Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

траншейӑсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вара хушӑсемпе траншейӑсем чавассине «грильяж ҫиесси» текен пултӑмӑр.

Рыть щели и траншеи называлось теперь «есть грильяж».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Боецсен куҫӗ умне Яссы патӗнчи хӗвелпе ҫунса кайнӑ тӑвар тӑприллӗ ҫеҫенхирсем, ҫын пӗвӗ пытанмалли траншейӑсем тата хура хӗреслӗ танксем, суккӑр, хӑрушла пысӑк чӗрчунсем пек, вӗри, усал шӑршпа сывласа, хӑйсем ҫинелле килнӗ пек курӑнаҫҫӗ.

И уже представлялись бойцам обожженные солнцем солончаковые степи под Яссами, траншеи полного профиля, и вражеские танки с черно-желтыми крестами лезут на них, как слепые чудовища, дыша горячим смрадом.

VII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Йышлӑн ӗҫлемелли ҫӗр ӗҫне — траншейӑсем алтса, вӗсене тултарса купалас ӗҫе чылайӑшне колхозниксем, пирӗн Адун ҫинчи туссем хӑйсем ҫине илеҫҫӗ.

Наиболее трудоемкие работы — земляные, рытье и засыпку траншей — берут на себя в значительной мере колхозники, наши друзья на Адуне.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Хӗрлӗ йӗр — автомобильсем ҫӳремелли ҫул, кӑвакки — ҫыхӑну, хӑмӑрри — трасса тӑрӑх трубасене турттарни, симӗсси — шӑратса сыпни, кӗренни — траншейӑсем алтни, ҫутӑ кӑвакки — трубопровода тасатни, изоляцилени тата ӑна траншейӑна антарса хуни, сарри — трубопровода шыв ярса тӗрӗслени, сирень тӗсли — траншейӑна ҫӗрпе тултарни, хӗрлӗрех кӑвак тӗсли — нефть уҫласа тӑракан станцине туни, хӗрлӗрех сарӑ тӗсли — тӗрлӗ ҫурт-йӗрсем.

Красная линия означала автодорогу, синяя — связь, коричневая — развозку труб по трассе, зеленая — сварку, розовая — рытье траншей, голубая — очистку, изоляцию и спуск трубопровода в траншею, желтая — испытание его водой, сиреневая — засыпку траншеи землей, фиолетовая — постройку нефтеперекачечного узла и оранжевая — гражданские сооружения.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Проливра траншейӑсем чавас тӗлӗшпе мӗн тӑвӑпӑр-ха, Кузьма Кузьмич, — чӑтаймасӑр ыйтрӗ Алексей.

— Что будем делать с рытьем траншеи в проливе, Кузьма Кузьмич? — поддаваясь минуте, спросил Алексей.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Хӗллехи вӑхӑтра проливра траншейӑсем мӗнле майпа чавассине Беридзе те, Ковшов та пӗлмен.

Ни Беридзе, ни Ковшов не знали, каким образом они будут зимой рыть траншеи в проливе.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫӗр чавмалли машинӑсемпе траншейӑсем алтас тата трубасене шӑратса сыпас ӗҫе ку таранччен ҫулла ҫеҫ тума пулать тесе шутланӑ.

Рыть траншеи землечерпалками и сваривать трубопровод считалось возможным только летом.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Чӑн малтан вӑл кӑмӑлсӑрланнӑ пекрех пулчӗ пулас: вӑл ӗнтӗ унта куҫма питӗ аван хатӗрленсе ҫитнӗччӗ, ӑшӗ те вӑрками пулнӑччӗ ун, анчах вилме тӳр килмерӗ-мӗн, каллех чӑн-чӑн пурнӑҫа, бомбӑсемпе траншейӑсем патне, салтаксем патне, юн патне таврӑнма тӳр килсе тухрӗ, ҫакна пула ӗнтӗ унӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлчӗ; унтан вӑл, мӗншӗн савӑннине чухламасӑрах, хӑй чӗре юлнӑшӑн савӑнчӗ, унтан вара — хӑраса ӳкрӗ, бастионран хӑвӑртрах тулса каяс килчӗ ун.

Самое первое впечатление его было как будто сожаление: он так было хорошо и спокойно приготовился к переходу туда, что на него неприятно подействовало возвращение к действительности, с бомбами, траншеями, солдатами и кровью; второе впечатление его была бессознательная радость, что он жив, и третье — страх и желание уйти скорей с бастиона.

13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Шура халь яланах Испание ӳкерет, вӗсен хушшинче: халиччен никам курман кӑвак пӗлӗт, кӗмӗл тӗслӗ слива йывӑҫӗ, хӗрлӗ сӑртсем; хӗвел хӗртсе ҫунтарнӑ, траншейӑсем чавса тултарнӑ, бомбӑсем ӳксе ҫурӑлнипе суранланса пӗтнӗ республика боецӗсен юнӗпе хӗрелнӗ Испани ҫӗрӗн ӳкерчӗкӗсем пур.

Сейчас Шура все время рисует Испанию: неслыханной голубизны небо, серебристые оливы, рыжие горы, обожженная солнцем земля, изрытая траншеями, истерзанная взрывами, залитая жаркой кровью республиканских бойцов…

Кӗрен кӗпеллӗ хӗрача // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Тротуарсем ҫинче траншейӑсем чаваҫҫӗ.

На тротуарах прорывали траншеи.

XII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Манӑн куҫ умне паян хампа пӗрле Чистые пруды таврашӗнче траншейӑсем чавнӑ типографи рабочийӗсем пӑшал тытса ҫапӑҫӑва тухни, вӗсем нимӗҫсен атакине епле сире-сире ывӑтни тухса тӑчӗ.

Я уже представлял, как рабочие типографии, которые сегодня рыли со мной траншеи на Чистых прудах, залегли с оружием на московских улицах и отбивают атаки немцев.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах хуторта вӑхӑтлӑха чарӑнса тӑнӑ Хопер казакӗсем хуҫалӑха унтан та ытларах сӑтӑр туса хӑварнӑ: выльӑх картин ҫатанӗсене йӑвантарса янӑ, ҫын кӗлетки ҫӳллӗш траншейӑсем чавнӑ; ытлашши ӗҫ туса чӑрманас мар тесе, кӗлет стенисене сӳтнӗ те пӗренисемпе траншейӑсен хӗррисене ҫирӗплетнӗ; чул хӳмене салатса тӑкса, пулеметпа пемелли бойница майлаштарнӑ; лашисене латти ҫук тирпейсӗррӗн пӑраха-пӑраха парса, ҫур капан утта сая янӑ; ҫатансене вутӑ вырӑнне ҫунтарнӑ, унтан тата пӗтӗм лаҫа лапӑртаса-шӑршлантарса хӑварнӑ…

Но еще больший ущерб хозяйству причинили хоперцы, стоявшие в хуторе постоем: на скотиньем базу они повалили плетни, вырыли глубокие, в рост человека, траншеи; чтобы не утруждать себя излишней работой — разобрали стены у амбара и из бревен поделали накаты в траншеях; раскидали каменную огорожу, мастеря бойницу для пулемета; уничтожили полприклада сена, бесхозяйственно потравив его лошадьми; пожгли плетни и загадили всю летнюю стряпку…

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мӑнастир патӗнче тата ытти чылай вырӑнсенче те хӗрлисем траншейӑсем чавса тухнӑ.

Возле монастыря и еще в ряде мест ими порыты траншеи.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Татарски пластунӗсен сотни траншейӑсем чавса хӑтланма ӳркенчӗ.

Сотня татарских пластунов поленилась рыть траншеи.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Траншейӑсем патне улӑхпа ӳкес пулсан, пуля ҫумӑрӗ айне лекес хӑрушлӑх пур.

Ехать к траншеям лугом значило подвергнуться обстрелу.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Каҫалапа пур ҫӗрте те траншейӑсем алтса пӗтерчӗҫ.

К вечеру рытье траншей всюду было закончено.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Беженецсем патӗнче тупса пынӑ пушӑ михӗсене хӑйӑр тултарчӗҫ, вӗсене траншейӑсем хӗррине вӗҫе-вӗҫӗн, бруствер хӑпартнӑ пек, хурса тухрӗҫ.

Все порожние мешки, найденные у беженцев насыпали песком, укладывали внакат, бруствером, перед сплошной линией траншей.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сулахай ҫырана каҫса килнӗ казаксем позицилле ҫапӑҫусене хатӗрленчӗҫ: васкасах траншейӑсем чаврӗҫ, тирек, хӗрлӗ ҫӳҫе, юман йывӑҫӗсене касрӗҫ, пӑчкӑсемпе татрӗҫ, блиндажсем турӗҫ, пулеметсем валли тарӑн мар шӑтӑксем чаврӗҫ.

Переправившиеся казаки готовились к позиционным боям: спешно рыли траншеи, рубили и пилили тополя, вербы, дубы, устраивали блиндажи и пулеметные гнезда.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑвна хытах хӗсме пуҫласан, Дон патне ҫитичченех чак, Вӗсене Усть-Хопертан Казански таран сылтӑм енчи хуторсене хӑваратпӑр та, хамӑр, Дон хӗрринче траншейӑсем чавса, оборона тытатпӑр.

Если тебя собьют — отступай до самого Дона, от Усть-Хопра до Казанской очистим им правую сторону, пороем над Доном траншеи и будем обороняться.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий вӗсен хыҫӗнчен утрӗ; кӗҫех ытти казаксем те ҫӗр пӳртсенчен чупса тухрӗҫ, ун хыҫҫӑн кукӑр-макӑр траншейӑсем тӑрӑх сӑрӑрах симӗс хумсем пек явӑнса, утса кайрӗҫ.

Позади сопровождал их Григорий, а за ним сплошной серо-зеленой волной двигались по зигзагам траншей выбежавшие из землянок казаки.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней