Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑҫтан сăмах пирĕн базăра пур.
ӑҫтан (тĕпĕ: ӑҫтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӗрӗм, чипер пулса калӑр-ха, ӑҫтан Зацепӑна иртме пулать.

— Девочка, будь любезна, как бы нам тут на Зацепу проехать?

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Пӗччен алӑ ӑҫтан пур ҫӗре те ҫиттӗр… — мӑкӑртатса илчӗ анне.

— Я одна за всеми… — ворчливо отзывалась мама.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Япалана тытсан, кайран каллех хӑй вырӑнне, ӑҫтан илнӗ — ҫавӑнта пырса хурать; чӗлӗм тивертсен те, табакӗ тӑккаланасран асӑрханса, сӗтел ҫиттине хыпашласах ларать.

Каждую вещь, взяв, ставил потом точно на место, а когда закуривал, старался не просыпать на стол и на всякий случай пальцами пробовал, не осталось ли крошек табаку на скатерти.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӑҫтан тупнӑ-ши ҫав ята, пӗлместӗп, анчах вӑл мӗнле пархатарли пуриншӗн те паллӑччӗ!

Не знаю, откуда взялось это прозвище: всем хорошо было известно, какой он благородный!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑҫтан вӑл сан?

— Откуда он у тебя?

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑҫтан тивертрӗм-ши ӑна, астӑваймастӑп, анчах вӑл куҫне мӑчлаттарса шухӑша кайса ларчӗ.

Не знаю, куда я ему угодил, но, хлопая глазами, он сидел на земле с каким-то задумчивым видом.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑҫтан килӗштӗр!

Еще бы!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манран ӗнтӗ ӑҫтан та мӗнле майпа, кам иккенне ҫӗр те пӗр хут ыйтнӑ.

Меня уже сто раз спрашивали, кто да откуда.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑҫтан вара эсир, Григорьев? — ыйтрӗ Николай Антоныч хутне вуланӑ май.

— Откуда ж ты, Григорьев? — читая бумагу, внушительно спросил меня Николай Антоныч.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑҫтан тупас тен-ха револьвер тавраш?

Где достать револьвер?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ чугун ҫулсем тӑрӑх укҫасӑрах ҫӳреме пулать тенине Петька ӑҫтан туртса кӑларнӑ-ши?

Откуда Петька взял, что теперь по всем железным дорогам можно будет ездить бесплатно?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗне юрӑхлӑ ӗнтӗ ку! епле? ӑҫтан?

На что это похоже? как? что?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Унтан пирӗн ҫын ҫывӑхне пырса пӑхрӗ те: — Эхе, эсӗ каллех пирӗн таврара-ҫке! Ӑҫтан турӑ ҫавӑрса килчӗ сана? — терӗ.

Подошел к нашему человеку и, взглянув ему в лицо: — Эхе, — сказал он, — опять ты в нашем краю! Отколе бог принес?

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Чӑнахах та, пӳрт-ҫурт инҫерех маррине ӑҫтан шухӑшласа кӑлартӑн-ха эсӗ? — тесе хутӑм эпӗ.

— В самом деле, — сказал я, — почему думаешь ты, что жило недалече?

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Доктор, ӑҫтан эсир?

— Откуда вы, доктор?

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Юлашкинчен, турӑ пӗлет ӑҫтан тухрӗ вӑл, анчах чӳречерен мар, мӗншӗн тесен вӑл уҫӑлман, ҫавӑнпа вӑл колоннӑ хыҫӗнчи алӑкран тухнӑ пулмалла, — тинех, тетӗп эпӗ, такам балкон ҫинчен аннине куратпӑр эпир…

Наконец — уж бог знает откуда он явился, только не из окна, потому что оно не отворялось, а должно быть, он вышел в стеклянную дверь, что за колонной, — наконец, говорю я, видим мы, сходит кто-то с балкона…

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӑҫтан пӳлес тейӗн?

Почему знать?..

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӑҫтан?

— Откуда?

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӑҫтан ун пек пулма пултарать! — терӗ вӑл.

— Какой вздор! — сказал он.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

«Ӑҫтан пӗлес ӑна ман».

«Почему я знаю?»

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней