Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

авӑтать (тĕпĕ: авӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна-кӑна шухӑшламасть, Пӗр вӗҫӗм авӑтать куккук.

Помоги переводом

Куккук // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 283 с.

Хӑй сисеймест — иртет кун-ҫул, Вӑл авӑтать сас пӗтиччен.

Помоги переводом

Куккук // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 283 с.

Утарти автан шарлаттарса авӑтать.

На пасеке прогорланил петух.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Автан ҫур ҫӗр авӑтать, Ларнӑ ҫӗрте ҫывӑрать.

Помоги переводом

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Тӑхта, — те ҫывӑрса тӑранчӗ? — Таҫта, ав, авӑтать автан…

Помоги переводом

XXXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Мӗн итлеме тӑратӑн, пур ҫӗрте те хаваслӑ кӗвӗ илтӗнет улах ӑйккинчи вӑрманта куккук авӑтать, кайӑкӗ юрлать, курӑк ӑшӗнче шӑрчӑкӗ чӗриклетет, пур ҫӗрте те ҫава чашлатать, лапатка сасси сывлӑша ҫурать.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хурӑнлӑхра куккук авӑтать, чӑн чӑвашла, тӑванла.

В березовой роще кукует кукушка, по-чувашски, по родному.

Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе // София Петрова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Вӗсем килсен ялта хӗрлӗ автан авӑтать.

Помоги переводом

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла-ҫке вӑл савни сӑмахӗ — кӑмӑла сар ҫу пек ирӗлтерет, мӗн пур усал-тӗселе мантарать, чӗрере вӗҫӗмсӗр ырӑ туйӑм ҫуратать; ӗнтӗ хӗр ачана нимле хӑрушлӑх та кӗтмест пек, пурте лайӑх, пурте ырӑ Картишӗнче, вите тӑрринчи кашта ҫинче, автан авӑтать, авӑттӑрах, унӑн яланах пӗр ӗҫ — ҫынсене вӑхӑт пӗлтересси; пӳртре, ҫӗр хута чупса ҫӳретӗн тесе ама ҫури ҫилленсе пӑхать — пӑхтӑрах, ун пек пӑхнине Эрнепи тахҫанах хӑнӑхнӑ; хӑлхара Ахтупайӑн кӑшт мухтанарах каланӑ сӑмахӗ янраса тӑрать: «Шӗкӗр хулара пулса куратӑп».

Помоги переводом

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куккук авӑтать, куккук авӑтать Сарлака лупас айӗнче…

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Куккукӗ, чӑнах та, тахҫанччен татти-сыпписӗр авӑтать.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ав, куккук паҫӑртанпах авӑтать

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Аслати урӑм-сурӑм авӑтать.

Налетел хаос грозы.

Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.

Аслати авӑтать, ҫиҫӗм ҫиҫет

Гремит гром, и сверкает молния

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Хаяр аслати пӗтӗм ҫӗре кисрентерсе авӑтать.

И гроза разразилась.

Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.

Автан йывӑҫ ҫине ҫав тери шукӑлленсе хӑпарса ларнӑ та авӑтать те авӑтать.

Высоко на дереве эдаким щеголем сидел петух и кукарекал.

Автанпа тилӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Шӗшкӗлӗхре куккук авӑтать.

В орешнике поет кукушка.

IV // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Ҫиҫӗм ҫиҫет, аслати авӑтать, вӑйлӑ ҫумӑр ҫума пуҫлать.

Сверкали молнии, рокотал гром, и на землю обрушивался проливной дождь.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унта та кунта — тӗп урамра та, Ҫуткаспа Йӳҫкасра та — хуйханнӑ кунӑе сассипе тӳлеклӗхрен писсе, шарлаттарса автан авӑтать, йытӑ лӗр-лӗр вӗрет.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӑвак тавракурӑм хӗрринче ӑрша вылять, хӑмӑшлӑхра кайӑк кӑвакал нартлатать, таҫта карӑш авӑтать

На синем горизонте играет марево, в камышах крякает дикая утка, где-то кричит коростель…

С. Диковский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 3–7 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней