Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Юрату» йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, ун ҫинчен пур арҫынсемпе хӗрарӑмсем те ялан пӗр пек сӑмахсемпе пуплетчӗҫ.Надоела «любовь», о которой все мужчины и женщины говорили одними и теми же словами.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл тӗрӗ ӳкерчӗкне хӑй шутласа кӑларнӑ, виҫҫӗмӗш хӗл ӗнтӗ ҫав ӗҫпеле ларать, — вӑл ӗҫ ӑна пит йӑлӑхтарса ҫитернӗ, час-часах вара кӑнтӑрла, эпӗ ерҫнӗ вӑхӑтра, вӑл мана калать:
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав хӗллехи юр та хӑйӗн таса ҫивиттийӗпе витсе хума пултарайман чыссӑр ҫурӑкра, ҫырма тӗпӗнче, шыв йӗнӗ пек чӑмпӑлтатнӑ хушӑра, йӗпе тутӑр таткисем ҫат та ҫат тутарнӑ хушӑра сӑмахланисем, ҫав вӑрттӑнла япала ҫинчен, мӗнпур йӑхсемпе халӑхсем те ӑҫтан тухни ҫинчен ҫавӑн пек намӑссӑррӑн, усаллӑн халлапласа илнисем мана хӑратса йӗрӗнтеретчӗҫ, кӑмӑл-шухӑша хам йӗри-тавра йӑлӑхтарса, хупӑрласа тӑракан «романсенчен» аяккалла тӗрте-тӗрте яратчӗҫ; «роман» тенӗ ӑнлавпа манӑн пуҫра ирсӗр, аскӑнчӑкла истори ҫинчен ӑнланасси таччӑнах ҫыхӑнса тӑратчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Йӑлӑхтарса ҫитерчӗ пулӗ вӑл туррине!
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тӗлӗнмелле сӑмахсем, хам пӗлмен ятсем йӑлӑхтарса асра тӑрса юлатчӗҫ, чӗлхене кӑтӑклатчӗҫ, кашни минутрах вӗсене калас килетчӗ — сасӑсене илтсен мӗне пӗлтернийӗ паллӑ пулӗ тен?
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑш чух вӑл ҫывӑрса кайнӑ пекех туйӑнать мана, эпӗ вулама пӑрахатӑп та эсрелӗ кӗнекине пӑхкалатӑп — ытла та вӑл мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ун патне ҫӗрле уйӑх ҫути ҫутатнӑ чухне, ҫӑварни умӗн, ҫанталӑк ӑшӑтса ярсан пырса тухрӑм; чӳречери тӑваткӑл форточкӑран, ӑшӑ пӑспа пӗрле, урамалла тӗлӗнмелле сасӑ янраса тухатчӗ, темле пит вӑйлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ ҫын ҫӑварне хупса юрланӑ пек туйӑнатчӗ; сӑмаххисем илтӗнместчӗҫ, анчах юрӑ сассине хӗлӗх сасси йӑлӑхтарса пынипе ӑна итлеме кансӗрлет пулин те, юрри мана ытла та палланӑ тата пит те ӑнланмалла юрӑ пек туйӑнса карӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Йӑлӑхтарса ҫитерчӗ мана вӗсем патӗнче.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Пӳртре вӑл улама пуҫлӗ, йӑлӑхтарса ҫитерӗ…
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Володя ҫут тӗнчере нимрен ытла йӑлӑхтарса ҫитернӗ сӑмахсене калама юратманнине, вӗсенчен йӗрӗннине эпӗ пӗлсех тӑратӑп, Варенька та вӑхӑт ирттересшӗн ҫанталӑк пирки е урӑх япала ҫинчен калаҫнинчен яланах кулать, — анчах пӗрле ларнӑ чух мӗншӗн-ха, пӗр-пӗринчен вӑтаннӑ пек пулса, вӗсем иккӗшӗ те ялан чӑтмалла мар йӗрӗнтерекен сӑмахсем калаҫҫӗ?
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакна пула, классикла музыка ҫӑмӑлтарах тесе шутласа тата хама урӑхларах йышши ҫын пек кӑтартасшӑн тӗмсӗлсе, эпӗ сасартӑк нимӗҫ композиторӗсем ҫырнӑ музыкӑна килӗштерсе пӑрахрӑм, «Sonate Pathétique» мана, тӗрӗссипе калас-тӑк, тахҫанах чӑтмалла мар йӑлӑхтарса ҫитернӗ пулин те, ҫав сонатӑна Любочка каланӑ чух ытла та хаваслантӑм, хам та Бетховенӑнне каларӑм, тата ку ята Беетховен текелерӗм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Астусах тӑратӑп-ха, пӗр каҫхине Любочка чӑтмалла мар йӑлӑхтарса ҫитернӗ пассажа фортепьянӑпа ҫӗр хут та каларӗ пулӗ, ҫав вӑхӑтра Володя хӑна пӳлӗмӗнчи диван ҫинче тӗлӗрсе выртрӗ, хаяррӑн тӑрӑхласа, кама каланине питех палӑртмасӑр, сайра хутран ҫапла мӑкӑртатрӗ: «Ай пултарать… музыка калакан ку хӗрача… Бетховен!.. (ку ята вӑл уйрӑмах тӑрӑхласа каларӗ), маттур… ну, тата тепӗр хут… вӑт ҫапла» т. ыт. те.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир искусствӑпа ҫутҫанталӑка пӑтраштарма ҫав тери хӑнӑхса кайнӑ та, пире ҫутҫанталӑкӑн живопиҫре нихҫан тӗл пулман сӑнлӑхӗсем ӗненмелле мар пек туйӑнаҫҫӗ, ҫутҫанталӑк чӑн-чӑн пек мар курӑнать, е тата пачах урӑхла: живопиҫре ытла нумай тӗл пулакан сӑнлӑхсем йӑлӑхтарса ҫитернӗ пек курӑнаҫҫӗ, чӑн пурнӑҫра тӗл пулакан хӑшпӗр сӑнлӑхсем вара, пӗр шухӑша, пӗр туйӑма ытла та вӑйлӑн палӑртаканскерсем, шутсӑр ӗлккен пек туйӑнаҫҫӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ чӳрече патӗнче тӑратӑп, ирхи хӗвел ҫав икӗ хутлӑ чӳрече витӗр мана чӑтмалла мар йӑлӑхтарса ҫитернӗ класс пӳлӗмӗн урайне тусанлӑ пайӑркасем ӳкерет, эпӗ хура доска ҫинче алгебрӑн темле вӑрӑм уравненине шутлатӑп.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Юлашки сыпӑкне вӑйлатса, accent circonflex-па, ҫунатланса французла каланӑ ун сӑмахӗсем мана ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитернӗччӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Нимех те мар, матӑшкӑ, — тенӗ лешӗ, — эпӗ сире йӑлӑхтарса ҫитертӗм пулӗ, ҫавӑнпа мана кил-ҫуртӑртан хӑвалатӑр…
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗрре ӗҫкӗ-ҫикӗсем, ухатана ҫӳренисем тата дворецри илӗртӳсем йӑлӑхтарса ҫитерсен, ҫак хан аулсемпе хуласем тӑрӑх хыпар саракансене ҫакӑн пек хыпар сарма хушрӗ тет:
Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.
Мана вӑл ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Пукан ҫинчен тӑра-тӑра ун патне пыни йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.
Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Липучка паян пурне те хӑлха йӳҫӗхиччен йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.
Саша вӑрттӑнлӑхӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.