Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кунти сăмах пирĕн базăра пур.
кунти (тĕпĕ: кунти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку тӗлӗшпе тӗрлӗ программӑсем пурнӑҫланса пынӑран кӗҫех кунти ача ҫуртӗнче пӗр ача та юлмӗ.

Помоги переводом

Пысӑк та туслӑ ҫемье // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Унтан комсомол путевкипе 13 салтак кунти трубопрокат заводне ҫул тытрӑмӑр.

Затем по комсомольской путевке 13 солдат направились в здешний завод трубопроката.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Кунти армантан пысӑк пахалӑхпа тухакан шурӑ ҫӑнӑх чи кӑпӑшки, чи шурри, чи лайӑххи пулса декабрӗн 30-мӗшӗнче Мускавра иртнӗ «Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑнӑхпа кӗрпе пахалӑхӗн куравӗнче» ылтӑн медаль тата пӗрремӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.

Помоги переводом

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Чукун ҫул сарса каймалли вырӑнсене паллӑ тӑвакансенчен пӗри кунти ҫынсенчен пӗр сурӑх ыйтнӑ иккен, чӑвашсем ӑна сурӑх парайман.

Помоги переводом

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Чукун ҫула кунти халӑх, Атӑлҫи нимӗҫсен тата тыткӑна лекнӗ ют патшалӑх ҫыннисен вӑйӗпе ҫӗкленӗ.

Помоги переводом

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Кунти сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче яланах кадрсем ҫителӗксӗр, пӗр-икӗ ҫул каялла уҫнӑ ачасен медицинӑпа диагностика центрӗ те чылайччен пӗтӗм вӑйран ӗҫлеймерӗ.

Помоги переводом

Ача сывлӑхӗ ҫирӗп пулмалла // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Кунти вӗрентӳ пулӑшать-и?

Помогает ли здешнее обучение?

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

Кунти утсем пурте хӑйне евӗрлӗ.

Помоги переводом

«Кунта чунпа канатпӑр…» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Вӑл кунти материалсеме усӑ курса хӑех пысӑк стенд хатӗрленӗ.

Она, используя здешние материалы, сама подготовила большой стенд.

Тӗпчевӗпе музей хӑнисем паллашаҫҫӗ // Василий ЦЫФАРКИН. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Вӗсенчен пӗрремӗшӗ шӑпах кунти Йӑлкӑш ялӗнче пурӑнакансене савӑнтарнӑ.

Первый из них обрадовал жителей, живущих именно в Илгыш.

Элӗксен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Ҫапла пурӑна киле кунти йӑхташсем тӑван чӗлхепе вулама маннӑ ҫеҫ мар, вӑл кирлех те мар текен шухӑш патне килсе ҫитнӗ.

Таким образом со временем здешние соплеменники не только подзабыли читать на родном языке, но и пришли к мысли, что он как бы не нужен.

Хусанкай ҫӗршывӗ чӑвашла манчӗ-ши? // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Кунти уй-хир таса, кӗрхи тулӑ та ҫӳллӗ ҫитӗннӗ, ҫапах та сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑ ҫук мар.

Здесь поля чистые, озимая пшеница пошла в рост, однако вредные насекомые имеются.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Шала кӗрсен кунти тирпейлӗхе асӑрхарӑм.

Зайдя во внутрь заметил здешнюю благоустроенность.

Ботаника пахчи — илемлӗ те кӑсӑклӑ вырӑн // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2788.html

Кунти салтаксен ниҫта та мар, патшалӑхӑн чи ҫӳллӗ шайӗнче иртекен мероприятисене хутшӑнма тата хисеп караулӗ тӑма тивет.

Помоги переводом

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Кунти йышӑну та ҫырлахтармасть ӑна.

Помоги переводом

«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Станислав Матвеев директор пӗлтернӗ тӑрӑх — патшалӑх учрежденийӗ хӑй хӳттине илнисенчен чылайӑшӗшӗн кунти пурнӑҫ ҫӑтмахринчен кая мар.

Помоги переводом

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

— Маншӑн кунти режима хӑнӑхасси чи йывӑрри пулчӗ.

- Для меня самое трудное было привыкание к здешнему режиму.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Граждансемпе юридици сӑпачӗсене тара панӑ е вӑхӑта палӑртмасӑр усӑ курма панӑ республика харпӑрлӑхӗнчи лаптӑксене Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче пӑхса ҫаврӑннӑ май комисси кунти 556,4 га лаптӑка арендӑна илсе фермер хуҫалӑхӗ тухӑҫлӑ усӑ курни пирки пӗтӗмлетнӗ.

Помоги переводом

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Район пуҫлӑхӗ М.Пуклаков, ЧР Патшалӑх статистикин Федераллӑ службин Территорири органӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Л.Егорова Чулкас ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Л.Ивановпа тӗл пулса кунти лару-тӑрӑва сӳтсе яврӗҫ.

Помоги переводом

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Унӑн мӑшӑрӗ Ишлей ялӗнче ӳснӗ, кунти шкултан вӗренсе тухнӑ.

Помоги переводом

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней