Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗррехинче, ҫакӑн пек сӑмахсене итленӗ хыҫҫӑн, Базаров йӗрӗннӗ пек хулпуҫҫисене хӗстеркелесе илчӗ те ҫавӑрӑнса тӑчӗ.Выслушав подобную речь, Базаров однажды презрительно пожал плечами и отвернулся.
XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ман сансӑр та хуйхӑ ҫителӗклӗ, — терӗ те мирлешмелле Фомин, хӗвел ӳкнипе куҫне хӗстеркелесе, ҫурӑм ҫине рехетлӗн тӑсӑлса выртрӗ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан пӗр вӑхӑт пеме чарӑнчӗҫ те, Аксиньйӑшӑн чуна эпеклесе ачашлакан ҫывӑх сасӑсен тӗнчи уҫӑлчӗ: каврӑҫсен аял енчен ҫӳхе шурӑ мамӑк витсе илнӗ ешӗл ҫулҫисемпе шӑратса кӑларнӑ пек эреш чӗнтӗрлӗ юман ҫулҫисем чӗтренчӗклӗн вӗлтӗртетсе чӑштӑртатрӗҫ; ҫамрӑк ӑвӑссен ҫӑра чӑтлӑхӗнчен вӗҫӗ-хӗррисӗр кашланӑ сасӑсем юхса тӑчӗҫ; инҫетре-инҫетре, уҫӑмсӑр та салху сасӑпа, куккук такамӑн пурӑнса ҫитермен ҫулӗсене шутларӗ; кӳлленчӗк ҫийӗн вӗҫсе иртнӗ мӑйракаллӑ текерлӗк хистевлӗн: «Чӗрӗ-и? чӗрӗ-и?» — тесе ыйтрӗ; Аксиньйӑран пӗр-икӗ утӑмра сӑрӑ кӑвак тӗслӗ темле пӗчӗк кайӑк, пуҫне каҫӑрта-каҫӑрта, куҫне евӗклӗн хӗстеркелесе, ҫул лупашкинчен шыв ӗҫрӗ; ҫемҫе мамӑклӑ, тӗссӗр сарӑ тӗкӗлтурасем нӑрлатса вӗҫрӗҫ; улӑх чечекӗсен ҫеҫкисем ҫинче хӑмӑртарах сарӑ вӑрман пыл хурчӗсем чӳхенсе ларчӗҫ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫирӗк айӗнчи сулхӑнра выртакан иккӗмӗш взвод казакӗсем, вӗсене курса, карчӗсене аяккарах шутарса хучӗҫ, куҫӗсене ӑнланнӑ пек хӗстеркелесе, кулкаласа тата ассӑн сывланҫи туса, калаҫма пӑрахрӗҫ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем урисене кичеммӗн хӗстеркелесе тӑраҫҫӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Листницкий, куҫне хӗстеркелесе, вӑрахчен пенснине шӑлкаласа тӑчӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кӗлӗ юррисене юрласа пӗтернӗ ҫӗре Емельян Константинович тумланса ӗлкӗрнӗ, купӑста пуҫӗ пек ҫавра куҫӗсене хӗстеркелесе утса тухнӑ, хӑйӗн шыҫмак та ҫара аллине, архиерей хӑраххи, малалла тӑснӑ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унӑн сӑн-пичӗ ыйхӑллӑ, ӗшенчӗклӗ курӑнчӗ, вӑл, ҫутӑра куҫне хӗстеркелесе, ҫаплах йӑл-йӑл кулкаларӗ, ахӑртнех, темле питӗ лайӑх япала ҫинчен шухӑшларӗ пулмалла.Он казался сонным, томным, улыбался, щурился от огня и, по-видимому, думал о чем-то очень приятном.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хӑна ялӑн ӗлӗкхи пурнӑҫӗ ҫинчен ыйтса хут таткисем ҫырса аттене тыттарать, вӑл куҫӗсене хӗстеркелесе вулать те аса илсе каласа парать, лешӗ блокнот ҫине ҫырса пырать.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
- 1
- 2