Поиск
Шырав ĕçĕ:
Карташӗнче Сидорова вӗлернӗ тесе пӑшӑрханса калаҫасси хӑвӑрт сарӑлса карӗ.По двору быстро разбежался тревожный говор, что Сидоров убит.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗрре, эпӗ карташӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра, магазин алӑкӗ умӗнче тин ҫеҫ килнӗ тавар ещӗкне уҫнӑ чухне, ман пата чиркӳ хуралҫи пырса тӑчӗ; вӑл чалӑш аяклӑ старикчӗ, тутӑр татӑккисенчен тунӑ пек ҫемҫескерччӗ, ҫи-пуҫне йытӑсем турткаласа ҫӗтсе пӗтернӗ пекчӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Карташӗнче ҫӗмӗрни те шавлани илтӗннӗ вӑхӑтра Рихтенау фрау, арҫын тумне тумланнӑскер, хӑй ҫывӑракан пӳлӗмӗнчи сейфра тытнӑ укҫине, кирлӗ хучӗсене, хаклӑ япалисене чемодансем ӑшне тултарса ниҫта кая пӗлмесӗр чупса ҫӳренӗ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Ку чӳрече карташӗнче йытӑсем ҫӳреме пуҫланӑранпа комитет членӗсене тулти пурнӑҫпа ҫыхӑнтаракан пӗртен-пӗр шӑтӑк пулнӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Вӑл карташӗнче, чӳречесем умӗнче йытӑсем хаяррӑн уланине, кивӗ ҫурчӗ хушшипе утакан салтаксен янравлӑ ура сассине итленӗ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Ватӑ Гершель карташӗнче тутӑхса кайнӑ кӗреҫе шыраса тупнӑ, хӑйпе пӗрле пӗр мӑшӑр кӗпе-йӗм илсе, хула ҫывӑхӗнче сыхлӑх чиккисем тӑвакан рабочи батальонне кайнӑ.
Унӑн ҫемйи // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 55–65 с.
Вара амаҫури карташӗнче пит тарӑн пусӑ алттарать те патша хӗрне ҫавӑнта яртарать; ҫиелтен тӑпра виттерет.
Ылтӑн ҫӳҫлӗ патша хӗрӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Анчах карташӗнче никам та пулман, пӗр лаша пӑхакан анчах чупса пынӑ.
Йывӑр сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Тепӗр икӗ минутранах полк карташӗнче барабан сасси илтӗнсе кайнӑ.
Салтак чапӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 76–94 с.
Карташӗнче старшой хӑйӗн отрядне йӗркелесе тӑрать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Карташӗнче Павел Политовскин кӗҫӗн ывӑлне тӗл пулнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Настьӑпа Мӗтри пиртен пӗр килӗ урлӑ пурӑнатчӗҫ, ирхине вӗсен карташӗнче выҫӑ выльӑхсем мӗкӗрнине илтсен, ачасен мӗнле те пулин инкек пулман-ши тесе пӗлме эпир чи малтан пытӑмӑр.
XII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Чӑнах та пӗррехинче пирӗн карташӗнче ҫакӑн пек ӗҫ пулчӗ.
Юпа ҫинче ларакан чӑхӑ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 21–22 с.
Вӗҫсе каясран эпир вӗсен ҫуначӗсен тӗкне касрӑмӑр та вӗсем пирӗн карташӗнче килти кайӑк-кӗшӗксемпе пӗрле пурӑнма тытӑнчӗҫ: пирӗн чӑхсем те, хурсем те пурччӗ.
«Хайлавҫӑ» // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 10–14 с.
Халӑх хумханса кайрӗ, карташӗнче ырлакан сасӑсем илтӗнчӗҫ, Силантий мучи, хулпуҫҫийӗсене хускаткаласа, мӑн сассипе кӗрлесе илчӗ:
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пирӗн карташӗнче хуть мӗне тытса пӑх, — пур ҫӗрте те унӑн юнӗ пур.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Карташӗнче пурте яланхи пекех, ача чухнехи пек, нимӗн те улшӑнман.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Карташӗнче ӗнтӗ юратнӑ хурӑнсем кӑштӑртатса ҫулҫисене тӑкаҫҫӗ.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Эпӗ темиҫе хутчен те ҫакӑн пек картина куртӑм: орудипе пени уйрӑмах хыттӑн ханклатса илтӗнсен, пурте, карташӗнче пуррисем, мӗнпур ӗҫе пӑрахса, шӑпланса, чупса пынӑ ҫӗртен чарӑнса, сасӑ енне чылайччен тинкерсе тӑраҫҫӗ.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Карташӗнче ҫӳрекен часовой мана хӑтӑрса пӑрахрӗ.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950