Поиск
Шырав ĕçĕ:
Калаҫнипе кӑмӑлӗ тулнӑ Ревлен Петрович хуньӑш хваттерне савӑнӑҫлӑн пырса кӗчӗ.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Хӑй ҫинчен калаҫнипе именсе кайнӑ хӗр ваттисен сӑмахне урӑх итлесе тӑмарӗ, сӑлтав тупса, килкартине пушӑ витресем ҫӗклесе тухрӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хӑйӗн йӑнӑшне инструктор ҫав тери нумай та хӗрӳллӗн калаҫнипе тӳрлетрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хӗрсе калаҫнипе хӗрӗн кӗре пичӗ хӗрелнӗ, ҫаврака хура куҫӗсем ҫӑлтӑр пек ялкӑшаҫҫӗ, кулса илмессерен йӑлтӑрти шурӑ шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Мӗн калаҫнипе ҫитӗ!
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кунта урӑх ним ӗҫ те ҫуккине, малалла калаҫнипе ывӑлне хур кӳни ҫеҫ пуласса та ӑнланчӗ.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Каҫарттарса калаҫнипе те юсама пулатчӗ-и, тен, ку йӑнӑша.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Миххана пӑхӑнмасӑр калаҫнипе Микула ун умӗнче тата маттуртарах арҫын пулса тӑчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Уретник чунсӑр калаҫнипе тарӑхса, Ҫтаппан йӗркипе каласа пама хатӗрленӗ сӑмахӗсене ҫухатрӗ те: — Тупма пулӑшсамӑрччӗ, ваше благороди! — терӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ватти хӑйӗн тахҫанхи тусне тӗл пулса унпа тӑраниччен калаҫнипе телейлӗ тапӑрта, ҫамрӑксем хӑйсен вӑй-халне кӑтартнипе, темиҫе кун хушши те пулин улӑхра ним шухӑшсӑр савӑнса ҫӳренипе телейлӗ.
5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кунта калаҫнипе те ҫитӗ.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Урасмет Патрик арӑмӗ патӗнче мӗн калаҫнипе пӗрре те ӑша илмерӗ, ӑна вӑл кулса ҫеҫ ирттерсе ячӗ.
7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Такамсем калаҫнипе Аспар ҫӗрле вӑранчӗ.
Ҫӗрлехи хӑна // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Калаври ача пӗр ҫӗрте тӗрӗс мар калаҫнипе кама пӑсрӗ — сана-и, Долгова-и? — тетӗп эпӗ.
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Ну, калаҫнипе ҫиттӗр, юлташсем.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хирӗҫсе калаҫнипе ӗҫ пулмӗ, кум, — кӑмӑлне ҫаврасшӑн пулса, ҫемҫен каларӗ Эльгеев.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ассӑн сывласа илтем те, тӑлӑха хывса калаҫнипе ӗҫ тухас ҫук, ман пек сывлӑхлӑ та пит-куҫлӑ тӑлӑхсене шанӑҫ пулас ҫук, терӗм.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑл пирӗнпе сывпуллашрӗ те йывӑҫ урипе таклаттаркаласа, хӑйӗн туйисем ҫине таянкаласа, иодоформ шӑршине те, хӑй пирӗн патӑмӑрта пулса калаҫнипе ӳсӗркелесе кулкаланине те, хуйхӑллӑ сӑмахӗсемпе петӗм кӑмӑла йывӑрлатса хӑварнине те пирӗн ҫуртран хӑйпе пӗрле илсе тухса кайрӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Мӗнпе? — Нок вӗҫӗмсӗр чӑркӑшса калаҫнипе тарӑхса ҫитнӗскер — Гелли хул пуҫҫисене ҫилленчӗклӗн сиктерчӗ.— В чем? — раздосадованная постоянно придирчивым тоном Нока, Гелли сердито пожала плечами.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Калаҫнипе вара тутӑ пулаймастӑн.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.