Поиск
Шырав ĕçĕ:
– Паянхи кун ҫынсене пысӑк пурнӑҫ стандарчӗсемпе тивӗҫтерсе, ыранхи ӑрусене ҫак экологи ҫутҫанталӑка сиен кӳмесӗр вӗсене парса хӑварасси.
Ярмӑркка пӗр тӗвве пухӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60696
Каярахпа Упандирова рабочисемпе пӗр чӗлхе тупса вӗсен ӗҫне кирлӗ пек йӗркелеме пултарайманшӑн мастертан кӑларчӗҫ, хӑйӗн кӑмӑлне тивӗҫтерсе хуралҫа лартрӗҫ.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Апла пулсан, отрасльти министерство тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакан, патшалӑха лайӑх пахалӑхлӑ сӗтпе тивӗҫтерсе тӑракан хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсемпе уйрӑм хушма хуҫалӑхсенче туса илнӗ сӗте тивӗҫтерекен хакпа вырнаҫтарма пулӑшасса шанмалли анчах юлать.
Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/
Анчах хуҫисене тивӗҫтерсе ҫитереймен, ав, — ҫыхсах илсе каяҫҫӗ ӑна.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ӗҫмелли шывпа тивӗҫтерсе тӑрассипе, урамсенчи ҫулсене юсаса йӗркене кӗртессипе, ялта ача-пӑча валли спорт площадкисем йӗркелессипе, урамсене ҫӗрле кирлӗ пек ҫутатса тӑмалла тӑвассипе, масарсене тирпей-илем кӗртессипе, карта-хӳмесене юсаса тӑрассипе, пӗвесене тасатса хӑтлӑлатассипе ялсенче иртнӗ ҫулсенче чылай ӗҫ туса ирттернӗ.
Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/
Предприяти пурӗ районти нумай хваттерлӗ 38 ҫуртра пурӑнакансене (пурӗ - 1035 абонент) тата 42 предприятие коммуналлӑ ыйтусемпе тивӗҫтерсе тӑрать.
Коммуналлӑ пулӑшусемпе тивӗҫтереҫҫӗ // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/12051 ... iv-cterecc
Ыйтнине тивӗҫтерсе, шофер мана Атӑл ҫывӑхнерехри автобуссем чарӑнакан вырӑна антарса хӑварчӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
«Тен, пурнӑҫри тӗп ӗмӗте — химипе биологи учителӗн специальноҫне алла илессине — тивӗҫтерсе, шӑпӑрт хатӗрленес те пединститута вӗренме кӗме экзаменсем парса пӑхас?» — ытла та илӗртӳллӗ, вӑрттӑн, теветкеллӗ шухӑш тӗвӗлерӗ каччӑ юлашкинчен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тӑван ялта ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул пӗтерсе свидетельство илсен, Ула Тимӗр, ял халӑхӗ ыйтнине тивӗҫтерсе, ҫулла Элекҫи ятлӑ юлташӗпе пӗрле сурӑх кӗтӗвӗ кӗтрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Раҫҫей хӗҫ-пӑшалӗн мухтавӗпе вӑйӗ, аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн хӑвачӗ тӑнӑҫлӑха тата пирӗн граждансен канлӗхне яланах шанчӑклӑн тивӗҫтерсе тӑнӑ.
Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/02/21/ole ... tnika-otec
«Чӑваш Ен - Атӑл чӗри» туризм кластерӗн тивӗҫтерсе тӑмалли инфратытӑм объекчӗсене тӑвас ӗҫсене вӗҫлерӗмӗр, «Валдай-45Р» хӑвӑрт ҫӳрекен карапсемпе пассажирсене турттарма пуҫланӑ, ача-пӑча туризмӗн программи пурнӑҫланать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Халӑха пахалӑхлӑ тата хӑрушлӑхсӑр коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтерсе тӑма Чӑваш Ен Строительство министерстви умне Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерствипе тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле 2023 ҫулта асӑннӑ хуҫасӑр шутланакан сетьсене каярахпа ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ҫаврӑнӑша кӗртме тӗллев лартатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Япӑх ҫанталӑка пула республикӑна электричествӑпа тивӗҫтерсе тӑрасси пӑсӑлнӑ тапхӑрта аварипе юсав ӗҫӗсене хастар хутшӑннӑ мӗн-пур ҫынна уйрӑммӑн тав тӑватӑп.
Олег Николаев Энергетик кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/22/gla ... et-s-dnyom
Чӑваш Енре отраслӗн сакӑр пин ытла ӗҫченӗ экономикӑн, организацисемпе предприятисен, транспорт комплексӗпе строительство сферин тата, чи кирли, пирӗн республика ҫыннисен йӗркеллӗ ӗҫ-хӗлне тивӗҫтерсе тӑрать.
Олег Николаев Энергетик кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/22/gla ... et-s-dnyom
Тӳлевсӗр препаратсемпе районти пульницӑн тивӗҫтерсе тӑмалла пулнӑ.Препараты должна была бесплатно предоставить районная больница.
Инвалида эмел паман // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33839.html
«Паянхи куна илсен Раҫҫейре хӑмла тата салат туса илекенсем рынока хӑйсен продукцийӗпе тивӗҫтерсе пыраймаҫҫӗ.
Хӑмла ӳстерекенсене субсиди партарасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33594.html
Эпир те хамӑр енчен патшалӑх пулӑшӑвӗпе туллин тивӗҫтерсе пыма тӑрӑшатпӑр.
Пултӑранпа кӗрешессине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ виҫӗ ҫулта уҫӑмлатса пама сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/09/pult ... -vice-cult
Ҫак уяв пассажирсем турттарассине куллен тата талӑкӗпех тивӗҫтерсе тӑракан, экономикӑпа промышленноҫа тухӑҫлӑрах ӗҫлеме, ҫынсен куҫӑмлӑхӗпе пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме пулӑшакан мӗн пур ҫынна – водительсемпе диспетчерсене, автослесарьсемпе механиксене, автотранспорт предприятийӗсен ӗҫченӗсене – ӑшшӑн саламлама май паракан лайӑх мел.
Олег Николаев Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/30/ole ... nika-avtom
«Эсир пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫ туса пыратӑр, халӑха информаципе тивӗҫтерсе район, республика, ҫӗршыв шайӗнчи лару-тӑрупа паллаштаратӑр.
Ӗҫтешӗмӗре саламлатпӑр, пӗрле савӑнатпӑр! // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9985-ctesh-m ... sav-natp-r
Ачисем эрне вӗҫӗнче хуларан пулӑшма килсе ҫӳреҫҫӗ, мунча хутса кӗртеҫҫӗ, апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерсе хӑвараҫҫӗ.
Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/