Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тухатмӑшсем хӑйсен ӑссӗн темӗскер мӑкӑртатма тапратсан, ҫавӑ ӗнтӗ вӗсем кӗлле кутӑн, хыҫалтан малалла вулалине пӗлтерет, ӑнлантӑн-и?Потому что если ведьмы бормочут, так это они читают «Отче наш» задом наперед.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кӑвакал, хирӗҫ калама сӑмах тупайманнипе аптраса, кутӑн чакнӑ.Утка, растерявшись не найдя что возразить, попятилась назад.
Хуркайӑкпа кӑвакал // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 171-172 с.
Ираида Алексейӗн пӳлӗмӗнчен кутӑн чака-чака тухрӗ.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
Ашшӗ-амӑшӗ комисси пырса кӗнӗ самантра ӳсӗр пулнӑ, ачисен умӗнче ашшӗ ҫара кутӑн ҫӳренӗ.
Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №
Ҫара кутӑн ҫӳренӗ
Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №
Вӑкӑрсем унӑн транспортне тӳпкелеҫҫӗ, кутӑн ҫавӑрса хуманни кӑна.
«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №
— Ара, хам миҫе ҫула ҫитнине те пӑхмалла кӑштах — кутӑн ҫавӑрсан икӗ акӑша аса илтерет вӗт!
«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№
23. Симпа Иафет тумтир илнӗ те ӑна хӑйсен хулпуҫҫийӗ ҫине хурса, кутӑн кӗрсе ашшӗн ҫарамасне витсе тухнӑ; вӗсем хыҫалалла пӑхса пынӑ, хӑйсен ашшӗн ҫарамасне курман.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тин кӑна ҫуралнӑ арҫын ача, медсестра аллинче самантлӑха кутӑн ҫакӑнса тӑнӑскер, ашшӗне чӗннӗн янӑратать палатӑна.
Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Пуҫне чикет те, кутӑн чака-чака, пуҫлӑх пӳлӗмӗнчен тухать, вара заместитель алӑкӗ ҫине мӗн ҫырнине икӗ-виҫӗ хутчен те вуласа тухать: «Министр заместителӗ — Коробкин С. В.» тесе ҫырнӑ иккен хура кӗленче ҫине.
«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Арӑмӗ хӑраса кайнӑ, кутӑн чакнӑ.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Алексей кутӑн чакрӗ, вара, пуҫне усса, пӳлӗмрен тухса кайрӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Сӑмах май, компани хӑйӗн ятне те уйрӑм тӗллевпе хатӗрленӗ пулнӑ: вӗсем роликлӑ тӑркӑчпа агрессивлӑ ярӑнассине кутӑн ҫавӑрса хурасшӑн (акӑлчанла: upside down) пулнӑ, роликлӑ тӑркӑчен пур пайӗсене те пӗрешкелли ҫине, вӗсене тепӗр компани кӑларнӑ пулин те, улӑштарма ма туса парасшӑн пулнӑ.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Ҫынни пӑрӑнса ӗлкӗрчӗ пулас, кутӑн чакрӗ те лумпа кӗреҫерен такӑнса ӳкрӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кутӑн чакрӗ Ҫӗпритун.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӗр тусӗнчен кивҫен ыйтать, теприн патне чупса каҫать — пурте кутӑн ҫаврӑнса тӑраҫҫӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Аптранипе кутӑн тӗртрӗ Куҫма купӑс пӗрӗмӗсене — пӗр сасӑ та, шӑна нӑйлатнӑ чухлӗ те сас кӑлармарӗ чаплӑ купӑс!
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сӑмавар умӗнче иккӗшӗ чылаях шӑкӑлтатса ларсан чей куркине чашӑкки ҫине шӑкӑрт! кутӑн май ҫавӑрса хучӗ те мана ҫапла каларӗ:
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Эккей вара, чӑнах та, лавкка махоркине шӑршланӑ хыҫҫӑн тин кутӑн вӑкӑр тапранать, тулли лавпа хуҫине яла аванах ҫитерет.
Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.
Час-часах куҫҫуль кӑлара-кӑлара ача кутӑн выльӑха пӑхӑнтарса ӗҫлеттерме хӑтланнӑ.
Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.