чавса таран тавӑрса янӑ аллисенче курас милкесем кӑшӑртатса шӑваҫҫӗ, куҫӗсем таран кӗптесе ҫыхнӑ пичӗсем ҫине шурӑ тумламсем татӑлса анаҫҫӗ.

Мочалковые щетки ходили в их засученных по локоть руках, на закутанные по самые глаза лица сыпались белые брызги.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Поповпа Сидорин, тахӑш генералпа сыв пуллашса, крыльца ҫинчен анаҫҫӗ.

Попов и Сидорин, прощаясь с кем-то из генералов, сошли с крыльца.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑй тӗттӗм кӑвак шалпар шӑлавар тӑхӑннӑ, шӑлаварӗ тӑрӑх алтупанӗ сарлакӑш хӗрлӗ хӑюсем анаҫҫӗ, инҫетрен пӑхсан — генерал тейӗн ҫав!

Он был одет в темно-синие широкополые шаровары, по штанинам спускались красные ленты шириной в ладонь, если смотреть издали — точь в точь генерал!

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унӑн пичӗ тӑрӑх сӑмса кӑкӗнчен пуҫласа усӑнчӑк мӑйӑхпа витӗннӗ пирчек тути таранах кукӑр-макӑр пӗркеленчӗксем йӗрленсе анаҫҫӗ.

По щекам, от носа к черствому рту, закрытому негустыми вислыми усами, привычно-знакомые кривые ниспадали морщины.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем, хӗҫӗсене чӑнклаттаркаласа, учӗсем ҫинчен сике-сике анаҫҫӗ; взвод варринче вӗсем ярса илнӗ ҫын турткалашать.

Казаки, звеня шашками, спешивались, в середине бился схваченный ими человек.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ула кураксем ним хӑрамасӑр строй хыҫне вӗҫсе анаҫҫӗ, сарӑ пан улми куписем пек курӑнса выртакан ут тислӗкне чава-чава сӑхаҫҫӗ.

Вороны безбоязненно садились позади строя, гребли и клевали оранжевые яблоки конского помета.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӳллӗ тусен тӗссӗр кӑвак сӗвекӗнче вилнӗ казаксен пӗчӗкҫӗ кӑвак тӗмескисем вырта-вырта юлаҫҫӗ; суранланнӑ казаксем, ҫӗклесе тухма ӗлкӗрейменнисем, хӑйсем тӗллӗнех шукаласа анаҫҫӗ.

На серых скатах остались серые комочки убитых; раненые, которых не успели захватить, сползали сами.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав самантрах ун умӗнче мӑн алӑксем уҫӑлаҫҫӗ; пӗр тапранмасӑр, штыкӗсене йӑлтӑртаттарса, часовойсем тӑраҫҫӗ; мрамортан тунӑ пусмасем аялалла илсе анаҫҫӗ; лӑпкӑ, шӑп; таҫтан кантӑр ҫути ӳкет…

В эту же минуту перед ним стали открываться большие двери; неподвижно стояли часовые, блестя штыками; мраморные ступени вели вниз; спокойно и тихо; откуда-то падал полуденный свет…

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вырӑнӗ-вырӑнӗпе кӗрхи сарӑ сӑн ҫапнӑ сад пахчисем шыв хӗрринех анаҫҫӗ, пыл сӗрнӗ пек ҫутӑ-сарӑ панулмиллӗ туратсем кимӗ ҫинчен аван курӑнаҫҫӗ.

Сады, местами тронутые желтизной ранней осени, подходят к самой воде, и с лодки хорошо видны ярко-желтые, точно облитые медом, ветки с созревшими яблоками.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ун хыҫҫӑнах ыттисем те анаҫҫӗ.

Следом за ним спустились другие.

«Кунта вӗсем, кунта» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Шлепки хӗрринчен ун питҫӑмартийӗ ҫине ҫумӑр тумламӗсем юхса анаҫҫӗ.

Со шляпки на щеку ей стекали дождевые струйки.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урлӑн-урлӑн выртакан хумсем ҫийӗн каҫа-каҫа кайса, кимӗ те вылянать: шыв тӗпӗнченех ҫӗкленнӗ кӑпӑклӑ сулхӑн сирпӗнчӗкӗсем Елизаветӑн шурса кайнӑ пичӗ ҫине пӗрхӗнеҫҫӗ, юхса анаҫҫӗ тата тутӑр айӗнчен тухса кайнӑ ҫӳҫ пайӑркисемпе куҫ тӗкӗсем тӑрӑх тумласа тӑраҫҫӗ.

Плясал, перелезая через поперечные волны, баркас, и пенистые студеные брызги поднятой с глубин воды обдавали выпитое бледностью лицо Елизаветы, стекали и висли на ресницах и прядях выбившихся из-под косынки волос.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней