Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аҫтӑрханпа Ишмук ҫавӑнтах аманнӑ чӑваша кӑшт аяккинерех йӑтса кайрӗҫ.
Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫав сӗм вӑрман варринче чавнӑ вилӗм шӑтӑкне йывӑҫ ҫапса укернӗ чӑваша мар, этем телейне пытарнӑнах туйӑнса кайрӗ ӑна.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Мӗскӗн чӑваша шӑтӑк чавса, анчах йӑла-йӗркене тытмасӑр, Иннокентий хушнипе Тупӑксӑрах пытарчӗҫ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Савантер вӗсем пӗр-пӗрне хӑртнине итлесе тӑмарӗ, аманнӑ чӑваша тӑрантас ҫине хурса яла илсе кайма хушрӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пӗтӗм чӑваш ҫӗрӗ тӑрӑх чухӑн ҫынсене, ӗҫлекенсене пурне те юратакан патька-патша ҫинчен, вӑл Атӑл урлӑ каҫнӑ кунхинех тин ҫуралнӑ пӗчӗк чӑваша ят хуни, унӑн аталӑхӗ пулса тӑни ҫинчен ҫӗр ҫунатлӑ асамлӑ кайӑк пек ырӑ хыпар ҫав тери хӑвӑрт сарӑлчӗ.
Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ешӗл улӑх-ҫарансем, Вӑл юратать чӑваша — Ӗҫчен, йӳрӗк йӑваша.
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пӑшал ӑсти тесессӗн — Юнӑш кунтан кӗтсессӗн Мӗншӗн тесен чӑваша Вӑл ӗҫпеле хӑтланма Ӗлӗкрехри саманра Чарнӑ Петӗр, ман патша: Чӑваш ҫынни йӗркесӗр Хӑш чух ӗҫлет киревсӗр.
V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
— Акӑ, турӑ курать, тӳррипе калатӑп: халиччен хамӑр чӑваша усал туман, — ҫӳлелле пӑхса сӑхсӑхрӗ чунавальнӗк.
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Нимӗнле художнике те халиччен пӗтӗм тӗнче пӗлни пулман-ха, а ку чӑваша кӗске вӑхӑтрах пӗтӗм тӗнче пӗлчӗ!.. — Макар сасартӑк шавлама чарӑнчӗ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Ҫав госпитальте хуртланса выртакан ҫурма вилӗ чӑваша кӗтсе пурӑнатӑн эппин?..
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
— Эсир, мӗн, пӗр чӑваша вырӑнтан хӑвалаймастӑр-и?
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Чӑваша чӑвашла куҫарса парать те ҫавӑншӑнах укҫа илет.
4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӑна кайиччен эп пӗр-пӗр суккӑр чӑваша каятӑп.
7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫак чӑваша тухнӑ вырӑс, Северьян, мӗнле чиперччӗ тата!
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Таврари пур чӑваш ялӗ Пӑхӑнать Туканаша — Мӑрсана — ун хаярӗ-халӗ Паллӑ мӗнпур чӑваша.
Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.
— Мӗншӗн Виноградов-Мемме чӑваша пит хурлать! — терӗ пӗр ҫын.
Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӗрентесшӗн мар ҫав чӑваша.
Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
«Юрӗ, турӑ хӑй пӗлӗ-ха сана», — тесе каларӗ, тет, манах чӑваша.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗрре ҫав манах, хула тӑрӑх пынӑ чух, чӑваша курать, унран турӑ ҫуртне тума пулӑшу ыйтать.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хуҫа ҫапла калать, тет: чӑваша ҫӗрӗк пулӑпа тип ҫӑкӑр та ырӑ апат, чӑваш, ун кайӑкӗ евӗр, начар апатпа та пурӑнать тесе калать, тет.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.