Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халӗ, ҫав хӑрушӑ ҫултанпа вӑтӑр ҫул ытла иртнӗ хыҫҫӑн, вӗсем ҫинчен ҫурт никӗсӗсен мӑкӑрӗсемпе нӳхреп шӑтӑкӗсем ҫеҫ аса илтереҫҫӗ, унта-кунта рак хуранӗсен ванчӑкӗсем йӑлтӑртатса курӑнаҫҫӗ: выҫлӑх вӑхӑтӗнче ҫав рак хуранӗсене ҫырмасемпе кӳлӗсенче тытатчӗҫ, вӗсемпе ҫынсем выҫӑ вилесрен ҫӑлӑнса юлма тӑрӑшатчӗҫ.
Ӗмӗрхи депутат // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Мана кӗҫ-вӗҫ тытатчӗҫ, ҫавӑнпа хутаҫа ӑҫта май килнӗ ҫавӑнта чикме лекрӗ, вырӑнӗ пит меллӗскерех пулмарӗ…
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗлетӗн-и, енчен эпӗ ҫуран утнӑ пулсан, мана йытӑсемпе йӗрлесе тытатчӗҫ, енчен кимӗ вӑрласа леш енне каҫнӑ пулсан, кимӗ хуҫисем, эпӗ ӑҫта чарӑннине пӗлсе, ман йӗр ҫине ӳкетчӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эсӗ ик-виҫӗ минут тӑхтанӑ пулсан, вӗсене пурӗпӗр тытатчӗҫ!Тебе бы еще подождать две-три минуты, так их все равно бы захватили!
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Вагон сулланать, ҫавна май ҫынсем те сулланаҫҫӗ, стенасенчен тытатчӗҫ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
— Малтанах, партизансем хӑйсене лайӑх тытатчӗҫ, вӗсене пысӑк чӗреллӗ ҫынсем — Лексей Митрич Зиминпа Катерина Ивановна — пӗрле ертсе пыратчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Кэмпбела инкекрен кавалери ҫӑлчӗ, атту ярса тытатчӗҫ ӑна.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Чакса кайнӑ пулӑпӑр-ха эпир, халӗ вара вӗсем Наташкӑна тытатчӗҫ те, ҫак кравать ҫине тӑсса пӑрахса, ун чухне Польшӑра Франьӑна мӑшкӑлласа ирсӗрленӗ пек, мӑшкӑлласа пӗтеретчӗҫ…»
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем хӑйсен хаччисемпе вӑлтана шиксӗр ярса тытатчӗҫ те ҫӑтса яратчӗҫ.Они бесстрашно хватали клешнями крючок и отправляли его себе в рот.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
Казаксем килетчӗҫ е юланутсем ҫине ларатчӗҫ те: атьӑр, тетчӗҫ, вӑйӑ картисем аркатма каятчӗҫ вара, хӗрсем шалчасем тытатчӗҫ.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Кружок членӗсем училищӗне вулама юраман литература илсе пыратчӗҫ, вӑрттӑн кӑларнӑ листовкӑсемпе, «Искра» хаҫат номерӗсемпе, Маркс, Ленин тата Плеханов ӗҫӗсемпе паллашатчӗҫ, большевиксен организацийӗпе ҫыхӑну тытатчӗҫ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Акӑ ҫак халӗ эпир чей ӗҫсе ларакан вырӑнта мулкач тытатчӗҫ.— А вот на этом месте, где мы сейчас сидим и пьём чай, били зайцев.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем кайӑксене рогаткӑпа персех тытатчӗҫ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Покровск слободинче пурнакан китаецсем килтех пирус тӑватчӗҫ, ҫав пируссене сутма вара ачасене тара тытатчӗҫ.Китайцы, жившие в Покровской слободе, набивали гильзы и нанимали мальчишек торговать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1
- 2