Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хамӑн (тĕпĕ: хам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хамӑн ирӗк пулас пулсассӑн, эпӗ вӗсене партирен ыранах пӑхлӑ шӑпӑрпа шӑлса кӑларнӑ пулӑттӑм.

Да будь моя воля, я бы завтра их поганой метлой из партии вымел…

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ, Егор Матвеевич, хамӑн мӗн тумаллине пӗлетӗп — терӗ Ксени май килнӗ таран сиввӗн, Дымшаков ӑна та хур тӑвасран хӑранӑ пек.

— Я, Егор Матвеевич, свои обязанности знаю, — как можно суше ответила Ксения, точно боялась, что Дымшаков оскорбит и ее.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мана ку пӑшӑрхантармасть — ман хамӑн та, сан пекех, тулӑх пурнӑҫ тӑвас килет.

Я не о том болею — я не меньше твоего хочу о нашем достатке думать.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ вӗт мӗн ӗмӗрӗпех колхозра, анчах халӗ мӗн пӗлетӗп эпӗ хуҫалӑх ҫинчен хамӑн лаша витисӗр пуҫне?

Я вот в колхозе всю жизнь, а что я сейчас знаю о хозяйстве, кроме своей конюшни?

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ, паллах, вӑл мӗн каланине итлесе тӑтӑм, анчах тӑвасса хам пек турӑм — ЦКна ҫыру ҫырса ятӑм, унта хамӑн мӗн пур шухӑшсене ҫырса пӗлтертӗм, хам мӗн курни ҫинчен каласа патӑм…

— Я, конечно, выслушал его, но поступил по-своему — написал докладную в ЦК и в ней поделился своими мыслями, рассказал о том, что видел…

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хамӑн культурӑпа ҫут ӗҫ дипломне илтӗм те баяна ҫакрӑм, — курса ҫеҫ юлчӗҫ мана!

Взяла свой культпросветовский диплом, баян в руки, и только меня и видели!

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ авӑ хамӑн Алешӑна калатӑп…

Я вон своему Алеше говорю…

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тен, аҫӑр ватлӑхра ҫамрӑк арӑм илсе яни кама та пулин кӑмӑла каймасть пулсан, вӑл сирӗн ӗҫ мар, ман хамӑн та сирӗн умра тӳрре тухма кирлӗ мар.

Может, кому не по нраву, что отец на старости лет завел молодую жену, то не вам о том судить и не мне перед вами оправдываться.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ хамӑн пултарулӑха тӗрӗс хаклатӑп.

Я трезво сужу о своих способностях.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Халлӗхе эпӗ хусах-ха, пӗр чирлӗ йӑмӑка кӑна пӑхса усратӑп, эпӗ йӳнеҫтеркелесе пыратӑп, ҫиме те, тумланма та ҫитет, анчах, сӑмахран, килте хамӑн пӗчӗк библиотекӑ тӑвас килет — кӗнекесем валли укҫа юлмасть…

— Пока я холостой и у меня на руках только одна больная сестра, я концы с концами свожу, хватает и на витание и на одежду, но хотелось бы, например, завести личную библиотечку, а на книги денег уже не остается…

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сирӗн вара мана ҫак ӗҫрен пӑрӑнтарас килет, е манӑн, чи путсӗр хӑравҫӑ пек, хамӑн пурнӑҫа шеллемелле.

И вы желаете, чтобы я прошел мимо или дрожал, как последний трус, за свою жизнь?

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ хамӑн чӑн-чӑн тӗллеве ҫаплах тупайман-ха, эпӗ хампа хам килӗшсе мӗн лекнӗ ҫавна тытӑнас пулсан, ӳкӗнмелле пулнӑ пулӗччӗ.

Я все еще своей настоящей цели не нашел, и будет горько, если я пойду на компромисс с самим собой и возьмусь за первое попавшееся, что подвернется.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ акӑ вӑрҫӑ часах пӗтмелле чухне эпӗ каллех хам валли вырӑн тупаймастӑп, хамӑн ҫул ҫине тухаймастӑп-ха…

И вот когда войне уже скоро конец, я опять не нахожу себе места, опять на бездорожье…

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ксюшенькӑ, эпӗ хамӑн каччӑпа кайрӑм, сана ӗнтӗ Константин йӑпаттӑр.

— Ксюшенька, я исчезаю со своим кавалером, а тебя пускай развлекает Константин.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Санӑн мана ху пек пурӑнтарас, ху пек шухӑшлаттарас килет, анчах манӑн халлӗхе хамӑн ӑс ҫитет-ха.

— Тебе хочется, чтобы я по-твоему и жил и думал, а мне покуда своего ума хватает.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах Яранцев пек ҫынсене эпӗ яланах хамӑн тӗрек тесе шутланӑ…

Про таких, как Яранцев, я думал всегда как о своей опоре…

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хамӑн тӑшмансене савӑнтарма-и?

Порадовать моих врагов?

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кирек мӗн чухлӗ илсен те — пӗтӗмпех хамӑн, — кӑмӑлсӑррӑн, шӑл витӗр каларӗ Корней.

— Сколько ни получаю — все мои, — нехотя цедил сквозь зубы Корней.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл хӑйӗнчен хӑй йӗре-йӗре: «ку ача ман хам ывӑл-и, хамӑн мар-и?» тесе ыйтать.

«Родное дитя, али нет? — со слезами вопрошает он самого себя.

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Ӗҫ кунта тӑвансем пирки мар, кунта ҫӑмӑл арихметика: ман атте мӗн виличчен сирӗншӗн ӗҫлесе пурӑнчӗ, эпӗ те вӑрҫӑччен сирӗн тулла аштартӑм, сирӗн тырӑ миххисене ҫӗклесе хамӑн ҫамрӑк пилӗк-ҫурӑма тапратрӑм, халӗ ак ҫитрӗ татӑлас вӑхӑт.

Тут не в братах дело, тут арихметика простая: мой папаша на вас до самой смерти работал, и я перед войной вашу пшеницу молотил, молодой живот свой надрывал вашими чувалами с зерном, а зараз подошел срок поквитаться.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней