Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

таран сăмах пирĕн базăра пур.
таран (тĕпĕ: таран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Разведчик аллинче граната ҫурӑлса кайнӑ та хӑйӗнне ик аллине те чавси таран татса кайнӑ, Меркуловӑнне ав пырши-пакартипе цейс ванчӑкӗсене ҫеҫ тупрӑмӑр.

В руках у разведчика разорвалась граната, самому ему по локти оторвало руки, а от Меркулова нашли мы лишь часть внутренностей да раздробленный цейсс.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лашасен пакӑлчак таран йӗпеннӗ урисенчен тӗтӗм пек пӑс йӑсӑрланса хӑпарать.

Мокрые по щетки ноги лошадей дымились паром.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапах та вӑл ҫав каҫхинех, ҫӗрле, чӗрнисене кӑкӗ таран хӑйпӑтса, сарай ҫи виттине тӑпӑлтарса антарать те, лава кӳлмелли ут таврашӗсене асӑнмалӑх илсе, ҫӗр хутах тухса тарать.

А ночью, изломав до корней ногти, продрал крышу сарая и бежал, захватив на память обозную упряжь.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапах та, пулеметӑн шатӑртатса тӑракан вут-хӗме, май уйӑхӗнчи шалкӑм ҫумӑр пек, вӑрманта тапӑртатса ташлама тытӑнсан, чӑтса тӑраймарӗҫ: пуҫӗсене май килнӗ таран хулпуҫҫийӗсем хушшинелле хутлатса каялла упаленчӗҫ, хуртсем пек ҫӗр ҫумне лапчӑнчӗҫ, алли-урисем ҫине ҫӗкленмесӗр хырӑм ҫинче кӑна шуса, вырӑнтан вырӑна куҫрӗҫ, хӑйсен хыҫӗнчен пылчӑклӑ ҫӗр ҫине вӑрӑм йӗрсем хӑварса, ҫӗленсем пек каялла шуса кайрӗҫ…

И все же, когда майским ливнем буйно брызнул и затопотал по лесу стрекочущий пулеметный огонь, — не выдержали: ползли назад, до предела втягивая головы в плечи, гусеницами влипали в землю, передвигались, не сгибая ни рук, ни ног, ползли по-змеиному, влача за собою по грязи след…

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тарӑнах мар, этем пӗвӗнчен кӑшт кӑна ҫӳллӗрех шӑтӑкра пакӑлчак таран шыв тулса ларнӑ.

Неглубокий, чуть выше человеческого роста, ров был залит на полчетверти водой.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урам питӗ пысӑк завод конвейерӗ пек курӑннӑ, куҫ курнӑ таран урам тӑршшӗпех виҫӗ рет машинӑсем вӗҫе-вӗҫӗн тӑрса тухнӑ: шултра танксем, вӑтам танксем, хӑвӑрт ҫӳрекен транспортерсем ҫинче пулеметчиксем ларса пынӑ, хӑйсем тӗллӗн ҫӳрекен зениткӑсем, хӑй тӗллӗн ҫӳрекен пысӑк кӗпҫеллӗ йывӑр артиллери, мотопехотӑллӑ автомашинӑсем, мотоциклетсем тата симӗс брезент витнӗ «катюшӑсем»…

Улица напоминала конвейер гигантского завода: во всю длину ее, сколько видел глаз, в три ряда стояли, стволом к стволу, и средние и мощные танки, и быстроходные транспортеры с пулеметчиками, и самоходные зенитные установки, и тяжелая самоходная артиллерия с толстыми хоботами, и автомашины с мотопехотой, и мотоциклы, и «катюши» под зеленым брезентом…

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пултарнӑ таран пулӑшрӑм.

И я помогал, как мог.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл пӗренерен ярса илсе шывран пилӗк таран ҫӗкленчӗ, чупса пынӑ Афанасие аллине пама кӑна ӗлкӗрчӗ, ҫав вӑхӑтра хыҫалта шывран пӗр хулӑн пӗрене сиксе тухрӗ те сулӑна-сулӑна Ҫемене ӗнсерен хытӑ пырса ҫапрӗ.

И в тот момент, когда он, схватившись за ствол, поднялся по пояс и подал руку подбежавшему Афанасию, вода сзади него приподняла большое бревно; оно покачнулось и ударило Семена в затылок…

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем хывӑнчӗҫ те, пилӗк таран шыва кӗрсе, унӑн вӑйлӑ юхӑмӗ урлӑ «Упа» патнелле утрӗҫ.

Они разделись и по быстрой воде, глубиной до пояса, подошли к «Медведю».

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пирӗн тупӑ тавра пилӗм таран пытанмалӑх алтас пулать, ҫӳреме вырӑн пултӑр…

А тут надо вокруг орудия ров отрыть, да чтобы он был глубже чем по пояс, с ходами сообщения.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл кӗске аллисене чавси тӗлӗнче хутлатнӑ, шӑлаварне чӗркуҫҫи таран тавӑрнӑ та урисене уснӑ.

Он раскинул короткие, немного согнутые в локтях руки, свесил с грядки ноги с закатанными до колен штанинами.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Прасковья Ефимовна, эсир те, Евсей Иванович, — пултарнӑ таран кӑмӑллӑ калама пуҫланӑ Тимофей Ильич.

— Прасковья Ефимовна, и вы, Евсей Иванович, — вежливо, как только мог, заговорил Тимофей Ильич.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Горизонтран горизонт таран тӑсӑлнӑ та — вӗҫӗ те, хӗрри те курӑнмасть!

Протянулась от горизонта к горизонту, и не видно ни начала, ни конца!

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мӗн талкӑш тикӗс ҫӗр горизонт таран сарӑлса выртать!..

Простор, и какой простор уходил к горизонту!..

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пысӑк ыйту ҫине куҫас умӗн ку ахаль кӑна вак-тӗвек калаҫу пулӗ тесе шухӑшларӗ Сергей, ҫавӑнпа хӑй пултарнӑ таран садсем ҫинчен те, пасар ҫинчен те, пасарти хаксем ҫинчен те каласа пачӗ, юлашкинчен услам ҫу питех те йӳнӗ иккенне пӗлтерчӗ…

Сергей подумал, что все эти расспросы являются лишь предисловием к будущему деловому разговору, поэтому и рассказал подробно и о садах, и о базаре, и о ценах, упомянув при этом, что сливочное масло стоит очень дешево…

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей тӑрӑшсах пилӗк таран ҫӑвӑнчӗ, сивӗннӗ ӳтне питшӑллипе сӑтӑрса типӗтрӗ те таса кӗпе тӑхӑнчӗ.

Старательно вымывшись до пояса, Сергей вытер холодное тело полотенцем и надел чистую верхнюю рубашку.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӗрача коридора чупса кӗрсе кайрӗ, Сергей кран тупрӗ те, пилӗк таран хывӑнса, ҫӑвӑнма пуҫларӗ.

Девушка скрылась в коридоре, а Сергей отыскал кран, разделся по пояс и стал умываться.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ту ҫурри таран вӗтлӗхпе хупланнӑ, вӑрманӗ саралнӑ ӗнтӗ.

Гора, местами уже пожелтевшая, до половины поросшая мелким кустарником.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Агротехника каланӑ пек ӗҫлесен, пирӗн хирсем вунпиллӗкрен пуҫласа ватӑр пилӗк центнер таран тӗштырӑ пама пултараҫҫӗ.

— При строгом соблюдении агротехники наша земля может дать по зерновым от пятнадцати до тридцати пяти центнеров.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Айккинче кӗтӳҫе тӑрать, вӑл ҫӳллӗ, кӑвак ҫӳҫлӗ старик, йӗм пӗҫҫисене чӗркуҫҫи таран тавӑрнӑ.

В сторонке стоял пастух, седой и высокий старик, с засученными выше колен штанинами.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней