Поиск
Шырав ĕçĕ:
Йӗр ҫинче шӑршӑ пит хытӑ кӗнӗрен, кайӑк хӑш еннелле чупса кайнине йытӑ пӗлеймест.
Сисӗм // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Йӑлана кӗнӗрен, — тет вӑл ҫийӗнчех.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ксени тата темскер каласшӑнччӗ, анчах Корней ӑна урӑх итлесе тӑмарӗ, тарӑхса аллипе сулчӗ те чуп тӑвас килнипе мар, йӑлана кӗнӗрен ҫеҫ тапак шӑрши кӗрекен сухалӗпе хӗрӗн мӑйне сӗртӗнчӗ, вара айкинелле пӑрӑнса утрӗ.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫавнашкал шухӑш килсе кӗнӗрен Григорий чӗрине темскер чиксе кайрӗ, кӑмӑлӗ пӑтранса килчӗ.От этой неожиданной мысли у него екнуло сердце, стало пакостно на душе.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тути хӗррисем ытла шалалла кӗнӗрен пит ҫӑмартисем ҫинче кӑшт палӑракан путӑксем пулса тӑнӑ; пӳрне сарлакӑш куҫхаршисем пӗтӗм ҫамки тӑрӑх выртнӑ.
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Марко Иванов хайхи тупӑ тӑвакан Калчо ҫуртӗнчен тухса хӑй килӗнчи арсенала пырса кӗнӗрен вара талӑк иртрӗ.
XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унӑн хуйхи-суйхи мӑн ҫын хуйхи-суйхинчен ҫӑмӑлрах пулнӑран тата хӑйӗн пуҫне ҫак минутра тепӗр ҫӗнӗ пысӑк шухӑш пырса кӗнӗрен манчӗ вӑл ӑна.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах ҫынсем ӳсӗрле тата юраман вырӑнта шыва кӗнӗрен, ача-пӑча киле хӑйсем тӗллӗн юлнӑран инкек-синкек пулсах тӑрать.
Тупӑшлӑ предприятисем нумайланнӑ // В.ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Халӗ вӑл, асӑннӑ ӑмӑртура ҫӗнтернӗ команда йышне кӗнӗрен, юлташӗсемпе пӗрле Спартакиадӑн Краснодар хулинче иртекен Раҫҫейри шайне хутшӑнма хатӗрленет.
«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20
Ун витӗр сывлӑш вӑйсӑр кӗнӗрен чӗпӗ йывӑррӑн аталанать.
Нарт-нарт кӑвакал // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№
26. Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗрен тӳпе хупӑнса ҫумӑр пулмасассӑн, вара ҫак вырӑнта кӗлтуса Санӑн ятна аслӑласассӑн, Эсӗ вӗсене ҫапла йӑвашлантарнипе вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗнчен пӑрӑнсассӑн, 27. Эсӗ тӳперен илтсемччӗ; вӗсене ҫӳреме ырӑ ҫул кӑтартса, Хӑвӑн чурусенӗн, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн, ҫылӑхне каҫарсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна еткерлӗхе панӑ ҫӗрӳ ҫине ҫумӑр ярсамччӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗрен тӳпе хупӑнса ҫумӑр пулмасассӑн, вара ҫак вырӑнта кӗлтуса Санӑн ятна аслӑласассӑн, Эсӗ вӗсене ҫапла йӑвашлантарнипе вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗнчен пӑрӑнсассӑн, 36. Эсӗ тӳперен илтсемччӗ, вӗсене ҫӳреме ырӑ ҫул кӑтартса, Хӑвӑн чурусенӗн, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн ҫылӑхне каҫарсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна еткерлӗхе панӑ ҫӗрӳ ҫине ҫумӑр ярсамччӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2