Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кунти сăмах пирĕн базăра пур.
кунти (тĕпĕ: кунти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Капитан кунти летчиксен хушшинче Балашов шкулӗнче хӑй вӗрентнӗ ҫынсене тупать.

Среди лётчиков капитан находит своих бывших учеников ещё по Балашовской школе.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Климов штурман кунти хулари больницӑра вилнӗ, вӑл экспедиципе каякансенчен пысӑк ҫӗр ҫине ҫитнӗ пӗртен-пӗр ҫын.

Здесь умер в городской больнице штурман Климов, единственный участник экспедиции, добравшийся до Большой земли.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хай вӑл кунти ҫынахчӗ.

Она была здешняя.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл кунти пӗр сӗт майрин сивӗ сарайӗнче выртса тӑнӑ.

Он был у одной молочницы в холодном сарае.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл кунти пур шӑтӑк-ҫурӑка пӗлет, ну, вырнаҫнӑ вара мачча ҫине.

А он тут все ходы-выходы знает, ну, и поселился на чердаке.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Подъездра тӗттӗм, анчах эп кунти кашни пусӑмах астӑватӑп.

В подъезде у нас темно, но тут уже я помню каждую ступеньку.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫӳлти чӳречесем, вӗсем урлӑ кунти сасӑсем тулалла вӗҫсе тухса, Мускав ҫийӗпе ярӑнса ҫӳренӗн туйӑнать.

А окна наверху были открыты, и мне казалось, что звуки выходят на улицу, плывут над Москвой.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Уяв умӗнчи кунсенче кунти ҫивитти тимӗрӗ управдом тата дворниксен ури айӗнче халтӑртатса тӑнӑ, вӗсем кунтан канатсемпе фасад ҫине транспорантсем хӑпартнӑ, портретсем майлаштарнӑ, тӗрлӗ тӗс парса ҫунакан иллюминаци лампочкисене йӗркеленӗ.

В канун праздников железо кровель грохотало под ногами управдома и дворников, которые спускали отсюда на канатах или подтягивали на фасаде транспаранты, портреты и светящиеся разноцветными огнями лампочки иллюминации.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ку хӗр кунти пуп тӑванӗн хӗрӗ мар: вӑл ҫак крепӑҫе илнӗ хыҫҫӑн ҫакса вӗлернӗ Иван Мироновӑн хӗрӗ, — терӗ.

Эта девушка не племянница здешнего попа: она дочь Ивана Миронова, который казнен при взятии здешней крепости.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Унта грушӑсем, панулмисем, апельсинсем урам варринчех ӳсеҫҫӗ иккен, мӗн чухлӗ ҫиес килет, ҫавӑн чухлӗ тат та ҫи, уншӑн сана кунти ҫырла-ҫимӗҫ садӗнчи хуралҫӑсем пек ҫурӑмран тӑварпа персе ӑшалантармаҫҫӗ те иккен.

в котором груши, яблоки, апельсины росли прямо на улицах, так что можно срывать их сколько угодно и никто за это не всадит тебе в спину хороший заряд соли, как сторожа в наших фруктовых садах.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах унти йӗкехӳресем пӗрре те кунти пек мар, вӗсем кролик пек курӑк ҫисе пурӑнаҫҫӗ.

Но это совсем другое: они едят траву, вроде кроликов.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна кунти цырульник Степан Парамонов эмеллесе тӑчӗ.

Лечил его здешний цирюльник Степан Парамонов.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Итле-ха, мужичок, эсӗ кунти ҫӗршыва пӗлетӗн-и?

— Послушай, мужичок, — сказал я ему, — знаешь ли ты эту сторону?

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ кунти ҫил-тӑмансем ҫинчен илтнӗччӗ, вӗсем ҫулҫӳренсене обозӗ-обозӗпе юр айне шӑлса лартни ҫинчен пӗлеттӗм.

Я слыхал о тамошних метелях и знал, что целые обозы бывали ими занесены.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кунти шукӑльсен ҫивчӗ сӑмахӗсем култармарӗҫ ӑна; чӑнкӑ сакӑлтак патӗнче тӑни те хӑратмарӗ, ҫав вӑхӑтрах ытти пикесем вара ҫухӑраҫҫӗ те куҫӗсене хупаҫҫӗ.

Остроты здешних денди ее не смешили; крутизна обрыва, у которого она стояла, ее не пугала, тогда как другие барышни пищали и закрывали глаза.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кунти ученӑйсен шухӑшӗпе ку провал тахҫан сӳннӗ кратер пулнӑ имӗш, урӑх ним те мар; вӑл Машук сӗвекӗнче, хуларан пӗр ҫухрӑмра тӑрать.

По мнению здешних ученых, этот провал не что иное, как угасший кратер; он находится на отлогости Машука, в версте от города.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӑйсене кунти аристократсем тесе шутлакансем вара, хапсӑннине кӑтартас мар тесе; ун тавра пухӑнчӗҫ.

Те, которые почитают себя здешними аристократками, утаив зависть, примкнулись к ней.

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кунти чӗлхепе балкӑсем текен шырлансенчен пӗрне ансан, эпӗ лашама шӑварма чарӑнтӑм; ҫак хушӑра ҫул тӑрӑх шавлӑ та чаплӑ кавалькада кунталла килнине куртӑм, хӗрарӑмсем хура та кӑвак амазонкӑсемпе, каччисем вара черкессенни пек те мар, чул хуларисенни пек те мар, темле тумтир тӑхӑннӑ; малта Грушницкий Мери княжнапа пырать.

Спустясь в один из таких оврагов, называемых на здешнем наречии балками, я остановился, чтоб напоить лошадь; в это время показалась на дороге шумная и блестящая кавалькада: дамы в черных и голубых амазонках, кавалеры в костюмах, составляющих смесь черкесского с нижегородским; впереди ехал Грушницкий с княжною Мери.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӗсене савакан ҫынсем ҫулсерен улшӑнса пыраҫҫӗ кунти хӗрарӑмсем ырма пӗлми кӑмӑллӑ пулма пултарнин сӑлтавӗ те ҫакӑнтах-и, тен.

Всякий год их обожатели сменяются новыми, и в этом-то, может быть, секрет их неутомимой любезности.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ кунта ҫынсен чӑн ячӗсене пурне те улӑштартӑм пулин те, кунта кам ҫинчен каланӑ, ҫавсем хӑйсене палласа илме пултарӗҫ тата кунти тӗнчерен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ ҫыннӑн тивӗҫсӗр ӗҫӗсене тӳрре кӑларӗҫ-и, тен, унсӑрӑн вӗсем халичченех ӑна ҫеҫ айӑпланӑ пулӗччӗҫ-ха: эпир вӗт мӗн ӑнланнине кирек хӑҫан та тенӗ пекех каҫаратпӑр.

Хотя я переменил все собственные имена, но те, о которых в нем говорится, вероятно себя узнают, и, может быть, они найдут оправдания поступкам, в которых до сей поры обвиняли человека, уже не имеющего отныне ничего общего с здешним миром: мы почти всегда извиняем то, что понимаем.

Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней