Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халӗ акӑ вӑл Поляков йӑмрасем айӗпе утса кайнине пӑхса тӑрать.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Хурҫӑ колоннӑсен ҫуммипе, вӗсен йӑрӑс кӗлеткисем ҫӑмӑллӑн йӑтса тӑракан тӳпе-ҫивитти айӗпе утсан-утсан, пулас столовӑйсенчен пӗрин патне, улӑп-корпус ҫумне тӗртсе тунӑ ҫурт айккине, тухрӑмӑр.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Шатера кӗрсе курас текенсем мӑнаҫлӑ Мӑкӑр кӗперне сӑнарлакан макетӑн арлӑкӗ айӗпе утрӗҫ.
Агрослетра ял-сала малашлӑхне ҫамрӑксен куҫӗпе хаклассине тӗп вырӑна хучӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/
Ҫапла майпа карта айӗпе хӗсӗнсе тухмалӑх шӑтӑк алтрӑм-алтрӑмах.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Шутларӑм-шутларӑм та карта айӗпе хӗсӗнсе тухмалӑх шӑтӑк тумалла-иҫ терӗм.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Гитлер портретне те, пралук карта айӗпе кӗрсе, тепӗр енне ҫакса ятӑмӑр.
Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.
Усал шӗвек наркӑмӑшӗпе хӗрсе хӗтӗхленнӗ ӑш вӗҫҫи пуҫа арпаштарсах минретме пуҫласан, чун куҫҫулӗпе тасалнӑ, чӗреренех пӑчӑртанса тухакан сӑмахӗсене сӑмса айӗпе нӑрӑлтатса йӑвалантарма пуҫларӗ:
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Пӗр чӗлхе тупса пӗр-пӗрин чун калинккисене яриех уҫса ярсан, пӗр-пӗринпе ӗмӗрлӗхех пӗр сӳнми юратӑва тӗвӗлӗнме сӑмах татсан, пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрне ыталаса илсе чуп тума та хатӗрччӗ вӗсем, пуласлӑхӑн асамлӑ тӗнчинелле ҫутӑлса, ҫунатланса, ҫумма-ҫумӑн, алла-аллӑн тытӑнса «асамат кӗперӗ айӗпе утаканскерсем»…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Выртакан чул айӗпе те шыв юхмасть.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чи малтан картишне урамран хапха айӗпе хӗсӗнкелесе кӗнӗ чӑпар чӑх сулланкаласа чупса-вӗҫсе ҫитрӗ.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
— Лар! — куҫ айӗпе пӑхса, шӑл витӗр каларӗ ашшӗ.
Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унӑн пысӑк хура хӑмӑр куҫӗсем хура куҫ харшисем айӗпе кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗверен таса шыв лини айӗпе хунӑ тӑрпасемпе ҫӗнӗ станци тунӑ ҫӗре кайнӑ.
Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann
Сафа-Гирей мӑйӑх айӗпе кулса ҫеҫ илет.
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Атӑ кӗлине туйса, лаша пуҫне каҫӑртрӗ, йӑмрасем айӗпе тапӑлтатса кайрӗ.
Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Чемчем курӑк айӗпе темиҫе ҫул юппи тунӑ та таракансем Янтул хуҫисем енчен кӳршелле куҫаҫҫӗ.
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
«Иртнӗ ӗнтӗ манӑн сиксе ӳкессисем», — тесе старик шлепкине хывса хучӗ, куҫ айӗпе Яка Иллене сӑнаса пӑхрӗ.
Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«О-ой, ҫамрӑк!.. — терӗ вал шлепки айӗпе Ухтиван ҫине сӑнаса пӑхса.— Ой, парень, как живешь-можешь? — цепко вглядываясь из-под полей шляпы в Ухтивана, выдохнул он.
Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Чиркӳ хуралҫи курпун Микки ирхине алли айӗпе хӗвел ҫине пӑхса илчӗ те иртереххине кура (тӗрӗссипе каласан, тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах ҫум ҫумлама тухнӑ чӑвашсем сулхӑнла кӑштах ӗҫлесе юлччӑр тесе) пӳрт умӗнче чӗлӗм турткаласа ларчӗ.
Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Васкаварлӑ уттинчен, сан-сӑпатран, ҫи-пуҫӗнчен пӑхсан Яка Иллене ӑш вӗҫнӗ ҫын, телейсӗр чун, пурнӑҫра хӑйӗн ӑрӑскалне тупайман мӗскӗн темелле, анчах ҫӑмламас куҫ харши айӗпе ҫивеччӗн те савӑнӑҫлӑн пӑхакан куҫӗсем йӑлтах урӑххи ҫинчен калаҫҫӗ.
Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.