Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лашанни (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дуняша, ҫивӗчӗсене ҫапкалантарса, картишне чупса тухрӗ, чӑх вити алӑкне шартлаттарса хупрӗ, унтан, сӑмси шӑтӑкӗсене чӑрмав умне тухса тӑнӑ лашанни пек сарса пӑрахса, картиш варрине тӑчӗ.

Дуняшка, болтая косичками, прожгла по базу, захлопнула дверцу курятника и стала посреди база, раздувая ноздри, как лошадь перед препятствием.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Андрее ҫурма тӗттӗмре хӗрарӑмӑн куҫӗсем, чӑхӑмҫӑ лашанни евӗр, вутлӑн-ҫиҫӗмлӗн ҫиҫсе, парӑнми ҫутӑлса тӑнӑн туйӑнчӗҫ.

А Андрею в полутемноте показалось, что глаз ее светится огнисто и непокорно, как у норовистой ненаезженной лошади.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсемпе пӗрле унта тата тепӗр хӗрарӑм пурччӗ — ҫӳлӗ те тӳп-тӳрӗ, хӑма евӗр лаптак кӗлеткеллӗскер; янах шӑммисем унӑн лашанни пекчӗ, хӑрӑм тӗслӗ хура, чалӑш куҫӗсем — тӗксӗмччӗ.

Была там с ними еще одна баба — высокая, прямая, плоская, как доска, с лошадиными челюстями и тусклым взглядом черных, точно угли, косых глаз.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Доктор хӑй тухса кайнӑ чух мана темле электричествӑпа ӗҫлеттермелли япала парса хӑварнӑччӗ, ун пирки эпӗ мансах кайнӑччӗ, халӗ ҫеҫ акӑ темӗн пирки кулса ятӑм та сивӗре лашанни пек час ирӗлмен ҫӑра пӑс хам ҫӑвартан тухнине асӑрхасан, ҫав япала ҫинчен аса илтӗм.

Уходя, доктор сунул мне какую-то электрическую штуку. Я сразу забыл о ней и вспомнил, когда, засмеявшись чему-то, заметил, что у меня, как у лошади на морозе, изо рта валит густой, медленно тающий пар.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней