Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑлӑхтарса (тĕпĕ: йӑлӑхтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрмай запчаҫсем пирки хашкаса ҫӳремелле, пӗрмай механизаторсемпе вӑрҫмалла – йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑн пек ҫӳрени мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Те эпӗ ӑна ытла та йӑлӑхтарса ҫитертӗм, те вӑл мана шеллерӗ, те тата эпӗ хамӑн хавхалануллӑ сӑмахсемпе ӑна хӑйпе те ҫӗклентерсе ятӑм, — пӗлместӗп, анчах икӗ эрне иртсен, вӑл мана ҫав ӗҫе майлаштарса пачӗ.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

«Санитарка ӗҫӗ йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, килӗшми пулчӗ. Хулана кайса пӗр-пӗр завода пуҫа чикмелле мар-ши тетӗп. Ҫавӑнпа чун-чӗре лӑпкӑ мар», — кулкаларӗ Альбина.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Пыра-киле Хусан ханне пӑхӑнса пурӑнни вӗсене йӑлӑхтарса ҫитернӗ.

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа ӗнтӗ ним усӑсӑр тертленни Карлая час йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эрне хушши вӗсем пулӑ яшки пӗҫерсе ҫисе пурӑнчӗҫ, Санюкпа Федьӑна пӗр йышши апат йӑлӑхтарса ҫитерекен пулчӗ, анчах урӑх нимӗн те шутласа тупаймарӗҫ-ха.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Малтанхи талккӑмра ывӑлӗпе кинӗ ашшӗне (Пурис амӑшӗ икӗ ҫул каяллах, пуҫ ҫаврӑннипе аптӑраса пурӑннӑскер, ҫӗре кӗнӗччӗ) чиперех пӑхкаланӑ пекки турӗҫ-ха, каярахпа ҫакӑ вӗсене йӑлӑхтарса ҫитерчӗ курӑнать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Купӑста яшкипе тӑрантарма тытӑнсан вӑл йӑлӑхтарса ҫитерни пирки ахальтен мар-тӑр халап ҫӳрет.

Помоги переводом

Сӑнӗ улшӑнчӗ, "чунӗ" пуянланчӗ // Ревокат МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Вӗсен юрринче сасӑ ӗнерӗвӗ-килӗшӗвӗ ҫук, хӑйсем те вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштермеҫҫӗ: ҫак мӗскӗнсем тахҫанах пӗр-пӗрне йӑлӑхтарса ҫитернӗ, пӗр-пӗрне ҫӑкӑр татӑкӗ тупма чӑрмантараҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ют ҫынсем унӑн чӗринчи ырӑ туйӑмӗ ҫинчен калаҫни Микулана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Е арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫ йӑлӑхтарса ҫитерчӗ-и?

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кун пек ӗҫ Бернадские те йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Маншӑн пулсан… — хурланарах калаҫма тӑрӑшрӗ вӑрӑ-хурах, — ку пурнӑҫ хама та йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑрсан урӑх сӑмах тупӑнмарӗ-ши, е ӑна ку тавлашу йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, вӑл тарҫине ырӑ та, усал та каламарӗ.

Помоги переводом

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупая ку айванла сӑмахсем йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Унсӑрӑн ӗлӗкхи савнисем ҫинчен палкани йӑлт йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Амӑшне те йӑлӑхтарса ҫитернӗ ӗнтӗ…

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Тӗрӗссипе каласан, Исакова кабинетри ӗҫ тахҫанах йӑлӑхтарса ҫитернӗ ӗнтӗ.

По правде говоря, Исакову уже давно надоело работать в кабинете.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Пӗр йышши калаҫу та мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

Да и надоело отвечать на одинаковые вопросы:

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней