Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

саккӑрмӗш сăмах пирĕн базăра пур.
саккӑрмӗш (тĕпĕ: саккӑрмӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ, вӑй хавшанӑ май, саккӑрмӗш ҫул — сад хуралҫи.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ҫакна курса, Алексей Курицын, саккӑрмӗш класра вӗренекен ача, вӗҫнӗ пек чупса аннӑ путакан ачана ҫӑлма.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Каласа хӑвармалла: асӑннӑ парад кӑҫал саккӑрмӗш хут иртет.

Помоги переводом

Парад мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратать // Хыпар. http://www.hypar.ru/cv/news/parad-manacl ... me-curatat

1941-1945-мӗш ҫулсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунине халалласа кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут «Шкул ҫулне ҫитменнисем тата ҫамрӑк армеецсем» патриотла акцине ирттернӗ.

Помоги переводом

«Ҫар паратӗнчи пекех кӑмӑл-туйӑм енчен ача садне ҫӳрекенсемпе ҫамрӑк армеецсен парачӗ», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/05/car- ... -sadne-ure

1941 ҫулта, Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ купах, вут-ҫулӑм ӑшне кӗрет, вӑрҫӑн саккӑрмӗш кунӗнчех пуҫран мина ванчӑкӗ пырса тивнипе йывӑр аманать.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Шкулта лайӑх вӗреннӗ хӗрача саккӑрмӗш класс хыҫҫӑнах Шупашкарти медицина училищине ҫул тытнӑ.

Помоги переводом

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Вертихвостов вара, «чӗресӗр юрату» туйӑмӗпе канӑҫне ҫухатса, чӑтӑмсӑр пӑлханса кайнӑскер, хӑй «сехетне» кӗтсе илчӗ пулас: никампа та сӑмах-юмах сутти туса тӑмарӗ — саккӑрмӗш класрах ял клубӗн киномеханикӗпе «тупйытӑлла» выляса хӗр чысне вараланӑ лапчашка кӗлеткеллӗ Сидорова Елизаветӑна, ытла та ҫӑмӑл тумлӑскере, астаруллӑ куллине ҫурхи кӗсре кӗҫеннӗ пек кустара-кустара яракан йӑкӑл-якӑла, хул хушшинчен ҫӑватрӗ те, шӑлне тӗрсӗр йӗрсе, ҫывӑхри пӗве ҫыранӗнче ашкӑрса ӳсекен хӑвалӑх патнелле талкӑштарса уттарчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Экзамен тытса саккӑрмӗш класа вӗренме кӗнӗ ачасене ҫак ушкӑнсен малти речӗсене тӑратнӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лӑпланма пултаратӑн, анчах саккӑрмӗш номерлӗ пӑра ӗнер юлашки парса ятӑм.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Эпир ыйтса хут ҫырнӑ, халлӗхе вара саккӑрмӗш номерлӗ пӑра парса яр.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Эпӗ саккӑрмӗш класс хыҫҫӑн комсомол путевкипе Ҫурҫӗр еннелле кайнӑччӗ те халӗ ак ҫак цеха лекрӗм, — ыттисенчен кӑшт хӑюллӑрах Люба хӗрсем ҫинчен каласа пама пуҫларӗ.

Помоги переводом

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Мӗншӗн тесен Шупашкар ГЭСӗн плотини — Атӑл ҫинчи саккӑрмӗш пӗве — Российӑн тӗп артерийӗ тикӗссӗн тапса тӑма ҫав тери кирлӗ.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Аслӑ ывӑлӑм саккӑрмӗш класра вӗренет, кӗҫӗнни — улттӑмӗшӗнче.

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тахӑш вӑхӑтра, темле майпа вӑхӑт йӳнеҫтерсе, эрнере саккӑрмӗш кун тупать-тупатех вӑл.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫамрӑк ҫын эрнере ҫичӗ кун хӳшши ваттисен йӑли-йӗркине хисеплесе пӑхӑнать пулсан, хӑйӗн йӑли-йӗркине палӑртма саккӑрмӗш кун тупма тӑрӑшать.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче аслӑ ачине, Ҫумккине — вӑл саккӑрмӗш класра вӗренетчӗ — хам пата вӑрмана ӗҫлеме илтӗм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл ӑна саккӑрмӗш класран вӗренсе тухсан техникума ярасшӑн, арӑмӗ — вӑтам шкула.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Эпӗ саккӑрмӗш класа ҫӳре пуҫларӑм.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Саккӑрмӗш кунне вӗсем тӑваттӑн килсе ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кирек мӗнле пулсассӑн та ҫирӗм саккӑрмӗш кунӗнче Воротынскипе Шигалей мӗн пур воеводӑсене, думнӑй дворянсене тата чиркӳ ҫыннисене хӑйсем патне «Воротынский ҫуртне» пуҫтарчӗҫ.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней