Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӳкен йывӑҫҫи ҫинчен иҫӗм ҫырли, куршанак ҫинчен смоква татаҫҫӗ-и?
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кашнийӗ хӑйӗн иҫӗмӗ айӗнче, смоква йывӑҫӗ айӗнче ларнӑ, никам та хӑратман вӗсене.12. И сидел каждый под виноградом своим и под смоковницею своею, и никто не страшил их.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫав кун вара эсир пӗрне-пӗри иҫӗм йывӑҫӗ айне, смоква йывӑҫӗ айне йыхравлатӑр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.10. В тот день, говорит Господь Саваоф, будете друг друга приглашать под виноград и под смоковницу.
Зах 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халиччен иҫӗм йывӑҫӗ те, смоква йывӑҫӗ те, нар йывӑҫӗ те, ҫу йывӑҫӗ те ҫимӗҫ паманччӗ; паянтан пуҫласа вара Эпӗ вӗсене пиллӗп.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Смоква йывӑҫӗ ҫеҫке ҫурмасан та, иҫӗм йывӑҫӗ ҫимӗҫ памасан та, ҫу йывӑҫӗ ӑнмасан та, тырӑ пусси ҫиме памарӗ пулсан та, картара — сурӑх, пӳлмекре мӑйракаллӑ выльӑх юлмасан та — 18. ҫавӑн чухне те эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӑп, хама ҫӑлакан Туррӑмшӑн хӗпӗртенӗп.
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Санӑн тӗреклӗлетнӗ пӗтӗм вырӑну пиҫсе ҫитнӗ ҫимӗҫлӗ смоква йывӑҫӗ евӗрлӗ: силлетӗн те ӑна — ҫимӗҫӗсем ҫиес теекен ҫыннӑн ҫӑварнех ӳкеҫҫӗ.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кашнийӗ хӑйӗн иҫӗм йывӑҫӗ айӗнче, хӑйӗн смоква йывӑҫӗ айӗнче ларӗ, вӗсене никам та хӑратмӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ.
Мих 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Амос Амасияна хуравласа каланӑ: эпӗ пророк та мар, пророк ывӑлӗ те мар; эпӗ кӗтӳҫӗччӗ тата смоква татса ҫӳреттӗм.14. И отвечал Амос и сказал Амасии: я не пророк и не сын пророка; я был пастух и собирал сикоморы.
Ам 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сирӗн тыррӑра Эпӗ ӑрша ярса та, шурӑхтарса та пӗтерсе тӑтӑм; сирӗн нумай пахчӑра, сирӗн иҫӗм ҫырли пахчисене те, смоква йывӑҫӗсене те, ҫу йывӑҫӗсене те хурт ҫисе яратчӗ — ҫавӑн чухне те эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эй чӗрчунсем, ан хӑрӑр: пушхирти кӗтӳлӗхсем курӑк ӳстерӗҫ, йывӑҫ хӑйӗн ҫимӗҫне кӳрӗ, смоква йывӑҫӗпе иҫӗм йывӑҫӗ хӑй вӑйне кӑтартӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иҫӗм йывӑҫӗсен аврисем типсе ларчӗҫ, смоква йывӑҫӗ шанса кайрӗ; нар йывӑҫӗ, пальма, улмуҫҫи, уй-хирти пур йывӑҫ та типсе хӑрчӗ; ҫавӑнпа этем ывӑлӗсен савӑнӑҫӗ те путланчӗ.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл манӑн иҫӗм йывӑҫӗсен аврине ҫаратса хӑварчӗ, манӑн смоква йывӑҫне хуҫса пӗтерчӗ, ҫырлине пуҫтарса илсе ҫап-ҫара тӑратса хӑварчӗ; турачӗсем унӑн шап-шурӑ пулса юлчӗҫ.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пушхирти иҫӗм ҫырли пек пулчӗ Маншӑн Израиль; смоква йывӑҫӗн малтанхи ҫырли пек, тин пиҫсе ҫитнӗ ҫырли пек, курӑнчӗҫ Мана сирӗн аҫӑрсем, анчах вӗсем Ваал-Фегор патне кайрӗҫ те намӑс ӗҫе тытӑнчӗҫ, хӑйсем те, хӑйсем саваканни пекех, ирсӗре тухрӗҫ.
Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Унӑн иҫӗм ҫырли аврисене, смоква йывӑҫӗсене ҫаратса хӑварӑп, ҫакӑн ҫинчен вӑл: «ку — еркӗнӗмсем парса тултарнӑ парнесем» тет.
Ос 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшапа ҫак хулара пурӑнакан пӗтӗм халӑх ҫинчен, сирӗнпе пӗрле тыткӑна илсе кайман тӑванӑрсем ҫинчен 17. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсем ҫине хӗҫ, выҫлӑх тата мур чирӗ ярӑп та вӗсене ҫиме юрӑхсӑр смоква ҫырли пек тӑвӑп; 18. вӗсене хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе хӗсӗрлӗп; Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑхшӑн сехре хӑппи туса хурӑп, Эпӗ вӗсене кирек ӑҫта хӑваласа ярас пулсассӑн та ҫавӑнти халӑхсем хушшинче ылханлӑ тӑвӑп, вӗсенчен тӗнче кулли тӑвӑп; 19. Эпӗ вӗсем патне Хамӑн чурасене — пророксене — ярсассӑн та, вӗсене ҫине-ҫинех ярсассӑн та вӗсем Ман сӑмахӑма итлемерӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫиме те юрӑхсӑр япӑх смоква ҫырли пирки вара Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иудея патшине Седекияна, унӑн улпучӗсене, Иерусалимра юлнӑ пӗтӗм ҫынна, — ҫак ҫӗр ҫинче юлнисене, — тата Египет ҫӗрӗнче пурӑнакансене Эпӗ ҫавӑн пекех тӑвӑп; 9. вӗсене ҫӗр ҫинчи пур патшалӑхра та хаярлӑхпа усал терт тӳсмелле тӑвӑп, вӗсене Хам хӑваласа янӑ пур вырӑнта та мӑшкӑл курмалла, хӑйсенчен кулнине-тӑрӑхланине илтмелле, хӑйсене ылханнине илтмелле тӑвӑп.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Навуходоносор, Вавилон патши, Иехонияна — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата Иудея улпучӗсене, алӑстисене, тимӗрҫӗсене Иерусалимран Вавилона тыткӑна хӑваласа кайнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа мана ҫапла кӑтартрӗ: акӑ Турӑ Ҫурчӗ умне икӗ пурак смоква ҫырли лартнӑ: 2. пӗр пуракӗнче — питех те паха ҫырла, ир пиҫекен ҫырла ҫапла пулать; тепӗр пуракӗнче — питех те япӑх ҫырла, вӑл ҫиме юрӑхсӑр.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсем санӑн тырру-пуллупа ҫӑкӑрна та, ывӑлусемпе хӗрӳсене те, сурӑхусемпе вӑкӑрусене те, иҫӗмӳпе смоква ҫырлине те ҫисе ярӗҫ; ху шанса тӑракан тӗреклӗлетнӗ хулусене хӗҫпе аркатса тӑкӗҫ.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Исаия каланӑ: смоква касӑкӗ илсе килччӗр те юхан-сурана ҫавӑнпа ҫавӑрса ҫыхчӑр; вара вӑл сывалать, тенӗ.21. И сказал Исаия: пусть принесут пласт смокв и обложат им нарыв; и он выздоровеет.
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16-17. Езекияна ан итлӗр: Ассири патшийӗ ҫапла калать: манпа тату тӑвӑр, ман патӑма тухӑр, эпӗ сире ҫак ҫӗр евӗрлех тепӗр ҫӗре — тырӑпа эрех ҫӗрне, улма-ҫырлапа иҫӗм пахчийӗсен ҫӗрне — илсе кайиччен кашниех хӑйӗн иҫӗмне, хӑйӗн смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗр, хӑй ҫӑлӗнчи шыва ӗҫтӗр.
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.