Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

авӑтать (тĕпĕ: авӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑҫта та пулсан пуҫ тӑрринче, ҫӳлте, аслати хытӑ авӑтать те, эпӗ тӳрех, пӑшӑлтатса: «Хоспоти, каҫар мана, ҫылӑхлӑ ҫынна!» — тетӗп, вара ҫавӑнтах сӑх-сӑхма, Исус Христоса та, Марье хӗре те, савӑнӑҫ турӑ хӗрне те, пӗтӗм ҫветтуйсене пурне те кӗлтума пуҫлатӑп, ҫитменнине тата ҫавнашкал ырӑ мар аслати авӑтнипе куклене-куклене ларатӑп…

Чуть чего где-нибудь над головой, в высоте, резко гром вдарит, а я уже шепотом говорю: «Господи, помилуй меня, грешного!» — и тут же сотворяю крестное знамение, молюсь и Исусу Христу, и деве Марии, и богородице-дева радуйся, и всем, как есть, святителям, какие под горячую руку попадутся, подряд молюсь, и даже на прицыпочки приседаю от такого неприятного грома…

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лупас айӗнче шуйттан сассиллӗ автан авӑтать.

В сарае голосил дьявольски горластый петух.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Таҫта аякра тупӑсен аслатийӗ, йӗпене каясса пӗлтернӗ пек, таттисӗр авӑтать.

Далеко где-то погромыхивают орудия.

28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Шӑрчӑксем пӗр чарӑнмасӑр сӑйлаҫҫӗ тата, такӑш тӗлерех куккук хыттӑн янратса авӑтать.

Стрекотали кузнечики, и где-то певуче и громко куковала кукушка.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пуҫне хыҫалалла ярса, кӑкӑрне тӳп-тӳрӗ ҫӳлелле тытса, авӑтать те авӑтать, хушӑран пӗр саманта чарӑнать, сывлӑш ҫавӑрать, ҫавӑн чух вӑл ирхи сывлӑша тата вӑрманӑн тутлӑ шерпетне вӑрӑм мӑйракаран шалт ӗҫнӗн туйӑнать.

Он трубил, закинув голову, подняв прямо вверх свой горн, и, когда переводил на минутку дух, казалось, будто залпом пил из пионерского рога утреннюю свежесть и пахучий лесной воздух.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Усал хыпарсем хӑрушӑран хӑрушӑ ҫӳре пуҫларӗҫ, аслати вӑйлӑран вӑйлӑ авӑтать — француз ҫывхарать.

Все тревожнее становятся эти слухи, все сильнее слышится гром — французы приближаются.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Авӑтма авӑтать тейӗпӗр…

Ну ладно, допустим…

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кирек ӑҫта та, пирӗнни пекех, аслати авӑтать.

И везде, как и у нас, гремит гром.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней