Поиск
Шырав ĕçĕ:
Майӗпе вӑл Недошлепкинӑн ҫынпа калаҫас йӑлисемпе йӗркисене хӑнӑхса йышӑнса пынӑ, хӑюлланнӑ, хӑйӗн вӑйне шанакан пулнӑ тата ытти те, анчах ку — нумай кайран пулнӑ, анчах халлӗхе вӑл утильсырье складне йышӑннӑ та ӗҫе тытӑннӑ.
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Вӑл калама ҫук хӗпӗртесе кайрӗ, тепӗр бутылка шампански илсе килме хушрӗ (ку ӗнтӗ ун йӑлисемпе пачах килӗшмест), пирӗн пӳлӗме темле палламан господина чӗнсе кӗчӗ те ӑна ӗҫтерме пикенчӗ, Gaudeamus igitur юрларӗ, хӑйпе пӗрле ыттисене те юрлама ыйтрӗ, унтан Сокольникине катаччи чупмашкӑн кайма сӗнчӗ, анчах Дубков ӑна: ку ачалла хӑтланни пулать, терӗ.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах ҫак операцие туса ирттерме хушнӑ аслӑрах коммунарсем хӑйсем те ӗлӗк вагонсем айӗнче ҫӳренӗ, ҫулҫӳревҫӗсен йӑлисемпе психологине лайӑх пӗлнӗ.
53 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл чукча халӑхӗн кулленхи пурнӑҫӗпе, вӗсен йӑлисемпе паллашма шут тытрӗ.
Экэчо ывӑлӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫак ҫынсенче вырӑссен патриархаллӑ улпучӗсен йӑлисемпе Версальти патша дворецӗнчи йӑласем, хӗвеланӑҫӗнчи аристократсен ҫывӑха леҫмен морги казак атаманӗсен иксӗлми хастарлӑхӗпе, дипломатсен чеелӗхӗпе тискеррисен чунсӑрлӑхӗ хутӑшса пӗрлешсе тӑнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫав чӑнлӑха илтсе, арӑмӗ ӑна ҫавӑнтах ӑнлантӑр, ӑна ӗнентӗр, вара, ҫав чӑнлӑха шанса, хӑйӗн ухмахла ӳпкелешӗвӗсемпе куҫҫулӗсемпе — хӑйӗнче халиччен пулман ҫав хӗрарӑм йӑлисемпе текех ан кансӗрлетӗр.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Раса йӑлисемпе пурӑнӑҫ условийӗсене тата профессине пула тӗрлӗрен костюм тӑхӑнса ҫӳрекен национальноҫсем ҫавӑн пек пӗрле хутӑш тӑнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр; кусем ҫумне тата хура ӳт-тирлӗ негрсене — офицерсен грумӗсене е юнашар сеттльментри плантаторӑн посыльнӑйсене хушӑр: вӗсем пӗчӗк ушкӑншарӑн тӑрса, хӑйсем хушшинче калаҫса тӑнӑ пек е тата тӳремлӗхре фургонсем хушшинче ним тӗлсӗр сулланса ҫӳренӗ пек вӗсене шухӑшпа хӑвӑрт умӑра кӑларса тӑратӑр; урапасем ҫинче пӗр мӑшӑр йывӑр тупӑ; оригиналлӑ пуласшӑн парусина айӗнче ҫывӑрма тӑрӑшакан офицерсем йышӑннӑ пӗр-ик шурӑ палатка; штыклӑ винтовкӑсем пӗр виҫ-тӑват винтовка, — ҫаксене пурне те шухӑшпа хӑвар умӑра кӑларса тӑратӑр та, сирӗн куҫсем умне вара Техас чиккинчи, цивилизаци хӗрринчи ҫар форчӗн чӑн картини тухса тӑрӗ.
IX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Пӗр енче — кӑткӑс тӗп: ҫӗр улпучӗпе крепӑсла хресчен, господинпа тарҫӑ, разночинецпа дворянин, законсен тӗрлӗ йӑлисемпе ҫыхӑнса тӑракан кодекс, священникпа судья хушшинчи ҫыхӑну; ҫынсене алӑран та, ураран та тӑллакан хисепсӗр нумай тӑлӑсем: патшалӑх хысни, тӑвар налогӗ, кашни чунтан тӳлеттерекен парӑм, тӗш-мӗшлӗх, фанатизм, королӗн пысӑк прави, скипетр, престол, законсӑрлӑх.
VI. Хӗвел тухса саралнӑ вӑхӑтра // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Анчах сунарҫӑ, тимӗрҫӗ, пулӑҫӑ ӗҫӗпе пурӑнсан, пурӑнӑҫ йӑлисемпе йӗркисене те ҫав вӗренмен ахаль ҫынсенченех кура хӑнӑхатӑн.
XIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӗсем тавра шпионсем асӑрханса явӑнса ҫӳрерӗҫ, вичкӗн хӑлхисемпе хыттӑнрах каланӑ уйрӑм сӑмахсене тытрӗҫ, ҫынсен сӑнӗсене, йӑлисемпе сӑмахӗсене астуса юлма тӑрӑшрӗҫ; урам тепӗр енчен вӗсем ҫине пиҫиххинчен револьвер ҫакнӑ полицейскисен ушкӑнӗ пӑхса тӑчӗ.
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пурнӑҫ яланах ҫавӑн пек, — вӑл ҫуллен-ҫул пӑтранчӑк шыв юххи пек пӗр евӗрлӗн те вӑраххӑн таҫталла юхса тӑрать, вӑл ҫынсен куллен-кун пӗр пек шухӑшласа, пӗр ӗҫ туса пырас тахҫанхи йӑлисемпе ҫирӗп ҫыхӑнса тӑрать.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӗсен йӑлисемпе кӑмӑлӗсене тата чунӗсен пахалӑхне кӑтартса вӑл питех те ылханлӑ сӑмахсемпе ятлаҫса илчӗ.И не скупился на бранные слова для определения их душевных свойств, нравов и обычаев.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тискер кайӑксен йӑлисемпе пурӑнакан ытти дикарьсем пекех, вӗсем тыткӑна илнӗ европеецсем ҫине ҫавӑрӑнса та пӑхмарӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Севедж доктор кунта пилӗк эрне ирттернӗ, вӑл кунти ҫынсен йӑлисемпе кӑмӑлӗсене сӑнаса ҫӳренӗ.Доктор Севедж провёл тут пять недель, собирая сведения о нравах и обычаях туземцев.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эпӗ ку ҫӗршыва пӑртак пӗлетӗп, кунти тискер ҫынсен йӑлисемпе те паллашнӑ.Я немного знаю эту страну, нравы и обычаи её диких обитателей.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл туземецсемпе пӗрлешсе кайса вӗсен пурӑнӑҫне, йӑлисемпе кӑмӑлӗсене питӗ аван ҫырса кӑтартнӑ.Он вступил в сношение с туземцами и составил подробное описание их внешности, нравов и обычаев.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Отец Алексей уншӑн тӗн йӑлисемпе кӗлтурӗ.
XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Халӑх йӑлисемпе патша ҫурчӗн виҫисем йӑлтах урӑхла.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Дивизи штабӗн начальникӗ тӗрӗссине каланӑшӑн Листницкий кӑмӑллӑ пулчӗ: кунта офицерсенчен нумайӑшӗ монархистсем-мӗн; казаксенчен виҫҫӗмӗш пайӗ — Усть-Хопер, Кумылжевски, Глазуновски тата ытти станицӑсенчен, авалхи тӗн-тӗшмӗш йӑлисемпе пурӑнаканскерсем; революцие ырласах каймаҫҫӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑйӗн юлташ-танкисчӗсенчен вӑл шухӑш-кӑмӑлӗпе те, ҫиелтен пӑхсан та, хӑйӗн пурнӑҫри йӑлисемпе те — нимӗнпе те уйрӑм тӑман.
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.