Поиск
Шырав ĕçĕ:
Таньӑн сӑмахӗсем секундлӑха илтӗнсе сасартӑках ҫухалчӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл хӑвӑрттӑн пӑрӑнса кайрӗ, унтан пӗр секундлӑха чарӑнса тӑчӗ те: — Алеша, чӑннипе калӑр, сире те кичем пулчӗ-и?» — тесе ыйтрӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кӗҫӗн Корабельнӑй кӗперӗ урлӑ каҫнӑ чух вӑл темӗскер шилетсе килсе, хӑйӗнчен инҫех те мар, бухтӑна ӳкнине курчӗ, халь ҫеҫ килсе ӳкнӗ япала секундлӑха шупкарах кӗрен хумсене йӑм хӗрлӗ ҫутӑпа ҫутатса илчӗ те куҫран ҫухалчӗ, унччен те пулмарӗ, вӑл шыва сирпӗтсе кӑларчӗ.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл, темиҫе секундлӑха чарӑнса тӑчӗ те, малалла ӑшшӑн та ҫемҫен каласа хучӗ:
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Анчах пӗр секундлӑха кӑна айккинелле ҫаврӑн — вучахра пачах урӑхла….
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ерофей Кузьмич партизансемпе пулнӑ хушӑра ҫак калаҫу секундлӑха та чарӑнмарӗ: пӗр-пӗринчен уйрӑм ирттернӗ уйӑх хушшинче пӗр ҫемьен пурнӑҫӗнче те нумай улшӑну пулса иртнӗ иккен…
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Мӗн пулассине кӗтсе, мӗн тунине тӳрлетме май ҫук-и тесе, эпӗ секундлӑха хускалмасӑр тӑтӑм.Я секунду стоял неподвижно, ожидая, что будет, можно ли поправить.
XXVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Эпӗ пӗтӗмпех астурӑм, пӗр секундлӑха та манӑҫа каймарӑм.
XXVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫакӑн пек калаҫусем хыҫҫӑн Ерофей Кузьмич ывӑннӑ кӑвак куҫӗсене пӗр секундлӑха хупса, чылайччен шӑппӑн, хускалмасӑр выртать, Васятка вара ҫак вӑхӑтра, ашшӗ хӑйне кӳрентернисене пӗтӗмпех манса, пур майсемпе те ашшӗне канӑҫ пама тӑрӑшать.
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Андрей ӑнланса илчӗ, Ярцева вӑл кунта пӗр секундлӑха та хӑварма пултараймасть.И Андрей понял, что он ни одной секунды не может оставлять здесь Ярцева.
XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӗтӗ шӑлӗсене кӑтартса, унӑн амӑшӗ, тӑван ачин ӳтне ыталанӑ аллине секундлӑха та вӗҫертмесӗр, тепӗр аллипе хӑйӗн асапне курма пынисем тӑсакан патаксемпе зонтиксене пӗр вӗҫӗмсӗр сире-сире ярать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫилленсе ҫитнипе чӗтрекенскер, хӑй вӑйне кура ниҫта кайса кӗрейми тунсӑхласа, мӗскӗне юлнӑ пирки асапланнипе сывлӑш ҫавӑрайми пулса, тыткӑна лекнӗ тискер кайӑк пӗр секундлӑха кӗтесре вилнӗ пек лӑпланса тӑрать, ӑссӑрланнӑ куҫсемпе пӑхать, ҫӗлен евӗр хӳрине вӑйсӑррӑн сулкаласа, пӑхать…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
- 1
- 2