Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ тӗрӗсех ҫырнине те пӗлет, анчах мана хӳтӗлеме вӑй-хал ҫитереймест.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Манӑн кӳршӗ Энтрей хӗрӗх сотӑй ҫинчен тӑват ҫӗр-пилӗк ҫӗр пӑт ҫӗрулми пуҫтарса илет, унтан пӗрре урлӑ пурӑнакан Палтай ҫав ҫӗр ҫинченех ҫӗр пӑта ҫитереймест.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тӑрӑшать те ҫав, пурӗ пӗр турхана юраса ҫитереймест.
8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Уккан Микулай еннелле пӑхмалли урӑх сӑлтавсем те пур: Михапар арҫын ҫырлахтарсах ҫитереймест ӑна; ҫитменне Михапар кӗске турталлӑ ҫын, ним ҫук ҫӗртенех «нимӗр юрма» ӑста; Уккана пӗрмай хӗрача ҫуратан тесе ӳпкелешет…
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Медицина йӑнӑшӗсене суд кодексӗпе виҫме ҫук: пурне те пӗлсе ҫитереймест этем ӑсӗ.
9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Тӑлӑх арӑм хӑй тӗллӗн ҫӗнӗ пӳрт лартма вӑй ҫитереймест курӑнать, тахҫанхи упӑшки вара кӑна хӑйӗн ӗҫӗ тесе шутламасть.
9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тем пек аван мар пулсан та Тукай калаҫакансем патӗнчен пӑрӑнма хал ҫитереймест.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫавӑн пирки Марине кинемей кӗпи-йӗмне улӑштарса та ҫитереймест.
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пырӗ типнӗскер, арча умӗнче чӗр куҫленсе ларнӑскер — Моргиана хӑйне чарма та, хирӗҫлеме те вӑй ҫитереймест.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Моргиана халӗ сехӗрленме те, шухӑшне пӑрахӑҫлама та мехел ҫитереймест, мӗншӗн тесен тискер-усал тӗллев унӑн уйрӑлми пайӗ пулса тӑчӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Джесси аппӑшне тем пек шеллесен те — ӑсӗ унӑн ытла та кӗрет кӳрентерӳшӗн асапланнине тӳссе ҫитереймест; калӑпӑр — ешӗл йывӑҫ хӑйӗн ҫине типӗ вулӑ ӳксе пусӑрӑнтарнине тӗрӗс тесе йышӑнайман пекех.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Чи ӑнӑҫлӑ ӳкерчӗксем иментереҫҫӗ ҫеҫ; «Ҫапла, вӑл кунашкал та пулма пултарнӑ», — тетӗн, анчах сирӗн пӗтӗрӗнчӗк е сапаланчӑк кӑмӑл-туйӑмӑр яланах урӑхларах, чӑн-чӑн сӑнара уҫса кӑтартма вӑй ҫитереймест.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл хӑй мӗн калас тенине тепӗр чух каласа ҫитереймест, ҫавӑнпа та хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне манӑн ыйтупа йӑл куллисенчен пӗринпе ҫыхӑнтарчӗ, ҫак кулӑ уҫӑмлӑн ҫапларах евитлет:
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Учительница (ачасемшӗн вӑл турӑ пекех-ҫке!) ҫапла ҫирӗплетсех каланине халӗ те ӑнланса ҫитереймест Эверкки.
X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Саккас яраҫҫӗ, Герд ячӗ вӑрттӑнлӑхран тухать, статуйӑна Флоренцирен Гель-Гьюна кӳрсе килеҫҫӗ, хӑйӗн намӑсӗн ас тӑвӑмне унӑн усрав ывӑлӗ ӗмӗрлӗхех хӑварассине пӗлсен Паран ҫакна ҫине тӑрса, татӑклӑн хирӗҫ тӑрать, укҫа тӑкать, хаҫатсемпе усӑ курать, шантаж тӑвать, анчах ҫак палӑка урӑххипе ылмаштарма мехел ҫитереймест.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Халран яракан сисӗме нимӗн те курӑнми сӗмлӗх те вӑйлатать, унӑн чиккисене кӑвайтӑн вӑйсӑр ҫути малалла куҫарма мехел ҫитереймест.
VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Чунӗнче тӳлекрех те тӳлекрех пулса пырать; ӑвӑс ҫӑмхи икӗ дюймран та сахалрах юлнине асӑрхасан Гент вӑйӗ пӗтичченех выҫнине, кунтан кайма вӑхӑт тухнине туйса илчӗ; тата — пӗтӗмлетӳ: мул унӑн чунне чӗрмелесе кӑштах та суранлатаймарӗ, пурнӑҫӗнче, эппин, виҫесӗр мул витӗмӗ хуҫаланма хевте ҫитереймест, пуянлӑх тӗлӗшпе вӑл халӗ те лӑпкӑ-сӳрӗк.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гент ӑвӑс ҫурта ҫӑмхине кӑларчӗ, кӑштах касса илчӗ, касӑка кантра йӑлмакӗпе ҫирӗплетрӗ, чӗртрӗ, унтан ҫунаканскере тарӑн ҫыралла антарчӗ; ҫутӑ кӗҫех ҫурма ҫавра шайне ҫитрӗ, анчах мӑйӑр пысӑкӑш ҫулӑм ҫути авалхи-авалхи сӗм тӗттӗмлӗхе ҫӗнтерме-сирме вӑй ҫитереймест, кантра тӑррине аран-аран, хевтесӗррӗн ҫутатса хӗрлӗ пӑнчӑлла ҫеҫ хускалкалать.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫак ӳкерчӗке вӑл умне питӗ уҫӑмлӑ кӑларса тӑратрӗ, ҫак сӑнарлав вӑл урӑх нихӑҫан та курма пуҫлаймассипе хӑратать, пуҫ купташкине аркатма чӗнет, — ҫавӑнпа Рен хӑйӗн йышӑнӑвӗн татӑклӑхне тепӗр хут тӗпчесе-тишкерсе тертленме хал ҫитереймест.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.
Пуҫне пӗксе вӑл пулас упӑшкине куҫ айӗн тӗсет: Ван-Конет чӗнмест, сӑнӗнче тӗксӗм кулӑ, тимлӗхне пуҫтарма хевте ҫитереймест, шурсах кайнӑ, хӗре ӑшӗнче киревсӗр сӑмахсемпе ятлать, япӑх кӑмӑллӑ, аптӑранипе калаҫмашкӑн тытӑнса тӑракан Хуареца ылханать; акӑ тинех Консуэло амӑшӗ еннелле ҫаврӑнчӗ:
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.