Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ялхуҫалӑхне (тĕпĕ: ялхуҫалӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Февральти Пленум вӑрҫӑ хыҫҫӑн ялхуҫалӑхне мӗн тери ҫӳле ҫӗклеме палӑртса хунине пурте ӑнланаҫҫӗ-и кунта, юлташсем?

— Все ли здесь понимают, товарищи, какому стремительному подъему сельского хозяйства после войны положил начало февральский Пленум?

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тарпа та юнпа исленнӗ шинельне хывсан та, вӑл канӑҫлӑх шырамарӗ, юхӑннӑ ялхуҫалӑхне юсаса малалла аталантарас, ҫӗнӗ пилӗк-ҫуллӑхра палӑртнисене пурнӑҫлас ӗҫе пикенчӗ.

Помоги переводом

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Парти ялхуҫалӑхне коллективизацилесси, яла ҫӗнетсе урӑхлатасси ҫинчен питӗ паллӑ решенисем йышӑнма хатӗрленни ҫинчен Корчагин унран пуҫласа илтрӗ, вӑл ун пӗр сӑмахне сиктермесӗр итлесе ларчӗ.

От него Корчагин впервые узнал о принимаемых партией важнейших решениях — о коллективизации сельского хозяйства, перестройке деревни, и он жадно впитывал каждое слово.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

 — Татах задача тухса тӑчӗ: ҫав задача — ялхуҫалӑхне техникӑпа хӗҫпӑшаллантарассине Рощенски районӗнче ҫеҫ мар, пирӗн кӳршӗсемпе пӗрле тӑвассинче пулать.

 — И еще возникла задача, она состоит в том, чтобы техническое перевооружение сельского хозяйства вести не в одном Рощенском районе, а вместе с нашими соседями.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл кӗнеке ячӗсене вулама пуҫларӗ те тата ытларах тӗлӗнчӗ — кунта Энгельсӑн «Диалектика природы», Лермонтовӑн «Мцыри» те, Вильямсӑн «Ҫӗрӗҫӗн никӗсӗсем», Жданов юлташ Александров кӗнеки пирки тухса калани те, Бенедиктовӑн «Ялхуҫалӑхне вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи вӑхӑтра аталантарасси» те, «Этем мӗнли ҫинчен каласа пани», Чехов кӗнекисем, «Пушкин в изгнании», Мериме новеллисем, чылай кивелнӗ пӗчӗк кӗнеке — «Агитатор чӗлхи», «Авалхи Греци историйӗ».

Он начал перечитывать названия и удивился еще больше: тут были и «Диалектика природы» Энгельса, и «Мцыри» Лермонтова, и «Основы земледелия» Вильямса, и «Беседы о природе и человеке», и томики Чехова, и «Пушкин в изгнании», и новеллы Мериме, и щуплая и изрядно потертая книжка «Язык агитатора», и даже «История древней Греции».

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унтан, паллах, ӳснӗ-ӳснӗ те ҫитӗнсе ҫитнӗ; шӑпах ҫав вӑхӑтра ялхуҫалӑхне ҫӗнетме хӑтланнӑ темле пуян ҫынна хӑйӗн Крымӑн кӑнтӑрти ҫыранӗ ҫинчи виноград пахчисем вырӑнне ҫӗрмамӑк плантацийӗсем тӑвас шухӑш пырса кӗнӗ; вара вӑл такама хӑйне валли управляющий Ҫурҫӗр Америкӑран кӳме хушать; ӑна валли Канадӑра ҫуралнӑ, Нью-Йоркра пурӑннӑ Джемс Бьюмонта кӳреҫҫӗ; эпир сирӗнпе, вулаканӑм, хамӑр Петербургран е Курскран Арарат туне курман пекех, Бьюмончӗ вара нихҫан та ҫӗрмамӑк плантацийӗсене курман пулнӑ; ҫавӑн пек прогресситсемпе вӑл яланах ҫапла пулать.

Потом, разумеется, вырос и стал взрослым мужчиною; а в это время какому-то богачу и прогрессисту в сельском хозяйстве вздумалось устроить у себя на южном берегу Крыма вместо виноградников хлопчатобумажные плантации; он и поручил кому-то достать ему управляющего из Северной Америки; ему и достали Джемса Бьюмонта, канадского уроженца, нью-йоркского жителя, то есть настолько верст не видывавшего хлопчатобумажных плантаций, насколько мы с вами, читатель, не видывали из своего Петербурга или Курска гору Арарат; это уж всегда так бывает с подобными прогрессистами.

X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Валерий Павлов, Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи тата Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑ май, тӑтӑшах Патшалӑх Думин комитечӗсен ларӑвӗсене хутшӑннӑ, Пӗтӗм Раҫҫейри ял кооператорӗ сен съездӗнче пӗтсе пыракан ялсен шӑпи, квалификациллӗ кадрсем ҫитменни, ялхуҫалӑхне пулӑшу кирли пирки тухса калаҫнӑ.

Помоги переводом

Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3

«Хамӑн пӗлӳпе, пултарулӑхпа Чӑваш Ене - унӑн промышленноҫне, ялхуҫалӑхне - усӑ кӳмешкӗн туллин усӑ курма тӑрӑшӑп. Манӑн шухӑшпа, республикӑн Патшалӑх Канашӗ - Раҫҫейре чи лайӑххи», - вӗҫлерӗ хӑйӗн сӑмахне депутатпа гендиректор пуканӗсене вице-премьерӑннипе улӑштарнӑскер.

Помоги переводом

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Пирӗн вӑхӑтра ялхуҫалӑхне патшалӑх пулӑшнӑ.

Помоги переводом

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

2006 ҫулхи ҫырав ялхуҫалӑхне, ҫав шутра фермерсене аталанма, вӑй илме ҫул уҫса пачӗ.

Перепись за 2006 год стала толчком развития сельского хозяйства, в том числе фермерства.

«Ялта йӗрке - ҫӗршывра ҫителӗклӗ пурнӑҫ» // Н.МИЛЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней