Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Аксиньйӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тавах-ха турра, — шиклӗн хуравларӗ кил хуҫи хӗрарӑм, Григорипе йӑмӑкӗ хушшинчи ҫыхӑнусем ҫинчен темле пулсан та илтнӗскер тата Аксиньйӑн упӑшкипе еркӗнӗ ҫакӑн пек пӗр ӑнсӑртран тӗл пулнинчен ним ыррине те кӗтменскер.

— Слава богу, — испуганно ответила ему хозяйка, безусловно осведомленная об отношениях Григория с ее племянницей и не ожидавшая от этой нечаянной встречи мужа и любовника ничего доброго.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Карӑш самантлӑха шӑпланчӗ, унтан Аксиньйӑн ҫара урисем таптаса иртнӗ курӑк тӳрленсе те ӗлкӗреймерӗ — тепӗр хут авӑтса ячӗ те, лачакаран вӗҫсе хӑпарнӑ текерлӗк ӑна хирӗҫ хурлӑхлӑн кӑшкӑрса сасӑ пачӗ.

Коростель на минутку умолк, а потом — еще не успела выпрямиться примятая босыми ногами Аксиньи трава — снова подал голос, и в ответ ему горестно откликнулся поднявшийся из музги чибис.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӗпине йӳле та ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, шурӑ ҫӳҫлӗ казак, ҫӗлӗкне каялла каҫӑртса лартнӑскер, ӑна хыҫалтан пырса ыталарӗ, тутипе Аксиньйӑн кӗре ӳтлӗ ҫаврака мӑйне сӗртӗнчӗ.

Рослый беловолосый казак в распоясанной рубахе и сбившейся на затылок папахе сзади обнял ее, коснулся губами смуглой точеной шеи.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксиньйӑн нумай ҫул хушшинче юр кӗрчӗ ҫапла пӗрчӗн-пӗрчӗн хӗвӗннӗ пек пӗчӗккӗн капланнӑ туйӑмне те кӑшт сӗртӗнни кӑна кирлӗччӗ, вӑл вара Григорипе тӗл пулни, Григорий ӑна ҫепӗҫҫӗн: «Сывӑ-и, хаклӑ Аксинья!» тесе сӑмах хушни пулчӗ.

Многолетнему чувству Аксиньи, копившемуся подобно снежному наносу, нужен был самый малый толчок, и толчком послужила встреча с Григорием, его ласковое: «Здравствуй, Аксинья дорогая!»

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксиньйӑн шӑппӑн тухнӑ сассинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнман, чи тӗрлӗ йышши туйӑмсем сисӗнчӗҫ: унта тӗлӗнни те, ачашлӑх та, хурланни те пӗрлех пулчӗ.

В тихом голосе Аксиньи прозвучали оттенки самых чужеродных чувств — и удивления, и ласки, и горечи…

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней