Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шикленчӗ (тĕпĕ: шиклен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вара ӑҫта-ши вӗсем? — шикленчӗ шӑллӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл снарядсем кунтах ӳкесрен шикленчӗ, савӑнасса вара Хӗрлӗ Ҫар каялла таврӑнассине шанса савӑнчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫав вӑхӑтрах вӑл Полинана пӗр-пӗр «Вертихвостов» сӑхланасран, ун ҫумне сӗмсӗррӗн сӗкӗнсе ҫулӑхасран та шикленчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗррехинче, уҫӑ вӑхӑтра, Ула Тимӗр, юлташӗнчен велосипед илсе, Полина пурӑнакан яла ҫитсе ҫаврӑнма та шутланӑччӗ, анчах, каптӑркка, начар-нӗчӗр ҫи-пуҫлӑскер, пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн утма картса хунӑ савнийӗ умӗнче сайра, ҫемҫешке тӗклӗ ҫамрӑк автан пек курӑнма вӑтанчӗ, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗ те ӑна ӗҫрен пӑрӑнса ҫӳрекен тӗккеленчӗк вырӑнне йышӑнасран шикленчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурте йӗркеллӗ пек ӗнтӗ, ҫапах та кашни ирех чӗпӗсен клеткисем патне пынӑ чухне хӗрӗн чунӗ шикленчӗ.

Помоги переводом

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӑмарта вӑрлакана Арҫукпа Марине икӗ кун сыхларӗҫ, лешӗ шикленчӗ пулас — курӑнмарӗ.

Помоги переводом

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Пӗрре те ларса канман каччӑ, ӳсӗр ҫын пек сулкаланса, малаллах васкарӗ: Шумилов ҫывӑрса тӑрӗ те хӑйӗн сӑмахне улӑштарӗ тесе шикленчӗ вӑл.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мухаров хӑй сассинчен хӑех шикленчӗ.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Лавр ун чухне ирчченех хӳшӗре чӗтресе ларчӗ, ирхине вӑрӑсем пулнӑ вырӑнта юн таврашӗ пулманнине курсан тин кӑшт лӑпланчӗ, ҫапах та пӗр эрне хушши милицирен килмӗҫ-ши, тесе шикленчӗ

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пуринчен ытла студент Нинӑпа тӗл пуласран шикленчӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Халех ашшӗ умне тӑма шикленчӗ вӑл.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула каллех мӑшкӑлласран шикленчӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан кӑмӑлне хуҫасран шикленчӗ.

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сарри мӑрса, юнашарах ут ҫинче чӗтресе лараканскер, нимрен ытла стрелецкий голова хӑйсен енчи ҫынсен ячӗсене асӑнасран шикленчӗ.

Помоги переводом

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Паратпӑр, паратпӑр, — патша паллакан ҫынпа тавлашма шикленчӗ вырӑс.

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сафа-Гирей хулана темиҫе эрнелӗхе те пулин пӑрахса хӑварма шикленчӗ.

Помоги переводом

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темиҫе хутчен ыйтма тӑчӗ Сафа-Гирей, ҫапах чӗлхе ҫаврӑнмарӗ унӑн, улу карачипе татӑклӑнах вӑрҫса каясран шикленчӗ.

Помоги переводом

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑрҫмӗҫ-и? — шикленчӗ Йӑван, ун еннелле ҫаврӑнса.

Помоги переводом

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Шӗшлӗ ҫавна асӑрхарӗ пулас: мана урӑх ҫӑлкаламарӗ, тапмарӗ, эпӗ вилсе каясран шикленчӗ, ахӑр.

Помоги переводом

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла сӗмленнӗ май вӑл пӗр енчен кӗме тӑчӗ витене — лаша уринчен шикленчӗ.

Но когда подобрался к лошади, вдруг испугался:

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней