Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тарҫи хӑвӑртах пырса ҫитсе, хӑй мулӗ ҫинчен сиксе аннӑ та ҫӗҫӗпе чиксе, антилопӑна пусса пӑрахнӑ: унтан ӑна мул ҫурӑмӗ ҫине хӑпартса хурса, каллех йӗнер ҫинелле сиксе хӑпарнӑ та юланутлӑ хӗрарӑм хыҫҫӑн кайнӑ.
XXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Унӑн мулӗ — пултарулӑх: йӑпӑлти пулма япшар.
Йӑпӑлти // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 73–77 с.
— Мӗнле шутлатӑн, мулӗ питӗ аялта-ши? — ыйтрӗ вӑл.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ик хутлӑ чул ҫурт лартрӗ те рехетленсе кӑна пурӑнать, мулӗ кутӑн кӗрет тейӗн ҫав, тупата.Поставил двухэтажный дом и живет себе поживает; поневоле скажешь, богатство к нему само так и прет.
XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Мӗн тӑвӑн, ҫуртӗнче мулӗ пысӑк та, ҫутӑ куна ӑна укҫа парса илме ҫук-ҫке, вилсе кайрӗ.Что тут поделаешь, хоть и полон дом богатства, а на него жизни все равно не купишь, помер старик.
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫакӑ пулчӗ ӗнтӗ вӗсен ашшӗнчен юлнӑ пӗтӗм мулӗ.
Пролог // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ниҫтан тухма шӑтӑк тупаймарӗ те, мулӗ ҫинчен анса аллисене кӑкӑр ҫине тытрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Мулӗ ӗнтӗ, паллах, кашнин аллинех лекмест вӑл.
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑвӑр кӗрешӗвӗре этемлӗхӗн хальхи ӗмӗчӗпе ҫыхӑнтарса пырӑр, тӗрӗксен пусмӑрӗнчен хӑтӑлас тесе кӑна мар; хальхи принципсем ҫӗнтерччӗр тесе те кӗрешмелле, патша тытӑмӗ, религи, харпӑрлӑх мулӗ, вӑйлисен ҫеҫ хуҫа пулмалли йӗркесӗрлӗхсене йӑлт пӗтерсе тӑкмалла, халлӗхе вӗсене, ҫынсен социалла шухӑшӗ юлса пынине пула, тӗкӗнме юраман принцип вырӑнне хураҫҫӗ.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав ирсӗрсем пире пӗтӗмпе ҫунтарса ярасшӑн, кӗлпе тусан ҫинче лартса хӑварасшӑн; камӑн мулӗ пӗтмелле тейӗр эсир?Эти негодяи хотят все сжечь, превратить в прах и пепел; но чье добро, спрашивается?
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чӗлхи унӑн япшар та ҫивчӗ, каласа кӑтартмалли пулсан, ывӑна пӗлми калаҫать, хӑй тӗллӗн шухӑшласа кӑларма та вӗҫӗ-хӗррисӗр пултарать, итлеме кӑна ан ӳркен, Халим мулӗ хускалчӗ тейӗн: тумлам шывран тинӗс тӑвать, пӗрчӗрен ту купалать, пӗрчӗ пулмасан енчен — унсӑр та питех аптраса тӑракан йышши мар.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Мулӗ унӑн ӳссех пынӑ, йышлӑ кил-йышӗ ытлӑн-ҫитлӗн пурӑнать, хуҫин сӑмахӗ хисепре, хӑйне вара никам та юратмасть.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ку вӑл пӗтӗмпех урӑхла йышши халӑх, вӗсем ҫынна мулӗ тата ӑсӗ тӑрӑх пӗлеҫҫӗ.Это совсем особый народ, у них спрашивают о человеке только по деньгам и по уму.
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
52. Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен вӗреннӗ кирек хӑш кӗнекеҫӗ те кил хуҫи евӗрлӗ — ҫав хуҫа хӑй мулӗ управӑшӗнчен ҫӗннине те, киввине те илсе тухать, тенӗ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах та эсӗ хӑвна Турра уяма пӗлмен ҫынсемпе ан хутӑштар, хӑвна асап курас ҫынсен шутне те ан кӗрт, 77. мӗншӗн тесессӗн санӑн Ҫӳлти Турӑ патӗнче упранакан ӗҫсен мулӗ пур; анчах та ӑна сана юлашки вӑхӑт ҫитиччен кӑтартмӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Йӗркесӗр ҫыннӑн килӗнче халӗ те йӗркесӗрлӗх мулӗ ҫук-и-ха, ҫав килтех чакарса кӑтартакан, йӗрӗнтерекен виҫе ҫук-и-ха?
Мих 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Чӗрем Моавшӑн ҫунса шӑхличӗ пек нӑйкӑшать; чӗрем Кирхарес ҫыннисемшӗн ҫунса шӑхличӗ пек нӑйкӑшать: ӗнтӗ вӗсен пӗтӗм мулӗ тӗп пулчӗ; 37. кашнийӗ пуҫне хырнӑ, кашнийӗ сухалне каснӑ; пурте аллисене чӗрмеленӗ, пурте хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавна пулах ҫӗр тӗпӗ уҫӑлчӗ, ҫӑварне виҫесӗр карса пӑрахрӗ: ӗнтӗ вӗсен чапӗ, вӗсен мулӗ, вӗсен шӑв-шавӗ, вӗсене хаваслӑх-савӑнӑҫ кӳрекенни пӗтӗмпех ҫавӑнта анса кайӗ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Аман вӗсене хӑйӗн шутсӑр-сумсӑр мулӗ ҫинчен, ывӑлӗсен йышӗ ҫинчен, патша ӑна мӗнлерех асла хурса чаплӑ улпутсемпе патша ҫумӗнчи ытти ҫынсенчен ҫӳле ҫӗклени ҫинчен каласа панӑ.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эппин, патшан кӑмӑлӗ пулсассӑн, патшасен мулӗ упранакан ҫуртра, унта Вавилонра, Кир патша Иерусалимра Турӑ Ҫуртне тума ирӗк панипе паманнине шыраса тупчӑр, вара ӑна пире ярса паччӑр» тенӗ ҫырура.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.