Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӳречисене (тĕпĕ: чӳрече) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑшӑ пултӑр тесе, чӳречисене ҫурри таран юр купаласа хупланӑ.

Помоги переводом

Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чашш! чашлатрӗ ҫӑра лапраллӑ шыв ик еннелле те хум ывӑтса, сирпӗнсе, хыҫҫӑнах сылтӑм енчен машина чӳречисене йывӑҫ тураттисем кӗленче каскӑчӗ каснӑ пек чӑкӑртаттарса чӑрмалани те илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӳречисене икӗ еннелле уҫӑлса тӑракан илемлӗ каркӑҫсем ҫакнӑ, пӳлӗм варринчи ҫавра сӗтеле юр пек чӑлт-шурӑ ҫитӗпе витнӗ.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Манӑн малтанах чӳречисене хупламалла пулнӑ, эпӗ вара… кайран тин аса илтӗм.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Чӳречесене картламалла», — шутласа илчӗ хӗр, хӑй ҫавӑнтах сарайӑн чӳречисене кармалли брезента антарса ячӗ.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Залӗ те йӑлтӑртатакан бал залӗ мар, тумтир хывса тӑхӑнмалли пӳлӗм, вӑлах вестибюль; чӳречисене хура хутпа карнӑ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Чирлӗ арӑмне пӑрахса вӑрҫа тухса кайнӑччӗ те, хӑйӗн хӑрах аллине шап-шурӑ бинтпа мӑйран ҫакса таврӑннӑ ҫӗре ял-йышсемпе тӑванӗсем пӳртӗн чӳречисене чуспа ҫапса лартнӑччӗ, алӑкне ут тимӗр ҫӑраҫҫипе питӗрсе илнӗччӗ.

Помоги переводом

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Виҫесӗр тарӑхнӑ Ҫтаппан, пӗр шухӑшласа тӑмасӑр, кайнӑ та Миххан хапхипе чӳречисене аркатнӑ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Хапхине, ҫенӗкне, чӳречисене мӗншӗн ҫапса ҫӗмӗртӗн?

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лавкка чӳречисене те, алӑкне те уҫрӗ…

Помоги переводом

Тетӗшӗ патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫук, Шигалейпе мӑрсасем чаплӑ ҫурт умӗнче чарӑнса тӑмарӗҫ, ун чӳречисене хӗреслесе хӑмапа ҫапнине курчӗҫ те лашисене малалла уттарчӗҫ.

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алӑкӗсене, чӳречисене чус татӑкӗсемпе хӗреслесе ҫапса лартнӑ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Вулӑс кантурӗн чӳречисене ҫапа-ҫапа ватнӑ…

А в волостных конторах зачастую выбивали окна…

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ачасем вулӑс правленийӗн чӳречисене чулпа пере-пере ватса пӗтернӗ.

А ребятишки выбили камнями все окна в волостном правлении.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӳречисене решеткепе тыттарнӑ.

Да и окна зарешечены.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лӑпкӑн ҫывӑракан ҫынсен чӳречисене пырса шан-шан-шан! шакканӑ та вӑл сехре хӑпартмӑшле кӑшкӑрса янӑ:

Он бегал от дома к дому, от окна к окну и будил мирно спящих людей истошным воплем:

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӳречисене тум-тирпе хупланӑ пӳртре ҫӗрле сас-чӳ тумасӑр эрех ӗҫсе ларакан шултра арҫынсем ҫине пӑхма мар, пӳрчӗ патне пыма хӑранӑ ҫынсем.

И снова окна дома завешивались старой одеждой, и односельчане боялись даже приблизиться к стенам, за которыми молчаливо пировали страшнолицые чужаки.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӳлӗм чӳречисене тул енчен тимӗр пралукпа тыттарнӑ, вӑл аякран пӑхма та тӗрме пекех курӑнать.

Помоги переводом

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӳречисене пралук карса кантӑк лартнӑ, хапхисем сӑрлӑ, пӳрт хыҫне таҫта ҫитиччен ҫӳллӗ хӳме тытса кайнӑ.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Савӑнӑҫӗ тулашӗнченех курӑнтӑр тесе, пӳрт чӳречисене, хапха юписене вӗрене ҫулҫисемпе, кӑтра хурӑн турачӗсемпе илемлетеҫҫӗ ялйышсем.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней